Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 3 Пат 17

Раздел: Библи –> Патшасен 3-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.04 14:29

Предложений: 22; Слово: 446

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Галаад ҫӗрӗнчи Фесва ҫынни Илия [пророк] Ахава каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри чӗрӗ! эпӗ Ун умӗнче тӑратӑп; ҫак ҫулсенче сывлӑм та ӳкмӗ, ҫумӑр та пулмӗ, пулсассӑн та — эпӗ каласассӑн ҫеҫ пулӗ, тенӗ. 2. Илияна Турӑран сӑмах пулнӑ: 3. кунтан кай, тухӑҫалла ҫул тыт та Иорданпа тӗлме-тӗл Хораф юхӑмӗ хӗррине ҫитсе пытан; 4. ӗҫмине эсӗ ҫав шывран ӗҫӗн; ҫиме тесессӗн, Эпӗ унта ҫӑхансене сана тӑрантарса тӑма хушрӑм, тенӗ. 5. Илия вара кайнӑ та Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ: Иорданпа тӗлме-тӗл Хораф юхӑмӗ хӗррине ҫитсе чарӑннӑ. 6. Ҫӑхансем ӑна ирӗн-каҫӑн ҫӑкӑрпа аш кӳрсе тӑнӑ, шывне вӑл юхӑм шывран ӗҫнӗ. 7. Кӑштахран, ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫуманнипе, ҫав юхӑм типсех ларнӑ. 8. Вара Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 9. эсӗ Сидон ҫӗрӗнчи Сарепта хулине кай, унтах юл: Эпӗ унта пӗр тӑлӑх арӑма сана тӑрантарса усрама хушрӑм, тенӗ. 10. Илия вара Сарептӑна кайнӑ; хула хапхи патне ҫитсессӗн акӑ хайхи — пӗр тӑлӑх арӑм унта вутӑ пуҫтарса ҫӳрет. Илия ӑна чӗнсе илнӗ те каланӑ: мана ӗҫтермешкӗн кӑкшӑмупа кӑштах шыв илсе тухсамччӗ, тенӗ. 11. Хӗрарӑм мӗн ыйтнине илме кайнӑ; Илия ун хыҫҫӑн кӑшкӑрса: пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр та илсемччӗ! тенӗ. 12. Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру чӗрӗ! манӑн пӗҫерсе хуни нимӗн те ҫук, чӗресре те пӗр ывӑҫ ҫӑнӑх ҫеҫ, тата чӳлмекре пӑртакҫӑ ҫу пур; акӑ пӗр-икӗ пуленкке вутӑ пуҫтарса кайӑп та ывӑлӑмпа иксӗмӗр валли ҫав мӗн пурринчен пӗҫерсе хатӗрлӗп; ҫисе ярӑпӑр та ӑна, вара выҫӑ вилмелли анчах юлать, тенӗ. 13. Илия ӑна каланӑ: ан шиклен, кай та ху мӗн каланине ту; анчах чи малтан пысӑках мар тутлӑ чуста пашалӑвӗ пӗҫер те мана килсе пар; ывӑлупа иксӗр валли кайран хатӗрлӗн, 14. мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫине ҫумӑр ярас кунчченех чӗресре ҫӑнӑх иксӗлмӗ, чӳлмекре ҫу чакмӗ, тет, тенӗ. 15. Хӗрарӑм кайнӑ та Илия каланӑ пек тунӑ; вара вӑл хӑй те, Илия та, тӑлӑх арӑмӑн килӗ те темӗн вӑхӑт хушши апатран татӑлмасӑр пурӑннӑ. 16. Ҫӳлхуҫа Илияна каланӑ пек, чӗресре ҫӑнӑх иксӗлмен, чӳлмекре ҫу чакман. 17. Ҫавӑнтан каярахпа ҫак кил хуҫи хӗрарӑмӗн ывӑлӗ чирлесе ӳкнӗ; чирӗ ҫав тери йывӑр пулнӑран ачан сывлӑшӗ те пӗтсе ҫитнӗ. 18. Хӗрарӑм Илияна каланӑ: эй Турӑ ҫынни, эпӗ сана мӗн тунӑ? Эсӗ ман патӑма ҫылӑхӑмсене астутарма, ывӑлсӑр тӑратса хӑварма килтӗн-и? тенӗ. 19. Илия ӑна: пар-ха мана ывӑлна, тенӗ. Ачана, амӑшӗн аллинчен илсе, вӑл ӑна хӑй пурӑнакан ҫӳлти пӳлӗме йӑтса кӗрсе вырӑн ҫине хунӑ, 20. вара Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! Эсӗ эпӗ пурӑнакан кил хуҫине, тӑлӑх арӑма, ывӑлне вӗлерсе усал тӑвӑн-и? тенӗ. 21. Вӑл, ача тӗлӗнче пӗшкӗнсе, виҫӗ хутчен ун ҫумне пӗтӗм тӑлпӑвӗпе чӑмӑртаннӑ, каллех Ҫӳлхуҫана тархасланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ҫак ачан чунӗ каялла таврӑнтӑрччӗ! тенӗ. 22. Ҫӳлхуҫа Илия сассине илтнӗ, вара ҫав ачан чунӗ каялла таврӑннӑ та, ача чӗрӗлнӗ. 23. Илия ачана, ҫӳлти пӳлӗмрен аяла илсе анса, амӑшне панӑ: курсам, чӗрӗ сан ывӑлу, тенӗ. 24. Вара ҫав хӗрарӑм Илияна каланӑ: эсӗ Турӑ ҫынни иккенне, сан чӗлхӳ-ҫӑварунтан тухакан Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ чӑн пулнине пӗлтӗм ӗнтӗ, тенӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней