Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӗвел сăмах пирĕн базăра пур.
Хӗвел (тĕпĕ: хӗвел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел питлӗ пике!

Девушка, как солнце!

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Хӗвел питлӗ пике!

Солнечная девушка!

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

«Мӗнле йӑла вӑл хӗвел тухиччен ҫывӑрасси? Кам сан упӑшку валли ӗҫме-ҫиме хатӗрлӗ? Тӑр, юлхавланса ан вырт», – тетчӗ.

"Что за привычка спать до рассвета? Кто будет готовить для твоего мужа еду? Вставай, не лежи на боку", - говорил.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫемье ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн ҫичӗ ачи ҫут тӗнчене килнӗ, анчах кӗҫӗн хӗрне хӗвел ҫутипе киленсе ӳсме пӳрмен Турри, часах ҫӗре кӗнӗ вӑл, ун хыҫҫӑн Василий Архиповичӑн мӑшӑрӗ те ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ.

Помоги переводом

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Июнь уйӑхӗнче хӗвел Шарпаш хыҫне анать, ытти чухне – кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнче вырнаҫнӑ Етӗрнекасси ҫумӗнчи вӑрман хыҫне.

В июне солнце садится за Шарпаш, в остальное время - за лес, расположенном на юго-востоке Ядринкассы.

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ҫавӑнпа ирхи хӗвел тури уй хапхи тӗлӗнче ҫӗкленсе чи малтан Ункӑ леш енчи сарлака уйсене ҫутатать.

Помоги переводом

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ирхине пӳлӗме кӗретчӗ те: «Леня, тӑрас пулать, ҫывӑрса выртмалла мар, эпӗ хам ҫине хӗвел ӳкермен! Паян пыл хурчӗсене пӑхмалла», — тетчӗ...

Утром заходит в комнату и говорит: "Леня, пора вставать, хватит спать, на меня лучи солнца не падали! Сегодня надо пчел посмотреть"...

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вара хӗвел тухичченех юрӑ-ташӑпа киленеҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хӗвел аннӑ тӗле ҫав вырӑнтах хӗрарӑмсем вӑрӑм сӗтелсем хатӗрлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Кӗҫӗннисем валли вырӑсла ҫырнисен хушшинче Светлана Гордеевӑн «Корзина с грибами» /2014/ тата Лев Кадкинӑн «Воробьиный юг» /2015/, чӑвашлисенчен Александр Миллинӑн «Мухтанчӑк» /2014/ тата Елен Нарпин «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» /2015/ мала тухнӑ.

Помоги переводом

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Майӗпен ак сар хӗвел те Вӑрман хыҫне пытанать.

Потихоньку и солнце За лес уходит прячась.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫурласем хӗвел ҫинче Ҫуттӑн вылянаҫҫӗ.

Серпа на солнце Играют светом.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫанталӑк кӗрхилле сывларӗ, Хӗвел сайра пӑха пуҫларӗ, Кунсем кӗскелчӗҫ, вӑрмансен Сархайнӑ сулхӑн каррисем Салхуллӑн кашласа ҫаралчӗҫ.

Уж небо осенью дышало, Уж реже солнышко блистало, Короче становился день, Лесов таинственная сень С печальным шумом обнажалась.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

«Вара хӑвна та, ыттисене те лайӑх пулӗ. Хӗрӳ хӗвел те ӑшшипе яланах савӑнтарӗ...» — палӑртать Альбина Исемпи.

Помоги переводом

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫурҫӗр енчи залсене пӑхатӑп, хӗвел куҫнӑ майӑн, анчах мӗн-ха ку?

Помоги переводом

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унтан вара ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ертсе пыракан информушкӑн членӗсем, район ертӳҫисем, депутатсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ организаци-предприяти ертӳҫисем ҫур ҫула яхӑн каялла уҫӑлнӑ «Хӗвел» ача садӗнче пулса курчӗҫ.

Помоги переводом

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫапла каларӗҫ майӑн 18-мӗшӗнче районта иртнӗ Пӗрлехи информаци кунне хутшӑнакансем «Хӗвел» ача садӗнчи Уҫӑ алӑксен кунӗнче пулнӑ май.

Помоги переводом

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

хӗвел евӗр, ӑшӑ, хӑйӗн патне туртать.

Помоги переводом

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

«Чи кирли — шалти килӗшӳлӗх, ун пек чухне ҫын хӑйне хӑтлӑ туять. Телей пурлӑхпа ытлӑх-ҫитлӗхрен ҫеҫ мар, чун тӑрӑмӗнчен те килет. Хӗвел тухнӑшӑн савӑнма, туслашма, юратма тата ҫывӑх ҫынсене ӑнланма пӗлмелле», — тет Николай Владимирович.

Помоги переводом

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫу кунӗсем пуҫланнӑранпа хӗвел самаях сапалать хӑйӗн ӑшшине.

С начала летних дней солнце значительно рассеивает свое тепло.

Кӑвайт чӗртме юрамасть // В.ПРОКОПЬЕВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней