Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук...

Автор: Роза ВЛАСОВА

Источник: «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Добавлен: 2016.05.08 11:45

Предложений: 114; Слово: 947

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Сельское хозяйство

ӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ял тӑрӑхне кӗрекен Атнаш питӗ илемлӗ тӑрӑхра вырнаҫнӑ. Ял ҫывӑхӗнче икӗ пӗве, юнашарах Теткеш, Аслӑ Папакӑш, Кӗҫӗн Папакӑш вӑрманӗсем. Ҫырми те, улӑх-ҫаранӗ те пур. Сывлӑшӗ уҫӑ... Пӗр сӑмахпа, ҫӑтмах кӗтесӗ тейӗн. Пӗчӗк яла ура ярса пуссанах лӑпкӑлӑхпа шӑплӑх, сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук ытарлӑх ытамне лекрӗм. Ял хушши типсех ҫитеймен пулсан та /кунта вӑрманти шывсем юхса анаҫҫӗ/ типтерлӗхпе тасалӑх
хуҫаланни савӑнтарчӗ.

— Пирӗн ял 1928 ҫулта пуҫланнӑ. Аслӑ Чакран куҫса килнӗ 15 ҫемье никӗсленӗ ӑна. Йӗркеленсе ҫитсен 20 кил пулнӑ. Паян 22 ҫурт. Вӗсенчен вунсаккӑрӑшӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ытларахӑшӗ — пенсионерсем. Ҫамрӑк ҫемьесем те пур. Вӑйпитти арҫынсем аякри хуласене вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ. Пире шкула чупакан ачасем пурри савӑнтарать. 5-ӗн вӗсем, 2 пепке садике ҫӳрет. Ҫавӑнпа ял пӗтмест-ха тесе хӗпӗртетпӗр. Атнашра лавкка тавраш ҫук, эрнере пӗрре автолавкка килет. Вара апат-ҫимӗҫе пӗр эрнелӗх туянса юлатпӑр. Тепӗр чухне ҫӑкӑр илме 4 ҫухрӑмри Аслӑ Чака каятпӑр. Аслӑ Чакпа Атнаша ҫыхӑнтаракан ҫула 2008 ҫулта асфальт сарчӗҫ. Питӗ хӗпӗртетпӗр уншӑн. Пӗлтӗр ав ял хушшине чул сарса пачӗҫ. Малтан пирӗн ял витӗр вӑрман турттарнӑран питӗ ҫӑрӑлатчӗ. Ял пӗчӗк пулсан та ҫут ҫанталӑк газне Аслӑ Чакран маларах кӗртнӗ. 1995 ҫултанпах «кӑвак ҫулӑмпа» усӑ куратпӑр. Энӗшпуҫне газ пӑрӑхне хывнӑ чухне ҫула май пире кӗртсе хӑварнӑ. Маларах пӗчӗк ял пулнине пӑхмасӑрах кунта «Атнаш» колхоз та йӗркеленӗ. Ял пуҫӗнчех колхоз правленийӗн ҫуртӗччӗ. Каярахпа 4 яла пӗрлештерсе «Ударник» колхоз турӗҫ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче ялта 4 ҫул вӗренмелли шкул та пулнӑ. Пурӑна киле ҫав ҫуртра клуб вырнаҫрӗ. Шел те, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче культура вучахӗ те хӗмленме пӑрахрӗ. Тӑлӑххӑн ларать халӗ вӑл. Пӗлтӗр ӑна электрокӑмакасемпе ӑшӑтса Ҫӗнӗ ҫул та тунӑччӗ. Суйлавсене пирӗн патра килте те ирттеркеленӗ. Урамра та суйлани пулнӑ. Халӗ Пӗчӗк Енккассине каятпӑр. Сӑмах май, хӑй вӑхӑтӗнче мӑшӑрӑм Людмила Петровна яланах район депутачӗ пулнӑ, — паллаштарчӗ Атнаш ялӗн старости, 67 ҫулти Михаил Васильев.

Людмила Петровнӑпа Михаил Васильевич питӗ тараватлӑ та ӑшпиллӗ ҫынсем пулчӗҫ, яла кӑтартса ҫӳрерӗҫ. Эпир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнче пуҫ тайрӑмӑр. Ял ҫыннисем шыв ӑсакан ҫӑлсене /вӗсем тараса теҫҫӗ/ тишкертӗмӗр. «Субботнике тухаймарӑмӑр-ха. Кашни ҫулах пурте пӗрле урам шӑлаканччӗ. Ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртмасть-ха унта. Ҫапах ӳкнӗ ҫулҫӑсене шӑлса пуҫтармаллах», — калаҫӑва хутшӑнчӗ Людмила Петровна. Михаил Васильевича вара вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка йӗркене кӗртес ыйту канӑҫсӑрлантарать. Вырӑн-вырӑнпа хуҫӑлнӑ картасене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен тытса ҫавӑрмаллине асӑнчӗ вӑл. Мана вара акӑ мӗн пӑшӑрхантарчӗ. Палӑк ҫине «Никам та манӑҫман, нимӗн те манӑҫман» тесе ҫырнипех ҫырлахнӑ. Фронтра пуҫ хунисен ячӗсем вара паллӑ мар. Пӗчӗк ҫак ялтан миҫе ҫын вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫ хунине тӳрех пӗлеймерӗм. Сӑмах май, Аслӑ Чакри палӑк та ҫакӑн пек хурӑмлахчӗ. Юрать, Аслӑ Чак клубӗнче паттӑрсен ячӗсене ҫырса хунӑ... «Маларах ячӗсем пурччӗ, палӑксене юсаса ҫӗнетсен темшӗн ҫырмарӗҫ. Чӑнах та, аванах мар капла», — шухӑшне палӑртрӗ Михаил Васильевич та. Тӗрӗссипе, Аслӑ Чак ял тӑрӑхӗнчен фронта 283 ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен 143-шӗ каялла таврӑнайман. Атнаш ялӗнчен 19 паттӑр салтакран 8-шӗ ҫапӑҫу хирӗнчех выртса юлнӑ. Паян вара ялта чӗррисен йышӗнче никам та ҫук ӗнтӗ... Икӗ ҫул каялла Еремей Иванова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Пире ял ячӗ те кӑсӑклантарчӗ. «От нас» тенинчен тухса кайнӑ», — тетчӗ шкулта вӗреннӗ чухне Мария Ивановна. Ваттисем каланӑ тӑрӑх — уйра «Атнаш кати» текен вырӑн та пур», — пӗлтерчӗ Михаил Васильевич. Г.Ф.Саттаровӑн тутар ячӗсен словарӗнче Аднаш /Атнаш/ ҫын ячӗ тесе палӑртнӑ.

Ялта, паллах, ӗҫлемесӗр пурӑнаймастӑн. Вӑрман ҫывӑхӗнчи халӑх яланах вӗлле хурчӗ тытнипе палӑрать. Атнашра та хурт-хӑмӑрҫӑ чылай. Хӗрарӑмсен хушшинче те ӑстасем пур. Анатолий Егоров сурӑх нумай усрать. «Ялӗпе пурӗ 9 ӗне. Черетпе кӗтӗве каятпӑр. Касу хӑвӑрт ҫитни лайӑхах мар паллах. Ҫамрӑксем ӗне тытасшӑнах мар. Яла усламҫӑсем сӗт пуҫтарма та килмеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи ҫулла пӗри ҫӳрекелерӗ те — хӗпӗртенӗччӗ. Сар ҫу, тӑпӑрчӑ туса кине хулана сутма парса яратӑп», — пытармарӗ Людмила Петровна.

Атнашсем ял ҫумӗнчи пысӑк пӗвепе сӗре мӑнаҫланаҫҫӗ. Ӑна 1955 ҫулта лашапа чул турттарса халӑх пӗвеленӗ. Паян унта карп, карас, уланкӑ ӗрчет. Ондатра та чылай иккен. Ҫуллахи вӑхӑтра кунта канма питех те шеп вырӑн.

— Эпир пӗчӗк ялта пӗр ҫемьери пек питӗ туслӑ пурӑнатпӑр. Ниме йӑли-йӗрки те упранса юлнӑ пирӗн. Утӑ тунӑ чухне пӗр-пӗрне шутсӑр пулӑшатпӑр. Ҫав вӑхӑталла ял кунне паллӑ тӑватпӑр. Уявра палӑк умӗнче пухӑнатпӑр. Праҫниксене пирӗн Леонард Алексеев йӗркелесе пырать.

Пӗчӗк ял нуши — лавкка ҫукки ӗнтӗ. Клуб ӗҫлеменни те начар паллах. Унтан та ытларах пире шыв ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать. Йӗри-тавра пӗве, анчах ҫуллахи вӑхӑтра пусӑра шыв ҫук. Халӗ, ҫуркунне, ял варринчи тараса туллиех-ха. Ара, тӗпсакайӗнче те шыв нумай та. Хӑшпӗр ҫулхине хӗлле те пусӑра шыв пӗтет. Кун пек чухне ачасем канмалли кунсенче хуларан килсе Аслӑ Чакри ҫӑлкуҫран флягӑсемпе шыв кӳрсе парса хӑвараҫҫӗ. 2010 ҫулта, типшар вӑхӑтӗнче те эпир шыв илме Аслӑ Чак ялне ҫӳрерӗмӗр. Выльӑх валли, мунча хутма, йӑрансене шӑварма пӗверен шыв йӑтатпӑр. Пусӑри шыв та таса мар. Ятарлӑ тӗрӗслев килсен ӑна ӗҫме юрӑхсӑр тесе хупласа хӑварнӑччӗ. Анчах мӗн тӑвӑн-ха? Пурпӗрех шывсӑр пурӑнаймастӑн. Пӗвери шыва ӗҫейместӗн вӗт. Шыв ыйтӑвӗпе Шупашкара та ҫыру янӑччӗ, — пӗлтерчӗ Михаил Васильевич. Ял хушшинчи икӗ пусӑран пӗри кивелсех ҫитнӗ. Унтан паян шыв ӑсмаҫҫӗ. Шывӗ туп-туллиех-ха, анчах вӑл таса марри куҫкӗрет. Ялта хӑшӗ-пӗрин картишӗнче те пусӑ пур, анчах вӗсем ҫулла типеҫҫӗ иккен.

«Шыв кӗртме проект тунӑ эпир, анчах укҫа-тенкӗ ҫитменни ура хурать», — ӑнлантарчӗ Аслӑ Чак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Мельников.

Атнаша Аслӑ Чакран почтальонка эрнере виҫӗ хутчен ҫӳрет. Ял ҫыннисем хаҫат-журналтан писмен-ха. Васильевсем, сӑмахран, «Хыпар» Издательство ҫурчӗ кӑларакан «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», «Сывлӑх» тата Вӑрмар район хаҫатне ҫырӑнса илеҫҫӗ. Яла та пӗчӗккӗн ҫӗнӗ сӑн кӗрсе пырать. Сӑмахран, 3 ҫул каялла кунта Ҫӗнӗ Шупашкартан пӗр ҫемье /вӗсем Атнашра ҫуралса ӳснӗ, пенсие тухсан тӑван тӑрӑхалла чун туртнӑ/ куҫса килнӗ. Тата тепӗр ҫемье те ялта тӗпленме хатӗрленнине пӗлтӗм. Вӗсем кил-ҫурт вырӑнне тасатса тирпейленӗ, мунча лартнӑ. Васильевсем те ав ҫурт тӑррине ҫӗнетеҫҫӗ. «Ҫын вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех стройкӑпа айланать, кайран ачасене юлать», — терӗ Михаил Васильевич. Апла-тӑк — ял пурӑнать-ха...

Шухӑшӑма пӗтӗмлетсе пӑнчӑ лартиччен ҫакна та калам. Атнашсен, вӑрман ҫумӗнче пурӑнаканскерсен, ҫеҫпӗл чечекӗ те, серте те пахчарах ҫитӗнеҫҫӗ. «Ҫуркунне чӑн малтан серте яшки ҫимелле, малтан вӗлтӗрен яшки астивсен ҫулталӑкӗпех вӗтӗленсе пурӑнатӑн теҫҫӗ», — вӑрттӑнлӑха уҫрӗ Людмила Петровна. Ватӑсем вӗрентнине ӑша хума кӑмӑллатӑп, анчах кун пеккине илтменччӗ-ха. «Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен», — тесе ахальтен каламан ҫав.

Сайт:

 

Статистика

...подробней