Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

укҫаллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
укҫаллӑ (тĕпĕ: укҫаллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Парӑмсен шӑтӑк-шӑхӑрне вӗсем пӗр-пӗр ҫӗрте укҫа ҫаклаткаланипе те тепӗр ҫӗрте кӑшт-кашт пӑкӑланипе ҫех питӗркеленӗ, саплӑк ҫине саплӑк купаланӑ; нумайӑшӗ вӗсенчен — ытларах чухне хӑйсен арӑмӗсем хистенине пула — рота сумминчен е салтаксене ирӗклӗ ӗҫшӗн килекен тӳлевсенчен чӗпӗтмешкӗн те пит именсех тӑман; хӑшӗ-хӑшӗсем салтаксен укҫаллӑ ҫырӑвӗсене, — йӗрке тӑрӑх, вӗсен ҫав ҫырусене уҫса пӑхмаллаччӗ, — уйӑхӗ-уйӑхӗпе, мӗн унта, ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе те, памасӑр тытнӑ.

Они строили заплату на заплате, хватая деньги в одном месте, чтобы заткнуть долг в другом; многие из них решались — и чаще всего по настоянию своих жен — заимствовать деньги из ротных сумм или из платы, приходившейся солдатам за вольные работы; иные по месяцам и даже годам задерживали денежные солдатские письма, которые они, по правилам, должны были распечатывать.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ акӑ халь ҫӗтӗк-ҫурӑк чухӑн жид, пурте ман ҫине йытӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах пулам ҫеҫ укҫаллӑ, Варламов та ман умра Моисей сирӗн умра мӗн хӑтланнине тунӑ пулӗччӗ ун чух.

Я теперь жид пархатый и нищий, все на меня смотрят, как на собаке, а если б у меня были деньги, то Варламов передо мной ломал бы такого дурака, как Мойсей перед вами.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Арчине уҫса пӑхсан, унта унӑн, арчи тӗпӗнче, кӗмӗл укҫаллӑ пӗр енчӗк кӑна тупӑннӑ — ӑна та пулин хӑйне пытармашкӑн та чухӑнсене валеҫсе пама хӑварнӑ пулнӑ.

Когда его сундук открыли, на дне нашли только один мешок с серебряной монетой — на похороны и для раздачи бедным.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак юн кӳмерккинче вӑл сасартӑк ылтӑн укҫаллӑ мӑя пуррине курах кайрӗ.

И вдруг он заметил в этом кровавом месиве монисто из мелких золотых монет.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл начар ҫемьерен тухнӑ тата, сирӗнпе танлаштарсан, чылаях чухӑн пулин те, ӑна качча илни сирӗн ӗҫе питех те ӑнтармалла: эсир укҫаллӑ ҫын, вӑл хитре те ӑслӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗр, ӑна чаплӑ ҫынсемпе паллаштарсан, вӑл ҫав ҫынсем хушшинче ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнмалла; ку усӑллӑ пулассине кашни упӑшках ӑнланать.

Женитьба на ней, несмотря на низкость ее происхождения и, сравнительно с вами, бедность, очень много двинула бы вперед вашу карьеру: она, будучи введена в большой свет, при ваших денежных средствах, при своей красоте, уме и силе характера, заняла бы в нем блестящее место; выгоды от этого для всякого мужа понятны.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ачасем, ура ҫине тӑрса, пӑт-паттӑн саламларӗҫ, Давыдов вара, хӗр ҫине пӑхса ҫавӑнтах ҫапла шухӑшласа илчӗ: «Эпӗ шкулшӑн тӑрӑшакан нумай укҫаллӑ хыт кукар пек…

Дети встали, нестройно ответили на приветствие, и Давыдов, взглянув на девушку, тотчас подумал: «Я — как прежний попечитель школы из строгих толстосумов…

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лапшинова тахҫантанпах укҫаллӑ ҫын вырӑнне хурса пурӑннӑ.

Лапшинов издавна считался человеком, имеющим деньжата.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл службӑра ӗҫлерӗ, кайран отставкӑна тухрӗ, хӑй ӗҫне пуҫларӗ те, чӑнах та, ҫурт-йӗрлӗ те, укҫаллӑ та пулчӗ.

Он служил, вышел в отставку, занялся своими делами и в самом деле нажил дом и деньги.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл яланах укҫаллӑ ҫынсем ҫинчен калаҫать.

Она всегда много говорит о тех, у кого много денег.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Укҫаллӑ ҫынсене.

Бизнесменам.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫапла тунӑ пулсан троллейбуссемпе автобуссен нимӗнле пӑтӑрмах та сиксе тухман пулӗччӗ, кашни укҫаллӑ пулӗччӗ.

Если бы так сделали, у троллейбусов и автобусов не возникло бы никаких беспокойств, все были бы при деньгах.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

«Тӑрӑшса милӗк, шӑпӑр хатӗрлесен те укҫаллӑ пулатӑн», - теҫҫӗ Карапай Шӑмӑр-шӑсем.

«Если веник, метлу готовить с усердием, то будешь с деньгами», - говорят карабай-шемуршинцы.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Укҫаллӑ таврӑнаканскер Вальӑна хаклӑ парнесемпе савӑнтарчӗ, кафе-кинона илсе ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Парнеленӗ лашан шӑлӗсене шутламаҫҫӗ тенӗ те, манӑн хамӑн йӑлана пӑрахасси пулмасть — шутланине ҫырас терӗм, Эсӗ, укҫаллӑ та пултаруллӑ ҫын, кӗнекене лайӑхрах пӑхса тухса, тепӗр хут кӑларатӑнах тетӗп.

Говорят, что даренному коню в зубы не смотрят, я не буду отходить своих привычек — опишу свои мысли: Вы, человек талантливый и при деньгах, внимательно просмотрев свою книгу, однажды переиздадите ее.

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней