Поиск
Шырав ĕçĕ:
11. Ҫурт чулӗсем кӑшкӑрса йӗме пуҫлӗҫ те, йывӑҫ каштасем вӗсене ҫапла хуравлӗҫ: 12. «юн ҫинче хула лартакана, тӳрӗ мар ӗҫпе керем тӑвакана хуйхӑ ҫитӗ!» тейӗҫ.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлте йӑва ҫавӑрас, ҫапла инкек алли ҫапса антарасран шанчӑклӑ тӑрас тесе хӑйӗн килӗ валли улталаса пурлӑх тӑвасшӑн ҫунакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах вӗсем пурте ун ҫинчен ытарӑш каламӗҫ-и, ҫапла тӑрӑхласа кулмӗҫ-и: «хӑйӗнни маррипе виҫесӗр пуякана — нумайлӑха-ши ку? — тата саклат иле-иле хӑйне виҫесӗр чӑрмав кӳрекене хуйхӑ ҫитӗ» темӗҫ-и?
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Юн тӑкакан хулана хуйхӑ ҫитрӗ! унта ултав тулнӑ, унта вӗҫсӗр ҫын вӗлереҫҫӗ; унта чарӑна пӗлмесӗр хурах пусать.1. Горе городу кровей! весь он полон обмана и убийства; не прекращается в нем грабительство.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа — ырӑ, Вӑл — хуйхӑ кунӗнче тарса хӑтӑлмалли вырӑн, Вӑл Хӑйне шанакансене пӗлсе тӑрать.7. Благ Господь, убежище в день скорби, и знает надеющихся на Него.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана хуйхӑ ҫитрӗ! маншӑн халӗ — ҫуллахи ҫимӗҫсене пуҫтарса кӗртнӗ хыҫҫӑнхи пекех, иҫӗм ҫырлине татса пуҫтарнӑ хыҫҫӑнхи пекех: ҫиме пӗр ҫырла та, чуна пыракан пӗр пиҫнӗ ҫимӗҫ те ҫук.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Йӗркесӗр ӗҫ тума шухӑшлакансене, выртнӑ вырӑнӗ ҫинче усал ӗҫсем шухӑшласа кӑларса, хӑйсенӗн аллинче вӑй пуррине кура, ҫав ӗҫсене ирхине тул ҫутӑлнӑ чухне тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ниневи ҫыннисем Турӑ каланине ӗненнӗ, вара типӗ тытма йышӑннӑ, вӗсем ӗнтӗ ватти-вӗтти таранах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.5. И поверили Ниневитяне Богу, и объявили пост, и оделись во вретища, от большого из них до малого.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иона ӗнтӗ кит ӑшӗнче хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине кӗлтунӑ, 3. вӑл ҫапла каланӑ: хуйхӑ ҫитсессӗн эпӗ Ҫӳлхуҫана тархасларӑм та, Вӑл илтрӗ мана; ҫӗр варӗнчен кӑшкӑрса чӗнтӗм те — Эсӗ ман сассӑма илтрӗн.
Иона 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ҫине Хамӑн куҫӑмпа ырӑ сунса мар, хуйхӑ сунса пӑхӑп.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Уявӑрсенче хуйхӑрмалла тӑвӑп, пур юррӑра та хӳхлеве ҫавӑрӑп, пурин ҫине те хуйхӑ тумтирӗ уртса ярӑп, пурин пуҫне те шакла тӑвӑп, ҫӗршывра вара пӗртен-пӗр ывӑлшӑн хурланса йӗнӗ пек хӳхлев илтӗнсе тӑрӗ, ҫӗршыв пӗтни хурлӑхлӑ кун пек пулӗ.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пуринчен те аслӑ халӑхӑн ятлӑ ҫыннисене, Сион ҫинче пӗр шухӑшсӑр пурӑнаканскерсене, Самари тӑвне шанса пурӑнаканскерсене, хӑйсем патне Израиль йӑхне ҫӳретекенскерсене, хуйхӑ ҫитӗ!
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа кунне курас теекенсемшӗн хуйхӑ ҫитӗ! Ҫӳлхуҫа кунӗ мӗн тума кирлӗ-ха сире? вӑл тӗттӗм, ҫутӑ мар, 19. ку вӑл арӑсланран таракан ҫын ҫулӗ ҫине упа тухнӑ пекех е киле ҫитсе хӳме ҫумне алӑпа тӗреннӗ ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ пекех.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, ҫамрӑклах упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ ҫамрӑк арӑм пек хӳхле!8. Рыдай, как молодая жена, препоясавшись вретищем, о муже юности своей!
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ачисене пӑхса ӳстерсен те, вӗсене турта-турта илӗп; Эпӗ пӑрахса кайсан, вӗсене хуйхӑ ҫитӗ!12. А хотя бы они и воспитали детей своих, отниму их; ибо горе им, когда удалюсь от них!
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хуйхӑ ҫитӗ вӗсене Манран пӑрӑнса кайнӑшӑн; вилӗм ҫитӗ вӗсене Манран уйрӑлнӑшӑн!13. Горе им, что они удалились от Меня; гибель им, что они отпали от Меня!
Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хуйхӑ ҫитсен вӗсем ирхине ирех Мана шырама пуҫлӗҫ: «каяр, Ҫӳлхуҫа патнех таврӑнар!1. В скорби своей они с раннего утра будут искать Меня и говорить: «пойдем и возвратимся к Господу!
Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра тархасларӑм; типӗ тытса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хама кӗлпе сапса кӗлтурӑм.3. И обратил я лице мое к Господу Богу с молитвою и молением, в посте и вретище и пепле.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кӗсменҫӗсем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем хӑйсен карапӗсем ҫинчен ҫӗре анӗҫ те 30. саншӑн кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, тусан ҫинче йӑваланса, йынӑша-йынӑша макӑрӗҫ; 31. саншӑн хурланса, ҫӳҫне шакла кастарӗҫ, хуйхӑ тумне пӗркенӗҫ, чун-чӗри тӳсейменнипе хурланса йӗрсе ярӗҫ; 32. саншӑн ҫунса-хурланса, вӗсем хӳхлев юрри пуҫлӗҫ, ӗнтӗ ҫапла каласа йӗрӗҫ: «ах, Тир, тинӗс варринче сан евӗр пӗтни пулнӑ-ши тата?!
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, сӑнна хӑвӑн халӑхун хӗрӗсем енне, хӑйсен ӑсӗпе пророкла калаҫаканскерсем енне, ҫавӑр та вӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, 18. кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: чунсене тытас тесе хулӗ айне ӑрӑмҫӑ енчӗкӗ ҫӗлесе хуракансене, тӗрлӗрен пӳллӗ ҫынсен пуҫне юрӑхлӑ пӗркенчӗксем тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.