Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: V

Раздел: Мӗн тумалла? –> Пӗрремӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.11.25 09:32

Предложений: 48; Слово: 1114

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Сторешников планӗ Марья Алексевна шутланӑ пекех хӑрушӑ пулман: Марья Алексевна ун ҫинчен, хӑй йӑлипе, ытла та лайӑх мар сӑмахсем каласа тӑкрӗ пулин те, ӗҫ мӗне пӗлтернине туйса илчӗ-илчех. Сторешников каҫ пулсан, каярахпа, Марья Алексевнӑпа Верочкӑна ресторана илсе кӗме шутланӑ, ресторанта каҫхи апат ҫимелле пулнӑ; паллах ӗнтӗ, пурте вӗсем шӑнса кайнӑ, пурин те хырӑм выҫнӑ, ӑшӑнас пулать, чей ӗҫес пулать; Сторешников Марья Алексевна чей куркине е черккине опиум ярса парать; амӑшӗ тӑнне ҫухатнине курсан, Верочка нимӗн те тума пӗлмест; Сторешников Верочкӑна каҫхи апат ҫинӗ ҫӗре илсе кӗрет, — акӑ ӗнтӗ тавлашу ҫиеле тухрӗ те; малалла мӗн тумаллине куҫ курать унта. Тен, Верочка, арпашӑнса кайса, нимӗн те ӑнланмӗ те палламан ҫынсемпе ларма килӗшӗ, е ҫавӑнтах кайсан та нимӗн те мар, каҫараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл авантюристка ҫулӗ ҫине тин ҫеҫ тӑнӑ-ха, ҫавӑнпа та, паллах, малтанлӑха вӑтанать ӗнтӗ. Унтан Сторешников Марья Алексевнӑна укҫа парса майлаштарать, мӗншӗн тесен Марья Алексевнӑн урӑх ним тумалли те юлмасть.

Анчах халӗ мӗн тумалла-ха Сторешниковӑн? Вӑл хӑйне тусӗсем умӗнче мухтаннӑшӑн, Верочка сасартӑк хыта хирӗҫ тӑма пуҫласан, хӑй нимӗн те тума пултарайманшӑн ылханчӗ, ҫӗр тӗпне анса кайма та хатӗр пулчӗ. Кӑмӑл: ҫавӑн пек хуҫӑлнӑ, ӑс-хакӑл пӗтсе ҫитнӗ чухне Жюлирен килнӗ ҫыру вӑл — сурана ӳт илтерекен бальзам, куҫран йӗппе чиксен те куҫ курман тӗттӗмлӗхре хӑтӑлмалли ҫутӑ пайӑрки, тӗпсӗр шурлӑхра путакан ҫыншӑн тӳп-тӳрӗ те тап-такӑр аслӑ ҫул. О, Жюли пулӑшать, вӑл ҫав тери ӑслӑ хӗрарӑм! — Вӑл пурне те шухӑшласа кӑларма пултарать! Ырӑран та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын! — 7 сехет ҫитесси пӗр вунӑ минута яхӑн юлсан, Сторешников унӑн алӑкӗ умне ҫитсе те тӑчӗ: «Кӗтеҫҫӗ сире, йышӑнма хушрӗҫ».

Епле Жюли чаплӑ ларать, епле хытӑ пӑхать вӑл! Сторешников пуҫ тайса илсен, Жюли кӑшт ҫеҫ хирӗҫ тайса илчӗ.

«Питӗ хавас сире курма, ларӑр тархасшӑн». — Ун пичӗ ҫинче пӗр мускул та сиккеленмерӗ. Хытӑ вӑрҫать ӗнтӗ, — нимех те мар, вӑрҫ, анчах ҫӑлса хӑвар.

— Мьсе Сторешник, — пуҫларӗ вӑл ерипен те сиввӗн: — эпир халӗ пӗр ӗҫ пирки тӗл пултӑмӑр, ун пирки эпӗ мӗн шухӑшланине пӗлетӗр эсир, ҫапла вара, ман ун ҫинчен тепӗр хут каласа пама кирлӗ те мар. Ӗнер эпир пӗр ҫамрӑк хӗр ҫинчен калаҫнӑччӗ, эпӗ ӑна куртӑм, эсир паян вӗсем патне пырса кайни ҫинчен те илтрӗм, ҫапла ӗнтӗ, эпӗ пурне те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сиртен мӗн ҫинчен те пулин ыйтса пӗлессинчен хӑтӑлнӑшӑн савӑнатӑп, ман сиртен пурпӗрех ыйтса пӗлмеллеччӗ, ыйтасси мана йывӑр пулнӑ пулӗччӗ. Сирӗн ӗҫӗр мӗнле пынине эпӗ те, эсир те пӗр пекех лайӑх пӗлетпӗр («Ах, турӑ, вӑрҫинччӗ пӗррех хут!» — шухӑшлать айӑплӑ ҫын). Мана ҫапла туйӑнать: ют ҫын пулӑшмасӑр эсир ку инкекрен хӑтӑлас ҫук тата мансӑр пуҫне урӑх никамран та ӑнӑҫлӑ пулӑшу илме пултарас ҫук пек туйӑнать. Сирӗн мӗн те пулин хирӗҫ каламалли пур пулсан, эпӗ кӗтетӗп. — Ҫапла вара (чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн), эсир те, ман пекех, сире урӑх никам та пулӑшма пултарас ҫук тесе шухӑшлатӑр, — мӗн тума пултаратӑр тата мӗн тӑвас тетӗп эпӗ сирӗншӗн? Итлӗр ӗнтӗ; эпӗ сӗнекен пулӑшу сире ҫителӗклӗ пек туйӑнать пулсан, эпӗ мӗнле условисемпе пулӑшма килӗшни ҫинчен каласа парӑп.

Вара Жюли питех те майӗпен ҫапла каларӗ: эпӗ Жан латне ҫыру яма пултаратӑп, ӗнер вӗриленсе ӳкрӗм, халь урӑхла шухӑшлатӑп, — тесе ҫыратӑп, апата пырас килет, анчах кӗҫӗр ман урӑх ҫӗре каймалли пур, ҫавӑнпа эпӗ, Жан, санран Сторешникова ҫавӑрма ыйтатӑп — апата тепӗр вӑхӑта хӑварасчӗ — вӑхӑт пирки эпӗ Жанпа кайран калаҫса татӑлӑп, — Жюли ҫак ҫырӑва вуласа пачӗ, — ӑна вуланӑ хыҫҫӑн Сторешников тавлашура ҫиеле тухас пек, Жюли хӑйӗн ҫӗнтерӗвне тепӗр вӑхӑта хӑварни кӳренмелле пек туйӑнчӗ. Ку ҫырусӑр пуҫне урӑх нимӗн те кирлӗ мар-ши? Паллах. Апла пулсан, — тет Жюли малалла ҫавӑн пекех вӑрӑммӑн, — эпӗ ҫырӑва икӗ условипе ярса парӑп — «эсир вӗсене йышӑнма та е йышӑнмасӑр тӑма та пултаратӑр: эсир вӗсене йышӑнатӑр пулсан, — эпӗ ҫырӑва ярса паратӑп; эсир вӗсене йышӑнмастӑр пулсан, — эпӗ ҫырӑва ҫунтаратӑп», тата ыт. те калать, анчах вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, хӑтӑлма килнӗ ҫыннӑнне чунне илет. Юлашкинчен акӑ условисем. Услови иккӗ: «Пӗрремӗш — эсир ҫамрӑк хӗре, халӗ хамӑр асӑнакан хӗре, хӗсӗрлеме пӑрахатӑр; иккӗмӗш: эсир хӑвӑр калаҫнӑ чухне унӑн ятне урӑх каламастӑр». «Ҫакӑ ҫеҫ-и? — тесе шухӑшлать хӑтӑлма килнӗ Сторешников, — эпӗ вӑл темӗн те пӗр ыйтать пуль тенӗччӗ, темӗн те пӗр тума та хатӗрччӗ». Сторешников килӗшет, услови ҫӑмӑл пулнӑран хавасланнипе унӑн пит-куҫӗ ҫуталса илет, анчах Жюли паҫӑрхи пекех хытӑ кӑмӑллӑ, вӑл пӗрмаях малалла тӑсать, пӗрмаях ӑнлантарса парать… «пӗрремӗшӗ — ӑна кирлӗ, иккӗмӗшӗ те ӑна, анчах унтан ытларах сире кирлӗ: эпӗ апата пӗр эрнелӗхе хӑварӑп, унтан тата тепӗр эрнелӗхе, вара ӗҫ манӑҫа та тухӗ, анчах эсир ҫакна ӑнланӑр: эсир ҫамрӑк хӗр ҫинчен мӗнле те пулин сӑмах каласа, вӑл ӗҫ ҫинчен астутармасан кӑна, ыттисем вӑл ӗҫе манӗҫ», — тата ыт. те. Пурне те ӑнлантарса, кӑтартса парать, Жан ҫырӑва вӑхӑтра илесси пирки те ӑнлантарса парать. — «Ыйтса пӗлтӗм эпӗ, Берта патӗнче апатланать вӑл» тата ыт. те. — «вӑл сирӗн пата хӑйӗн сигарне туртса пӗтерсен кайӗ» т. ыт. те, пурне те Жюли ҫакӑн пекрех каларӗ, тата сӑмахран, акӑ мӗнлерех каларӗ: «Ҫапла ӗнтӗ, ҫырӑва яратпӑр, эпӗ питӗ хавас. Вуласа тухӑр ӑна, — эпӗ шанчӑксӑр ҫын тата хам ҫине шанма та хушмастӑп. Вуласа тухрӑр пулсан, — хӑвӑр чиксе ҫыпӑҫтарӑр ӑна, — акӑ конверт. — Эпӗ шӑнкӑртаттаратӑп. — Полина, чӑрмантарам-ха сире, эсир ҫак ҫырӑва парӑр-ха» т. ыт. те. — «Полина, паян эпӗ мсье Сторешника тӗл пулман, кунта пулман вӑл, — ӑнланатӑр-и эсир? — Ҫак асапран хӑтӑласси пӗр сехете яхӑн тӑсӑлчӗ. Юлашкинчен, ҫырӑва ячӗҫ ӗнтӗ, ҫӑлӑнса юлнӑ Сторешников ирӗккӗнрех сывла пуҫларӗ, анчах вӑл йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ. Жюли ҫаплах-ха малалла калать:

— Тата вунпилӗк минутран сирӗн киле васкамалла пулать, атту эсир Жанпа тӗл пулаймастӑр. Анчах эсир вунпилӗк минут ларма пултаратӑр-ха, эпӗ сире ҫак вӑхӑтра темиҫе сӑмах каласшӑн: эсир ман канаша итлеме те, итлемесӗр тӑма та пултаратӑр, анчах эсир ун ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑхӑр. Эпӗ хӗр ятне янӑ чыслӑ ҫыннӑн ҫав хӗршӗн мӗн-мӗн тумалли ҫинчен каламӑп: ыйтӑва ҫакӑн пек пӑхса тухнинчен усӑ пулассине кӗтместӗп, мӗншӗн тесен хамӑрӑн светски ҫамрӑксене питӗ лайӑх пӗлетӗп. Анчах та, ман шутпа, эсир асӑнакан ҫамрӑк хӗре качча илни сирӗншӗн усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ. Тӳрех калатӑп, эпӗ тӳрӗ чунлӑ хӗрарӑм, ҫавӑнпа эпӗ сире, ман хӑш-пӗр шухӑшсемпе килӗшсех каяс ҫук пулин те, хам мӗншӗн ун пек шухӑшлани ҫинчен питӗ уҫҫӑн каласа парӑп, — тепӗр тесен, эсир ҫӑвар уҫма тӑрсанах, эпӗ чарӑнма пултаратӑп. Эсир ҫемҫешке ҫын, ҫавӑнпа та эсир усал хӗрарӑм аллине лекме пултаратӑр, вӑл сире асаплантарма, сирӗнпе выляма пултарать. Ку вара ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа вӑл сире кӳрентерес ҫук. Вӑл начар ҫемьерен тухнӑ тата, сирӗнпе танлаштарсан, чылаях чухӑн пулин те, ӑна качча илни сирӗн ӗҫе питех те ӑнтармалла: эсир укҫаллӑ ҫын, вӑл хитре те ӑслӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗр, ӑна чаплӑ ҫынсемпе паллаштарсан, вӑл ҫав ҫынсем хушшинче ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнмалла; ку усӑллӑ пулассине кашни упӑшках ӑнланать. Ун пек арӑм кирек мӗнле упӑшкана та усӑ кӳмелле, анчах та сире, эсир урӑхла ҫын пулнӑ пирки, никамран та ытларах пулӑшас пулать, — тӳрӗрех каласан; ертсе пырас пулать сире. Эпӗ кашни сӑмаха тӗплӗн шухӑшласа каларӑм, кашни сӑмахах вӑл хӗре сӑнаса пӑхнипе каларӑм. Эпӗ сире хам ҫине шанма хушмастӑп, анчах та канашӑм пирки шухӑшласа пӑхма сӗнетӗп. Вӑл сире качча тухма килӗшес пирки эпӗ хытӑ иккӗленетӗп; анчах вӑл сире тухма килӗшес пулсан, ку ӗнтӗ сирӗншӗн питӗ усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ. Эпӗ сире урӑх тытса тӑмастӑп, сирӗн киле васкас пулать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней