Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӑштах сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑштах (тĕпĕ: кӑштах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
20. Ун вырӑнне тепӗри патшана ларӗ, патшалӑх илемне ҫаратса тухмашкӑн вӑл хырҫӑ пуҫтаракана кӑларса ярӗ; кӑштах вӑхӑт иртӗ те — пӗтерӗҫ ӑна, анчах уҫҫӑн та мар, ҫапӑҫура та мар.

20. На место его восстанет некий, который пошлет сборщика податей, пройти по царству славы; но и он после немногих дней погибнет, и не от возмущения и не в сражении.

Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Эсӗ тата пӗр пайне чӳлмек тӑмӗнчен, тепӗр пайне тимӗртен тунӑ урасемпе ура пӳрнисене курнӑ, — апла ҫав патшалӑх пайланса каять; унӑн кӑштах тимӗр ҫирӗплӗхӗ те пулӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ чӳлмек тӑмӗпе хутӑшнӑ тимӗре курнӑ.

41. А что ты видел ноги и пальцы на ногах частью из глины горшечной, а частью из железа, то будет царство разделенное, и в нем останется несколько крепости железа, так как ты видел железо, смешанное с горшечною глиною.

Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Анчах та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ Иерусалим ҫине унти халӑхпа выльӑх-чӗрлӗхе пӗтермешкӗн тӑватӑ хӑрушӑ асапӑма — хӗҫпе выҫлӑха, тискер кайӑксемпе мур чирне — ярсан та, 22. унта кӑштах ҫын юлӗ, ывӑлӗсемпе хӗрӗсем юлӗҫ, ӗнтӗ вӗсене унтан илсе тухӗҫ; акӑ вӗсем сирӗн патӑра килӗҫ те, эсир вара вӗсем мӗнлине, хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курӑр та эпӗ Иерусалим ҫине мӗншӗн хӗн-хур, тӗрлӗ асап янине пӗлсе лӑпланатӑр.

21. Ибо так говорит Господь Бог: если и четыре тяжкие казни Мои: меч, и голод, и лютых зверей, и моровую язву пошлю на Иерусалим, чтобы истребить в нем людей и скот, 22. и тогда останется в нем остаток, сыновья и дочери, которые будут выведены оттуда; вот, они выйдут к вам, и вы увидите поведение их и дела их, и утешитесь о том бедствии, которое Я навел на Иерусалим, о всем, что Я навел на него.

Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫав юлашки пайӗнчен кӑштах уйӑрса ил те ӑна арку вӗҫне ҫыхса хур.

3. И возьми из этого небольшое число, и завяжи их у себя в полы.

Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Саваоф Ҫӳлхуҫа пире кӑштах ӑрӑвлӑха хӑварман пулсассӑн, эпир Содом пекех пулаттӑмӑр, Гоморрӑпа танлашаттӑмӑр.

9. Если бы Господь Саваоф не оставил нам небольшого остатка, то мы были бы то же, что Содом, уподобились бы Гоморре.

Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Куҫӑнтан вӗҫертсем мана — ӗмӗрлӗхе кайиччен, вилсе ҫухаличчен кӑштах савӑнам эпӗ.

14. Отступи от меня, чтобы я мог подкрепиться, прежде нежели отойду и не будет меня.

Пс 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Елиуй малалла каланӑ: 2. кӑштах тӑхта-ха — курӑн акӑ: Турӑ ҫинчен каламалли татах пур-ха манӑн.

1. И продолжал Елиуй и сказал: 2. подожди меня немного, и я покажу тебе, что я имею еще что сказать за Бога.

Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ан тив мана, куҫӑнтан вӗҫерт мана, сӗмлӗх ҫӗршывне, вилӗм ӗмӗлкийӗн ҫӗршывне ӑсаниччен, — ӗнтӗ каялла таврӑнаймӑп, — кӑштах сывлӑш ҫавӑрам эп, 22. вилӗм ӗмӗлкийӗн сӗмлӗхӗ евӗр сӗм тӗттӗм ҫӗршывра нимӗн йӗрки-ӗренки ҫук, унта сӗм-сӗмлӗхри пек тӗттӗм.

Оставь, отступи от меня, чтобы я немного ободрился, 21. прежде нежели отойду, - и уже не возвращусь, - в страну тьмы и сени смертной, 22. в страну мрака, каков есть мрак тени смертной, где нет устройства, где темно, как самая тьма.

Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Хунӗ каланӑ ӑна: кӑштах пурӑн-ха ман патӑмра, эпӗ сан ҫинчен аҫу патне хыпар ярӑп, тенӗ.

8. Тесть же сказал ему: побудь у меня; я пошлю к отцу твоему, и известят его о тебе.

Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Илия ӑна чӗнсе илнӗ те каланӑ: мана ӗҫтермешкӗн кӑкшӑмупа кӑштах шыв илсе тухсамччӗ, тенӗ.

И подозвал он ее и сказал: дай мне немного воды в сосуде напиться.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Иордан леш енче сан чуру патшапа пӗрле кӑштах утса пырӗ; мӗншӗн-ха патшанӑн мана ҫак ырӑлӑха тивӗҫтермелле?

36. Еще немного пройдет раб твой с царем за Иордан; за что же царю награждать меня такою милостью?

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Давид ту тӑрринчен кӑштах ансассӑн, акӑ ӑна икӗ ашакпа пыракан Сива, Мемфивосфей тарҫи, тӗл пулать.

1. Когда Давид немного сошел с вершины горы, вот встречается ему Сива, слуга Мемфивосфея,

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн аммонсен патши вилнӗ, ун вырӑнне унӑн ывӑлӗ Аннон патшана ларнӑ.

1. Спустя несколько времени умер царь Аммонитский, и воцарился вместо него сын его Аннон.

2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ионафан ӑна ҫапла каласа панӑ: эпӗ хамӑн аллӑмри патак вӗҫӗпе кӑштах пыл астиврӗм; акӑ ӗнтӗ манӑн вилмелле, тенӗ.

И рассказал ему Ионафан и сказал: я отведал концом палки, которая в руке моей, немного меду; и вот, я должен умереть.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Вара Ионафан каланӑ: манӑн атте ҫӗршыва хӑратса пӑрахнӑ; кур-ха, эпӗ ҫак пыла кӑштах тутанса пӑхрӑм та, куҫӑмсем ҫуталсах кайрӗҫ; 30. халӑх хӑйӗн тӑшманӗсем патӗнче тупнӑ тупӑшпа апатланнӑ пулсассӑн, эпир паян филистимсене тата хытӑрах аркатмастӑмӑрччӗ-и вара? тенӗ.

29. И сказал Ионафан: смутил отец мой землю; смотрите, у меня просветлели глаза, когда я вкусил немного этого меду; 30. если бы поел сегодня народ из добычи, какую нашел у врагов своих, то не большее ли было бы поражение Филистимлян?

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Анна [унпа пӗрле] кайман, упӑшкине вӑл ҫапла каланӑ: ачана кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсассӑн, вӑл кӑштах ӳссессӗн, эпӗ ӑна хамах илсе кайӑп та вӑл Ҫӳлхуҫа умне тӑрӗ, яланлӑхах унта юлӗ, тенӗ.

22. Анна же не пошла [с ним], сказав мужу своему: когда младенец отнят будет от груди и подрастет, тогда я отведу его, и он явится пред Господом и останется там навсегда.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Анна йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Самуил тесе ят хунӑ; [вӑл ҫапла каланӑ:] эпӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран [Саваоф Турӑран] ыйтса илтӗм, тенӗ.

20. Чрез несколько времени зачала Анна и родила сына и дала ему имя: Самуил, ибо, [говорила она], от Господа [Бога Саваофа] я испросила его.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. [Сисара] ӑна каланӑ: кӑштах шыв парсамччӗ мана, ӗҫес килет, тенӗ.

19. [Сисара] сказал ей: дай мне немного воды напиться, я пить хочу.

Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн Иосифа каланӑ: акӑ санӑн аҫу чирлӗ выртать, тенӗ.

1. После того Иосифу сказали: вот, отец твой болен.

Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Пирӗн атте: татах кайӑр, кӑштах тырӑ илсе килӗр, терӗ.

25. И сказал отец наш: пойдите опять, купите нам немного пищи.

Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней