Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ларать (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗпрел районӗнчи Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗ таҫтан курӑнса ларать.

Большеаксинская средняя школа Дрожжановского района видна издалека.

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Хула халӗ те вырӑнӗнче ҫуталса ларать, анчах тӑшмансем ӑна курма пултараймаҫҫӗ.

Город и сейчас на своём месте светится, но враги не могут его видеть.

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Строительство ӗҫӗ пӗтӗмпе 10 млн тенке кайса ларать.

Помоги переводом

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Вӑл кашни ҫул комбайн штурвалӗ умне ларать.

Он каждый год садиться за штурвал комбайна.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫак сӑлтавсем ҫивӗччисен шутӗнче тӑма чарӑнсан саккунпа ҫирӗплетнӗ мӑшӑрланусен шучӗ асӑрхамаллах чакса ларать.

В 90-х годах, когда эти причины ушли из разряда острых, бракосочетания на основе действующего законодательство существенно уменьшились.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫак сӑлтавсем ҫивӗччисен шутӗнче тӑма чарӑнсан саккунпа ҫирӗплетнӗ мӑшӑрланусен шучӗ асӑрхамаллах чакса ларать.

Когда в начале 90-х годов эти причины вышли из разряда острых, бракосочетания на основе действующего законодательство существенно уменьшились.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Хӑйӗнпе юнашар пӗр енне пӑятама лартрӗ, тепӗр енче упӑшки ларать.

Рядом с одной стороны посадила свекра, с другой стороны сидит муж.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Чӑнах та, пысӑк ҫӗр шапи пӗр кӑмпана ыталаса тытнӑ та ман ҫине чакӑр куҫӗпе пӑхса «кӑмпана памастӑп» тенӗ пек ларать.

Помоги переводом

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Куккурус уйӗнче унта-кунта йыт пырши сарӑлса ларать, калчасем «проволочник» текен хуртпа сиенленнӗ.

На кукурузном поле местами расстилается пырей, всходы заражены, так называемым, проволочником.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Етӗрнекасси пирӗн ялӑн Тури арман улӑхӗпе тӗлме тӗл пӗр 4 ҫухрӑмри тӳпемре ларать.

Помоги переводом

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Халӗ контейнерӗ те ларать, ҫапах йӗри-таврара тӗрлӗ ҫӳп-ҫап сапаланса выртать.

Помоги переводом

Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Йышӑну комиссийӗнче миҫе ҫын ларать, эпир вара, икӗ айван, документсене ҫав майранах пырса патӑмӑр.

В приемной комиссии столько людей сидит, а мы, две глупышки, документы подали той же даме.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Кил умӗнче трактор ларать, эпир алӑ вӗҫҫӗн ҫӗрулми чӗреттӗмӗр.

Около дома трактор стоит, мы вручную картошку окучиваем.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Канаш районӗнчи Янкӑлчри Никоновсен фермер хуҫалӑхӗ икӗ хутлӑ кермен ҫуртран алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑнса ларать: хӑватлӑ техника, сӗт-ҫу ферми.

Фермерское хозяйство Никоновых из Янгличи Канашского района с двухэтажного дома-дворца виднеется как на ладони: мощная техника, молочная ферма.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Йӗри-тавра тытнӑ карта кивелнӗ пулсан та тӑн-тӑн ларать.

Помоги переводом

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Музыка ярсан, уйрӑмах чӑваш юррисене, Валерия тунсӑхламасть, кун пек чухне вӑл хӑй тӗллӗнех ларать, кӑранташ тытса ӳкерет.

Включив музыку, особенно чувашские песни, Валерия не скучает, тогда она самостоятельно сидит, держа карандаш рисует.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Илемлӗ вырӑнта ларать Лупашка ялӗ.

Помоги переводом

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Пуҫ ӗҫӗпе тимлемелли вырӑнта тӑрӑшаканскер каҫхине те, канмалли кунсемпе уявсенче те компьютер умне ларать.

Помоги переводом

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Тӑлӑххӑн ларать халӗ вӑл.

Сиротливо стоит он теперь.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

14. Унтан пӑхрӑм та — акӑ ҫутӑ пӗлӗт, пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскерӗ ларать; Унӑн пуҫӗнче — ылтӑн пуҫкӑшӑль, аллинче — ҫивӗч ҫурла.

14. И взглянул я, и вот светлое облако, и на облаке сидит подобный Сыну Человеческому; на голове его золотой венец, и в руке его острый серп.

Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней