Поиск
Шырав ĕçĕ:
25. Хӗвел ҫинче те, уйӑх ҫинче те, ҫӑлтӑрсем ҫинче те паллӑсем пулӗҫ; ҫӗр ҫинчи халӑхсем тинӗс кӗрленипе-пӑлханнипе аптӑраса ӳкӗҫ; 26. ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ те, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем хӑраса виле пуҫлӗҫ; 27. вара пӗлӗт ҫинче хӑватлӑн та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра чирлӗ ҫын пуррисем пурте тӗрлӗ чирпе асапланакансене Иисус патне илсе пынӑ; Вӑл, кашнийӗ ҫине аллисене хурса, вӗсене сыватнӑ.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
76. Сана вара, ачамӑм, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тейӗҫ: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлемешкӗн эсӗ Унӑн умӗнчен пырӑн, 77. Унӑн халӑхне эсӗ мӗнле ҫӑлӑнмаллине — ҫылӑхӗсене каҫарттарса ҫӑлӑнмаллине — ӑнлантарӑн: 78-79. Туррӑмӑр ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран тӳперен пирӗн пата тухакан хӗвел евӗрлӗ Ҫутӑ килчӗ: Вӑл сӗмлӗхре, вилӗм ӗмӗлкинче ларакансене ҫутатӗ, пирӗн урасене канӑҫлӑх ҫулӗ ҫине тӑратӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эрненӗн малтанхи кунӗнче, ирхине ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне каяҫҫӗ; 3. хӑйсем хушшинче: пире тупӑклӑх умӗнчи чула кам йӑвантарса парӗ-ши? тесе калаҫса пыраҫҫӗ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫав кунсенче, ҫав асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх та хӑй ҫутине кӑтартмӗ, 25. тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл вӗсене ытарӑшсем каласа нумай вӗрентнӗ; вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: 3. итлӗр-ха, акӑ акаҫӑ акма тухнӑ; 4. акнӑ чухне ҫапла пулнӑ: хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна сӑхса пӗтернӗ; 5. хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпри ӑшӑх пулнӑран часах шӑтса тухнӑ; 6. анчах та хӗвел тухсанах шанса кайнӑ та, тымар ярайманскер, типсех ларнӑ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Каҫ пулсассӑн, хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Ун патне чирлисене, усал ернисене илсе пыма пуҫланӑ.32. При наступлении же вечера, когда заходило солнце, приносили к Нему всех больных и бесноватых.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫав асаплӑ кунсем хыҫҫӑн сасартӑк хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ; 30. ҫавӑн чухне тӳпере Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ; ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ те пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ; 31. Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене вӑйлӑ сасӑллӑ трупасемпе ярӗ те, вӗсем тӗнченӗн тӑватӑ енчен — тӳпенӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех — Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пуҫтарӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тепӗр ултӑ кунран Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана ҫеҫ Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ; 2. унта Вӑл вӗсен умӗнче урӑхла курӑннӑ: Унӑн сӑнӗ хӗвел пек ҫуталса кайнӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ҫап-ҫутӑ пулса тӑнӑ.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫак тӗнче пӗтнӗ чухне те пукрана пуҫтарса вутпа ҫунтарнӑ пекех пулӗ: 41. Этем Ывӑлӗ Хӑй ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи пӗтӗм ултава тата йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пуҫтарӗҫ те 42. вӗсене вут-ҫулӑмлӑ кӑмакана пӑрахӗҫ; унта йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ; 43. ҫавӑн чухне сӑваплисем хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталса кайӗҫ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах хӗвел тухсанах шанса кайнӑ та, тымар ярайманскер, типсех ларнӑ.6. Когда же взошло солнце, увяло, и, как не имело корня, засохло.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
97. Улттӑмӗш канӑҫлӑхӗ: вӗсене, вилӗмрен хӑтӑлсассӑнах, хӑйсен сӑнӗ хӗвел пек ҫуталса каясса, вӗсем ҫӑлтӑр евӗр ҫуталасса кӑтартӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫавӑ кун хӗвел те, уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те, 40. пӗлӗт те, аслати те, ҫиҫӗм те, ҫил те, ҫумӑр та, тӑман та, сӗмлӗх те, каҫ та, ир те, 41. ҫулла та, ҫуркунне те, шӑрӑх та, хӗлле те, сивӗ те, пӑр та, ҫумӑр та, сывлӑм та, 42. кӑнтӑрла та, каҫ та, шурӑмпуҫ та, ялкӑшни те, уяртни те, ҫутӑ та пулмӗ, Ҫӳлти Туррӑн ҫути ҫеҫ ҫиҫсе тӑрӗ, ҫавна пула пурте хӑйсем валли Турӑ мӗн палӑртса хунине курӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эхер те Ҫӳлти Турӑ сана ҫав вӑхӑтчен пурӑнса ҫитме парсассӑн, виҫҫӗмӗш тапхӑр хыҫҫӑн эсӗ вӑйлӑ пӑлхану курӑн: ҫӗр варринче сасартӑк хӗвел ҫутатса ярӗ, кӑнтӑрла уйӑх тухӗ; 5. йывӑҫ ҫинчен юн тумласа тӑрӗ, ӗнтӗ чул та сас парӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ, ҫӑлтӑрсем хӑйсен ҫулне улӑштарӗҫ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӗвел тухса сарӑлма та ӗлкӗреймен-ха, патша та хӑйӗн тусӗсемпе ларнӑ-ха — ун умне Ермон пырса та тӑнӑ, патша мӗн ӗмӗтленни йӑлтах хатӗрри ҫинчен пӗлтерсе, ӑна тухма чӗннӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӗвел тухсассӑн кусем те, лешӗсем те ҫапӑҫӑва кӗнӗ — пӗрисем, темле паттӑр пулсан та, хӑйсене Турӑ ӑнӑҫупа ҫӗнтерӳ парасса шанса ҫапӑҫнӑ, тепӗрисене ҫапӑҫура хӑйсен хаяр ҫилли ертсе пынӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫакна туса пӗтерсессӗн, унччен пӗлӗтсем хупласа тӑнӑ хӗвел ҫутатса янӑ, вара, пурне те тӗлӗнтерсе, пысӑк ҫулӑм хыпса илнӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа хӗвел ансанах Ионафан хӑйӗн ҫыннисене ҫапӑҫӑва хатӗрленсе, кӑралпа авӑрланса ҫӗрӗпех сыхӑ тӑма хушнӑ, тапӑр йӗри-тавра хуралҫӑ тӑратса тухнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Икӗ патша ҫапла пӗр-пӗринпе ҫапӑҫӑва кӗнӗ, Димитрий ҫарӗ каялла ҫаврӑнса тарнӑ, Александр ӑна хыҫран хӑваласа кайнӑ, ӗнтӗ ҫӗнтернӗ ӑна, 50. хӗрӳллӗ ҫапӑҫу мӗн хӗвел анса ларичченех пынӑ, Димитрий хӑй те ҫав кун вилнӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ылтӑн та пӑхӑр хулкансем ҫинче хӗвел ҫиҫсе илсессӗн, таврари тусем ялтӑртатса вутлӑ ҫутаткӑҫ пек ҫуталса тӑнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.