Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене [тата хӗвел ҫине ҫакса хунисен шӑммисене] Вениаминсен ҫӗрӗнче, Цела хулинче, Саул ашшӗне Киса пытарнӑ тупӑклӑха пытарнӑ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Давид вара Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене унтан куҫарса килнӗ; [хӗвел ҫине] ҫакса хунисен шӑммисене те пуҫтарса килнӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша Айя хӗрӗн Рицпан икӗ ывӑлне, Саула ҫуратса панӑ Арманпа Мемфивосфее, тата Саул хӗрӗн Мерован пилӗк ывӑлне, Адриэла — Мехола ҫыннин Верзеллийӗн ывӑлне — ҫуратса панӑскерсене, суйласа илнӗ те 9. Гаваон ҫыннисен аллине панӑ, вара лешӗсем вӗсене ту ҫине Ҫӳлхуҫа умне [хӗвел ҫине] ҫакнӑ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем патшана каланӑ: пирӗн халӑха пӗтернӗ, пирӗн халӑха Израилӗн нихӑш ҫӗрӗнче те юлмалла мар кӑклама шутланӑ ҫын кирлӗ пире, 6. унӑн ӑрӑвӗнчен ҫичӗ ҫын пар та пире, эпир вӗсене Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Саулӑн хулинче, Гивӑра, Ҫӳлхуҫа умне [хӗвел ҫине] ҫакса хурӑпӑр, тенӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Каҫ пуличчен пӗтӗм халӑх Давид патне пынӑ та ӑна апат ҫиме сӗннӗ, анчах Давид: эпӗ хӗвел аниччен ҫӑкӑр е мӗн те пулин астивсе пӑхас пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тесе тупа тунӑ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем Гаваон пушхирне каякан ҫул ҫинчи Гиах патӗнчи Амма сӑрчӗ тӗлне ҫитнӗ ҫӗре хӗвел те анса ларнӑ.Солнце уже зашло, когда они пришли к холму Амма, что против Гиаха, на дороге к пустыне Гаваонской.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Килсе ҫитнӗ элчӗсене каланӑ: Галаадри Иавис ҫыннисене ҫапла калӑр: пулӑшу сире ыран хӗвел ӑшӑтма пуҫласан пулӗ тейӗр, тенӗ.
1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара малалла кайнӑ, Вениаминсен хулине Гивӑна ҫитнӗ тӗле хӗвел те анса ларнӑ.14. И пошли, и шли, и закатилось солнце подле Гивы Вениаминовой.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫиччӗмӗш кунӗнче хӗвел анас умӗн туй каччисем Самсона каланӑ: пылран мӗн пылакрах? арӑсланран мӗн вӑйлӑрах? тенӗ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара вӑл, чее мел тупса, Авимелех патне элчӗсем ярать, вӗсене ҫапла калама хушать: акӑ Гаал, Евед ывӑлӗ, тата унӑн тӑванӗсем Сихеме килчӗҫ, акӑ халӑха сана хирӗҫ пӑлхатаҫҫӗ; 32. эсӗ ӗнтӗ хӑвӑн халӑхупа пӗрле ҫӗрле тӑрса тух та хирте пытанса лар; 33. ирхине вара, ир-ирех тӑрса, хӗвел тухнӑ чухнех, хулана тапӑн; вӑл хӑйӗн халӑхӗпе сана хирӗҫ тухӗ, эсӗ вара аллу мӗн тӑваять, вӗсене ҫавна кӑтарт тейӗр, тет.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана юратакансем хӑйӗн пӗтӗм хӑватне кӑтартса тухакан хӗвел пек пулччӑр!Любящие же Его да будут как солнце, восходящее во всей силе своей!
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пиллӗкӗмӗш шӑпи Асир ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсене тухнӑ; 25. вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Хелкаф, Хали, Ветен тата Ахсаф, 26. Аламелех, Амад тата Мишал; вӗсен ҫӗрӗн чикки анӑҫ енче Кармил патне, Шихор-Ливнаф патне ҫитет; 27. тепӗр еннелле — хӗвел тухӑҫӗ еннелле — Беф-Дагон патне ҫитет, ҫурҫӗр енчен Завулон ҫӗрӗпе Ифтах-Ел айлӑмӗ ҫумнех пырать, [Асафа чиккине ҫитет,] Беф-Емек патӗнчен, Неиел патӗнчен иртсе Кавул патне сулахай енчен пырса тухать.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне тата Манассиян тепӗр ҫур йӑхне Ҫӳлхуҫа чури Моисей Иордан леш енчи [хӗвел]тухӑҫӗ еннелле выртакан ҫӗрсене панӑ: 9. вӗсен ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер патӗнчен пуҫланса кайнӑ, вӗсене айлӑмра ларакан хулана та, пӗтӗм Медева тӳремлӗхне те Дивон хулине ҫитичченех панӑ, 10. тата Есевонра патшара ларнӑ аморрейсен патшийӗн Сигонӑн хулисене пӗтӗмпе, аммонсен чиккине ҫитиччен, 11. ҫавӑн пекех Галаад, Гессур, Мааха ҫӗрӗсене, пӗтӗм Ермон ту-сӑртне, пӗтӗм Васан ҫӗрне Салха таранччен 12. тата Астарофпа Едреи хулисенче патшара ларнӑ Васан патшийӗн Огӑн пӗтӗм патшалӑхне панӑ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Иисус хушнипе, вӗсен виллисене йывӑҫ ҫинчен антарнӑ та малтан хӑйсем тарса пытаннӑ ҫӗр хӑвӑлне пӑрахнӑ, хӑвӑлӗ анине пысӑк чулсем йӑвантарса хунӑ, ҫав чулсем паян кун та пулин ҫавӑнтах выртаҫҫӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӳрӗ ҫын кӗнекинче шӑпах ҫавӑн ҫинчен ҫырман-и ӗнтӗ: унта: «Хӗвел чӑн тӳпере тӑнӑ, кунӗпе тенӗ пекех вӑл анӑҫалла шума васкаман» тенӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӗвел чарӑнса тӑнӑ, уйӑх чарӑнса тӑнӑ, халӑх хӑй тӑшманне аркатса тӑкичченех вӗсем ҫапла пӗр хускалмасӑр тӑнӑ.13. И остановилось солнце, и луна стояла, доколе народ мстил врагам своим.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа [Турӑ], аморрей халӑхне Гаваонра Израиль ывӑлӗсем умӗнче ҫӗмӗрсе тӑкса, ӑна Израиль аллине панӑ кун Иисус Израиль халӑхӗ умӗнче пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана асӑнса каланӑ: эй хӗвел, Гаваон тӗлӗнче чарӑнса тӑр! эй уйӑх, Аиалон айлӑмӗ тӗлӗнче чарӑнса тӑр!
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иисус ҫапла Гай хулине ҫунтарса ярса ӑна ӗмӗрхи ишӗлчӗк, пушхир туса хӑварнӑ, паянхи кунчченех ҫапла вӑл; 29. Гай патшине ӗнтӗ йывӑҫран ҫакнӑ, [вӑл вара йывӑҫ ҫинче] каҫченех ҫакӑнса тӑнӑ; хӗвел ансассӑн, Иисус хушнипе, унӑн виллине йывӑҫ ҫинчен антарса хула хапхи умне пӑрахнӑ та ун ҫине тем пысӑкӑш чул купи купаласа хунӑ, вӑл паян кунчченех упранса юлнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн тӑванусенчен е ютран килсе сан ҫӗрӳнте, сан килӳ-ҫуртунта пурӑнакансенчен тара кӗрӗшсе ӗҫлекене — чухӑн, кӗлмӗҫ ҫынна — ан кӳрентер; 15. ӑна ӗҫӗшӗн хунӑ хака ҫав куннех, хӗвел анса ларичченех, тӳлесе тат, мӗншӗн тесессӗн вӑл чухӑн, чунӗ ҫавна кӗтет: унӑн сана ӳпкелесе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнмалла ан пултӑр, сан ҫинче ҫапла ҫылӑх ан пултӑр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫывӑх ҫыннуна мӗн те пулин кивҫен парсассӑн, ун патне салук илме кайсассӑн, килне ан кӗр, 11. урамра кӗтсе тӑр, эсӗ кивҫен панӑ ҫын вара хӑйӗн салукне урама илсе тухса парӗ; 12. эхер те вӑл чухӑн ҫын пулсассӑн, эсӗ унӑн салукне ху ҫывӑрма выртиччен [хӑвӑн патӑнта] тытса ан тӑр; 13. хӗвел анса ларнӑ чухне ӑна салукне каялла тавӑрса пар: вӑл хӑйӗн тумтирӗпе ҫывӑрма вырттӑр та сана ырӑ сунтӑр — ҫакӑ санӑн хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче тунӑ тӳрӗ ӗҫ шутланать.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.