Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каламан (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Никама та каламан хӑй.

И не сказался никому.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Никама та каламан.

— Никому не сказал.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санькӑпа вӗсем паллӑ вырӑнсене кӑмпана е ҫуннӑ йӳҫлӗхе хура ҫырла пуҫтарма каяс тесе ачасене пухса ял хапхинчен тухма кӑна ӗлкӗретчӗҫ, хыҫран Маша вӗҫтерсе те ҫитетчӗ: «Юрӗ-ха, юрӗ! Кӑмпана каяҫҫӗ, мана каламан та. Эпӗ те кирлӗ пулӑп-ха» тесе пӗр утӑм юлмасть вара, кунӗпех вӗсемпе пӗрле ҫӳретчӗ…

Бывало, соберет он с Санькой компанию за грибами в заповедные места или за черникой на Горелое болото, и не успеют мальчишки выйти за околицу, как следом за ними бежит Маша: «Ладно же, ладно! За грибами пошли и не сказались. Припомню я вам\…», и бродит целый день с ними по лесу, ни на шаг не отстанет.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каламан!

— Не сказала!

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫук, каламан… — чӑтаймасӑр пӳлчӗ Обломов.

— Да нет, не сказала… — с нетерпением говорил он.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл пилӗк минут хушшинчех Илья Ильича туй ҫинчен никам та нимӗн те каламан, тесе лӑплантарчӗ: акӑ, турра асӑнсан та, турӑш умӗнче каласан та ҫылӑх мар, эпӗ ку хыпара пӗрремӗш хут илтетӗп, терӗ; пачах урӑхла калаҫатчӗҫ, вӑл хӗре барон ҫураҫнӑ тетчӗҫ, терӗ.

Она в пять минут успокоила Илью Ильича, сказав ему, что никто о свадьбе ничего не говорил: вот побожиться не грех и даже образ со стены снять, и что она в первый раз об этом слышит; говорили, напротив, совсем другое, что барон, слышь, сватался за барышню…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ольга каламан, эпӗ хам шухӑша сӑмахпа пӗлтерме те хӑяйман, анчах тарҫӑсем пирӗнсӗрех шут тытнӑ!

— Ольга молчала, я и подумать вслух не смел, а в передней всё решили!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ сана нихҫан та каламан

Я никогда не говорила тебе…

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Анчах эсӗ нихҫан та каламан, нимле майпа систермен те… — терӗ вӑл.

— Но ты никогда не говорила, даже ничем не выразила… — говорил он.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ текех киле таврӑнмасассӑн та вӑл мана шырама, ыйтса пӗлме кӑйман пулӗччӗ; эпӗ те ӑҫта пулнине, мӗн тунине урӑх ӑна кайса каламан пулӑттӑм.

Если б я ушла совсем, она бы не пошла искать и спрашивать меня, а я не пришла бы больше сказать ей, где была и что делала.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫамрӑк, вӗҫкӗн ҫынпа ҫӳресси — урӑх ӗҫ, анчах Ольга инкӗшӗ ҫапах ним те каламан пулӗччӗ: вӑл, яланах сӑпайлӑскер, урӑх йӗрке тунӑ пулӗччӗ: ҫав каччӑпа пӗрле хӑй те ҫӳреме кайӗччӗ, е кама та пулин урӑххине ҫӳреме хушӗччӗ, вара лешин Ольгӑпа уҫӑлса ҫӳресси хӑй тӗллӗнех пӗтнӗ пулӗччӗ.

Гулять с молодым человеком, с франтом — это другое дело: она бы и тогда не сказала ничего, но с свойственным ей тактом, как-нибудь незаметно установила бы другой порядок: сама бы пошла с ними раз или два, послала бы кого-нибудь третьего, и прогулки сами собою бы кончились.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Пӗлетӗр-и мӗн, — хӑвӑрттӑн малалла калаҫрӗ вӑл, — эхер те эсир виҫӗмкун эпӗ юрланӑ хыҫҫӑн мана хӑвӑрӑн ҫав «ах!» тенӗ сӑмахӑра каламан пулсан, эпӗ ҫӗрле ҫывӑрайман пулӑттӑм, тен, макӑрнӑ та пулаттӑм.

— Знаете ли, — с живостью продолжала потом, — если б вы не сказали третьего дня этого «ах» после моего пения, я бы, кажется, не уснула ночь, может быть, плакала бы.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ ун патӗнче ҫӳлти патшалӑхри пек пурӑнатӑп: ним нушине те пӗлместӗп, нихҫан та вӑл мана ухмах тесе каламан; ырлӑхра, канлӗхре пурӑнатӑп, ӑҫта каяс килет, ҫавӑнта каятӑп, — акӑ мӗн!..

Я у него как в царствии небесном: ни нужды никакой не знаю, отроду дураком не назвал; живу в добре, в покое, ем с его стола, уйду, куда хочу, — вот что!..

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Нимӗн те каламан пулас: ҫакӑ вӗсене питӗ те ҫӑмӑл та уҫӑмлӑ пек туйӑннӑ.

Вероятно, никак: это казалось им очень просто и ясно.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кам-тӑр, уйрӑлу юратушӑн ҫил вутшӑн пулнӑ пекех тесе, ахальтенех каламан пулас ҫав: пӗчӗк юратӑва вӑл сӳнтерет, пысӑккине тата вӑйлӑнрах вӗрсе хӑпартать.

Недаром, видно, кто-то сказал, что разлука для любви то же, что ветер для огня: маленькую любовь она тушит, а большую раздувает еще сильней.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Хӑйне инкек кӗтнине мӗншӗн каламан эсӗ ӑна?

— Отчего же ты ему не сказала, что его беда ждет?

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ан тив эппин вӑл пирӗн умра ҫав сӑмахсене каламан тетӗр, мӗншӗн тесен капитан хӑех ӑна халӗ ятпа, ашшӗ ячӗпе, хушаматпа чӗнет!

Пусть же он теперь перед всеми нами откажется от этих слов, потому что сам капитан теперь называет его — полностью имя, отчество и фамилия!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хама мӗн чул вӑрҫмарӑм пуль, каламан сӑмах хӑвармарӑм, мӗншӗн килӗшрӗм, мӗншӗн ятӑм, тетӗп…

Уж я себя ругательски ругала, зачем я согласилась и позволила тебе идти…

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ахаль каламан ҫав: пӗр кун каяс тесен — ҫичӗ кунлӑх ҫӑкӑр ил, тенӗ.

Не зря говорили: идешь на один день — хлеба бери на семь дней.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑйӗн сывлӑхӗ начар тесе пӗрре кана каламан вӑл мана, ҫырӑвӗсене ҫапах та савӑнӑҫлӑ ҫырать, ӳкерчӗксем тӑва-тӑва ярать, ҫавӑнпа эпӗ унӑн сывлӑхӗ пирки шухӑша та илмен.

Она не раз мельком упоминала о своём нездоровье, но письма были такие весёлые, с рисунками, что я не придавала этим упоминаниям никакого значения.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней