Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кулӑ «сирӗн кулянмалла мар, ку ман хуйхӑ» тенине пӗлтерет.
Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Ҫакӑ ҫемьешӗн калама ҫук пысӑк хуйхӑ пулнӑ.
Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Ҫак хуйхӑ ватта хуҫса хӑварчӗ.
Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
Республикипе илес тӗк, паянхи кун тӗлне 21 ҫын шывра путса вилни палл ӑ. Хӑйсен тата ҫывӑх ҫыннисен явапсӑрлӑхне пула 21 киле хуйхӑ пырса шакканӑ.
Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Иван Павловича 1951 ҫулта пысӑк хуйхӑ пырса ҫапать.
Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Кунпа кӑна вӗҫленмест-ха хуйхӑ, ҫакӑн пек ҫемьесен ачи-пӑчи ҫине те «халӑх тӑшманӗн» хура ӗмӗлки ӳкет.
Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Головинсен алӑкне те тепӗр пысӑк хуйхӑ шаккать: ҫемье пуҫне Василий Архиповича халӑх тӑшманӗ тесе тӗрмене хупаҫҫӗ (шел, киле таврӑнаймасть вӑл, 1940 ҫулхи пуш уйӑхӗнче чирлесе вилет).
Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Хуйхӑ пӗччен килмест, тенӗ ваттисем.
Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
15. Ҫакна сутса тӑнисем, ҫав арӑм урлӑ пуйса пурӑннисем вӑл мӗнле асапланнине аякран сехӗрленсе пӑхса тӑрӗҫ, кӑшкӑрса та ӗсӗклесе йӗрӗҫ: 16. «аслӑ хула, сана хуйхӑ ҫитрӗ! виссон та хӗрхӗлтӗм, хӗрлӗ тум тӑхӑннӑскер, ылтӑнпа, хаклӑ чулпа, ахах-ӗнчӗпе капӑрланнӑскер!
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансем, сире вара хуйхӑ ҫитӗ: сирӗн патӑра шуйттан анчӗ, хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра вӑл хаяррӑн анчӗ, терӗ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ Хамӑн икӗ кӳнтелӗме ярӑп: вӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, пин те икҫӗр утмӑл кун хушши ӳлӗмхи ҫинчен каласа ҫӳрӗҫ.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Путек улттӑмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, пӑхрӑм та — акӑ ҫӗр хӑрушла кисренсе кайрӗ, хӗвел хуйхӑ тумтирӗ пек хуралчӗ, уйӑх юн пек хӗрелчӗ.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни, ҫавӑн хыҫҫӑн кайса хӑшӗ-пӗрисем чӑн тӗне пӑрахнӑ, хӑйсене хӑйсем нумай хуйхӑ курмалла тунӑ.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ сире питех те шанса тӑратӑп, сирӗнпе нумай мухтанатӑп; хамӑрӑн темӗн чухлӗ хуйхӑ пулин те, эпӗ пӗтӗмпех лӑплантӑм, темӗн тӗрлӗ савӑнса тӑратӑп.
2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретӗп пулсан, манӑн нимӗн мухтанмалли те ҫук: ку — манӑн тумалли ӗҫ; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремесессӗн хуйхӑ ҫитӗ мана!
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах ун пеккисем ӳт пирки хуйхӑ курмалла пулӗҫ; эпӗ сире хӗрхенетӗп.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хуйхӑ ҫитӗ вӗсене: вӗсем Каин ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ, Валаам пек, мул илӗртни хыҫҫӑн каяҫҫӗ, Корей пек чурӑс пулнӑран пӗтеҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Акӑ Мана тытса параканӑн алли Манпа пӗрле, сӗтел хушшинчех; 22. ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ малтан палӑртса хунӑ ҫулпах пырать, анчах Ӑна тытса паракан ҫынна хуйхӑ ҫитӗ, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫав кунсенче ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене хуйхӑ пулӗ; ҫӗр ҫинче темӗн тӗрлӗ асаплӑх пулӗ, ҫак халӑх ҫине ҫилӗ ҫитӗ: 24. хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе тӑкӑнӗҫ, вӗсене тӗрлӗ халӑх хушшине тыткӑна иле-иле кайӗҫ; Иерусалима суя тӗнлӗ халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: илӗртӳ-ултав пулатех, анчах та ҫакӑ кам урлӑ килет, ҫавна хуйхӑ ҫитӗ: 2. кам ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗрет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ, тенӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.