Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иртнишӗн кулянни, хӑйне хӑй ӳпкелени унӑн чӗрине йӗппе тирнӗ пекех ыраттараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне ӳпкелесшӗн мар, хӑйшӗн такама урӑххине айӑпласа, ӑна ӳпкелесшӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Женя Маргаритӑна тытса тӑракан суя Пузикова чӗркуҫҫийӗ тӗлӗнчен мӗн пур вӑйран тапрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Суя Пузиков Маргаритӑна ҫухавинчен ярса тытса мӗн пур вӑйран силлеме пуҫларӗ.Лжепузиков схватил Маргариту за воротник куртки и затряс ее изо всех сил.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ачасем айван мар вӗт ӑна кӗтсе тӑма, вӗсем мӗнпур вӑйран малалла ыткӑнчӗҫ пулин те вӑрӑммисӗр пуҫне хӑйсене Пузиков текен суя депутат тата тепӗр арҫын хӑваланине асӑрхарӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫурт кӗтессине ҫитсен сиксе тӑчӗҫ те Женьӑпа Федор пурӑнакан ҫурт еннелле мӗн пур вӑйран вирхӗнчӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫунатпӑр! — тесе пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрса ячӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Хӗр ача чутах кайса ӳкмерӗ, ҫапах та ҫакна палӑртмарӗ, хӑй те мӗн пур вӑйран Иванкина ҫурӑмӗнчен шаплаттарчӗ.Она чуть не свалилась, но в ответ тоже хлопнула его изо всей силы.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Арӑм, чулне сылтӑм аллинчен сулахаййине хучӗ те, ӑна мӗнпур вӑйран хӑлха чиккинчен тӑхӑнтарса ячӗ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫурт стенисенчен тыткаласа, мамӑк пек ҫемҫелнӗ, кивӗ атӑ тӑхӑннӑ, авӑнса кайнӑ урисемпе чул ҫинче чаштӑртаттарса, кашни виҫӗ утӑмран канса, Гаврика хирӗҫ вӑйран кайнӑ старик пырать.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӗрлехи тарпа вӑйран кайнипе, вӑл хускалмасӑр ҫурӑмӗ ҫинче выртать.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпир этем обществинче пурӑнатпӑр, обществӑна тытакан вӑйран пӗри вӑл — тав тума пӗлес туйам.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑнах та, ҫак кун пурнӑҫ шӑпи хӑех шалпар та ҫапкаланчӑк кунчалӑ атӑ, форменнӑй курточка тӑхӑннӑ ача пулса (пуҫӗнче ун тӗл-тӗл хура паллӑсем пур, курточкӑран ырханкка мӑйӗ тӑсӑлса тухать), вӑйран сулӑнса ҫитнӗ ача пулса, хӑй патне пыни ҫинчен шухӑшламан ӗнтӗ Николай Антоныч.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсӗ куртӑм, тетӗн, — терӗ вӑл, — эсӗ кайса калатӑн! — унтан пӗтӗм вӑйран тӗртсе, мана кимӗ ҫинчен шывалла усӑнтарчӗ, иксӗмӗр те кимӗ ҫинчен пилӗк таран шывалла усӑнса тӑтӑмӑр, унӑн ҫӳҫӗ шывах перӗнет; ҫакӑ вара чи хӑрушӑ самант пулчӗ: эпӗ чӗркуҫҫипе кимӗ тӗпӗнчен хирӗнтӗм те хӑрах аллӑмпа унӑн ҫивӗтне ярса тытрӑм, тепринпе мӑйӗнчен ярса илтӗм те, тинех вӑл тумтирӗмрен аллисене вӗҫертрӗ, вара пӗр самантрах ӑна эпӗ хум ҫинелле ывӑтса ятӑм.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫынсем машина патне мӗнпур вӑйран, сывлайми пулса, ырӑ мар ӗҫ пулнине туйса чупрӗҫ.Люди бежали к машине что есть мочи, задыхаясь, предчувствуя недоброе.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ахаллӗн алӑ парса чӑмӑртани, е вӑрттӑн тыттарнӑ пирус читлӗхӗн тимӗр хуллисене сарать, ҫынна пӗчченлӗхрен — хӑйне пӗтерме тесе усӑ курнӑ вӑйран хӑтарать.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑй умне лартнӑ тӗллев патне тата ытларах ҫине тӑрса, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса пыма тытӑнчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ун хыҫҫӑн пӗтӗм вӑйран, хӑй умӗнче хӗрӗн чечеклӗ ҫӑмӑл платьи вӗлкӗшсе пынине курса ҫеҫ чупрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл е тревога тӑрӑх самолет патнелле пӗтӗм вӑйран чупса каять, чупса пынӑ ҫӗртенех самолет ҫунатти ҫине сиксе хӑпарать, кабинӑна кӗрсе ларса, мотор ҫинчи чехола Юра хывса иличчен урисемпе руле тӗрӗслесе пӑхать, е вӗсем Ольӑпа пӗрле, алӑран алла тытса, чечеклӗ ҫеҫенхир тӑрӑх ҫара уран, нӳрӗ те ӑшӑ ҫӗр ҫине пуснине туйса чупаҫҫӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн хӑйӗн те ҫавӑнтах мӗнпур вӑйран чупса каяс килчӗ: унта, юр ҫинче, халиччен никам та савман пӗчӗкҫеҫ ҫын выртать, халӗ вӑл хӑйӗн ҫирӗплӗхне, хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартрӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫапах та ҫурт патне ҫитме ӗмӗтленсе пӗтӗм вӑйран васкакан Алексей ӑна-кӑна асӑрхамарӗ.Стремясь из последних сил к жилью, Алексей не замечал этого.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950