Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сая сăмах пирĕн базăра пур.
сая (тĕпĕ: сая) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савӑтса-панӑ тирпейлӗ тытмасан, ӗне сӑваканӗсем, нумаях пулмасть-ха хам куҫпа хамах курнӑ пек сусан, паллах ӗнтӗ, сӗт яланах сая кайса пырӗ; вӗсем акӑ мӗнле сӑваҫҫӗ: сӑваканӗ ӗне айне пырса ларать, ҫиллине ҫуса тасатмасть, фактически, аллисене те ҫуман.

Молоко всегда будет погибать, если за посудой нет надзора, если доярки будут так доить, как вот я недавно видел: садиться под корову, вымя ей не обмывает, сосцы все в грязи, в навозе… и руки у самой доярки фактически немытые.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Темӗн чухлӗ вӑхӑт сая каять.

Потеря времени была огромная.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Апла пулсан, вӗсемпе калаҫса сӑмаха сая яма та кирлӗ мар, ҫапла анчах тумалла: каларӑн-татрӑн та — ӗҫӗ те пӗтрӗ!

Значит, с ними нечего и речей терять, а надо так: раз-два — и в дамки!

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑхӑта сая яни пулать…

Потеря времени…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тата пӗр-ик кун ҫеҫ ирттӗр — ҫӗртме пусси сая каять.

— День-два — и пропала зябь.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗре сая яратпӑр! — шухӑшлать Макар, хуп-хура та ҫап-ҫара, хӑрушшӑн курӑнакан, ҫын алли пырса тӗкӗнмен уйсем ҫине чун ыратмалла пӑшӑрханса пӑха-пӑха ҫаврӑннӑ май.

Загубим землю! — думал Макар, с щемящей жалостью оглядывая черные, страшные в своей наготе, необработанные пашни.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗн чухлӗ ҫӗр усӑсӑр сая каять кунта сирӗн, мучи, калама та хӑрушӑ!

— Сколько, папаша, у вас тут земли без пользы гибнет — один фактический ужас!

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем ҫаплах хӑма татӑкӗсене пуҫҫапаҫҫӗ, ҫу ҫунтараҫҫӗ, ӑвӑса ҫурта туса сая яраҫҫӗ…

Все молются деревяшкам, масло жгут, воск на свечки переводят…

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫапла тума сӗнетӗп: хута ахалех сая ярас мар тата халӗ нимӗн те ҫырса аппаланас мар.

— Предлагаю бумагу зря не портить и зараз ничего не писать.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сая ярас марччӗ!

— Как бы не прослабило!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Дворниксем кил ламписене савӑнӑҫлӑ шӑла-шӑла ҫакаҫҫӗ — ан тив мӗн пур вӑйпа нимӗн пытанмасӑр ҫутатчӑр, ан тив пӗр хӗлхемӗ те паян сая ан кайтӑр!

Дворники обтирали любовно лампочки домового освещения — пусть светят во всю силу, не таясь, пусть ни один лучик не пропадет сегодня!

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑхӑта сая ямасӑр, мӗн те пулсан тумалла пирӗн.

Надо было на что-то решаться.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ахаль сая ямӑпӑр…

Не дадим пропасть…

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла, пӗтӗм поход сая кайрӗ.

Да и весь наш поход был теперь уже ни к чему.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл ҫапла шутланӑ: кирлӗ самантра батарея пирвайхи снарядсемпех лектертӗр, тӗлсене тепӗр хут шыраса хаклӑ вӑхӑта сая ямалла ан пултӑр, тенӗ.

Ему хотелось добиться, чтобы в случае надобности его батарея могла сразу, с первых же выстрелов, перейти на поражение, не тратя драгоценного времени на повторную пристрелку.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней