Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Е мӗнле те пулсан хуйхӑ пур-и санӑн? — асӑрханса ыйтрӗ амӑшӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫурт мӑрйинчен тӗтӗм тухманнине инҫетренех курчӗ, курчӗ те, кӑмӑллӑн йӑл кулса: «Ман карчӑк апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ те, халӗ канать пулӗ-ха. Ман хӳттӗмре темле чаплӑ княгиньӑ пекех пурӑнать. Ни хуйхӑ ҫук ун, ни ҫавӑн пек ытти япала…» — тесе шухӑшларӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хуйхӑ тумӑп эпӗ саншӑн.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫав тери шел ӑна, унӑн куҫҫулӗ хам куҫа сирпӗннӗн туйӑнать; чӗреме хуйхӑ капланчӗ, кӑшкӑрас килет, ҫавӑнпа кӑшкӑртӑм та:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Паллах ӗнтӗ — хушӑран йывӑр та килет, кӑкӑра шӑнӑҫайми хаяр курайманлӑх капланса тулать, хуйхӑ чӗрери юна тӑранми ӗмӗт, ҫапах та ку — ӗмӗрлӗхе мар; хӗвеле те ҫынсем ҫине пӑхма час-часах ытла хурлӑхлӑ-ҫке: вӗсемшӗн вӑл ҫав тери нумай тӑрӑшрӗ; ҫапах та — ҫыннисем ҫын пулсах ҫитеймерӗҫ…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ҫынсем ҫавӑн пек хуйхӑ курни вӑл кам шуйттанне кирлӗ-ши?
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
«Паллах ара, пирӗн пек арҫын таврашӗ хӗр куҫӗ умне тӳрех тӗтре карма тӑрӑшать, — хӗр куҫӗ пӑхнипе чӗрене вут хыпса ан илтӗр, хӗр куҫӗ хӑй хам пирки пӑшӑрханнӑ хуйхӑ каррипе хуплантӑр, тет, — Лойко та ҫавӑн пекех тума шутланӑ.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ваше высокороди, хуйхӑ вӗт!
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Ҫакӑнтан, ҫак тӗлӗнмелле те ырӑ мар пӑхакан куҫсене пула пуҫланса кайнӑ ӗнтӗ хуйхӑ.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Токарь ку хуйхӑ ӗнер каҫхине пуҫланнӑ иккенне астӑвать.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Ку таранччен вӑл нимӗн ҫинчен шухӑшламасӑр тенӗ пек, ҫурри ӳсӗр пурнӑҫпа пурӑннӑ пекех, ни хуйхӑ, ни савӑнӑҫ тӗлне пӗлмесӗр пурӑннӑ, анчах халь сасартӑк чӗрере ҫав тери ыратнине сисет.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Токарь тӗллӗн хуйхӑ кӗтмен-туман ҫӗртенех, сасартӑк килсе тухнӑ, ҫавӑнпа та вӑл халь ниепле те тавҫӑрса, ӑнланса, шухӑшласа илме пултараймасть.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Хуйхӑ вӗт, эпӗ пулла кайма ӑман хатӗрленӗччӗ.Тоска зеленая, я, понимаешь, жерлицу приготовил, червей накопал…
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку вӑхӑтра хуйхӑ пурин те пысӑккине вӑл пӗлет, анчах ку шухӑш ӑна нимӗнле ҫӑмӑллӑх та параймасть.Он понимал, что горя сейчас у всех очень много, но от этого ему было не легче.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун умӗнче сасартӑк «тӗпсӑр авӑр уҫӑлчӗ», «чул хӳме» купаланса ларчӗ, Обломов пулман пек, куҫран ҫухалнӑ пек, ҫӗтнӗ пек туйӑнчӗ; ун чӗрине йывӑр хуйхӑ пусса илчӗ; уйрӑлу хыҫҫӑн пӗр тус теприн патне пӑлханса васкать, анчах, тусӗ тахҫанах ҫуккине, вилнине пӗлет те, вара ҫавнашкал хуйхӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Асту акӑ, йывӑр кунсем, хуйхӑ килсе тухсан… ку ыйтусемпе аппаланаймӑн…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хуйхӑ умӗнче эпӗ хӳтлӗхсӗр, вӑйсӑр ӳкнӗ пулӑттӑм.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Телейӗме ниҫта чикме ҫук, ҫав тери пурӑнас килет… кӗтмен ҫӗртен сасартӑк хуйхӑ тупӑнать…— Счастье льется через край, так хочется жить… а тут вдруг примешивается какая-то горечь…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнех-ха ҫак пӗтӗм телей… пӗтӗм пурнӑҫ… — шӑппӑнрах, шӑппӑнрах, ҫӑк ыйтусенчен вӑтанса каларӗ Ольга: — ҫак пӗтӗм савӑнӑҫ, хуйхӑ… ҫутҫанталӑк… — пӑшӑлтатрӗ вӑл: — мана пӗрмай таҫта урӑх ҫӗре туртать; эпӗ нимпе те ҫырлахмастӑп…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956