Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмӑн (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫӗ ӑнать пултаруллӑ хӗрарӑмӑн — ӗҫтешӗсем хисеплеҫҫӗ, пациентсем сума сӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пирӗн кунта паян кашни хӗр пӗрчин, пикен, хӗрарӑмӑн хӗрес ҫакки, чӑваш тумӗ пур.

У нас здесь у каждой девочки, девушки, женщины есть крестные подвески, чувашская одежда.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Тата, паллах, нихӑҫан сӳнмен тема — хӗрарӑмӑн илемлӗ кӗлетки — сӑнланнӑ.

А еще, конечно, никогда не угасающая тема - женская красивая фигура - изображена.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Миома пӗчӗк-тӗк, хӗрарӑмӑн ҫие юлать, ача тӗрӗс-тӗкелех ҫуратать.

Если миома маленькая, женщина забеременеет, ребёнок родится здоровым.

Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Кунсӑр пуҫне вӑл – амӑшӗ тата мӑшӑр, хӗрарӑмӑн кил-хуҫалӑхра та ӗлкӗрсе пымалла.

Помоги переводом

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Тӗрӗссипе, чӑваш ҫи-пуҫне мӗнпур ӗҫтеш, ашшӗ-амӑшӗ пӗрле янтӑлаттӑмӑр, — ӗҫӗ чун туртӑмӗпе пӗр килнине ҫирӗплетеҫҫӗ пултаруллӑ хӗрарӑмӑн сӑмахӗсем.

По сути, чувашские костюмы мы создавали и шили вместе с коллегами и родителями, — слова талантливой женщины подтверждают, что работа ей по душе.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Лариса Ивановна хӑй те салтак амӑшӗ: ывӑлне ҫара ӑсатнӑ хӗрарӑмӑн чӗри мӗнле тапнине аван ӑнланать.

Помоги переводом

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Эмилия Васильевна пушар тухни пирки те, пӗччен хӗрарӑмӑн йывӑр шӑпи ҫинчен те каласа кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Темӗн те пурччӗ унта: хӗрарӑмӑн уйӑх хушши вӑхӑтӗнче усӑ курмалли япали таранчченех.

Чего там только не было: вплоть до женских предметов месячного цикла.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫак хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ илемлӗ ҫамрӑк вӑхӑтра татӑлнӑшӑн манра айӑп ҫук пулин те, хама ун умӗнче темшӗн пусӑрӑнчӑк туятӑп.

Помоги переводом

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Пӗр хӗрарӑмӑн карточки ҫинчи укҫа ҫухалнӑ.

Помоги переводом

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӗрарӑмӑн ачисене — икӗ хӗрпе пӗр ывӑла — пӗчченех ура ҫине тӑратма тивнӗ.

Помоги переводом

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

16. Христоса ӗненекен арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн хӑйсен тӑванӗсем хушшинче тӑлӑх арӑм пулсан, ӑна вӗсем хӑйсем пулӑшса тӑччӑр, ӗненекен ушкӑна (Чиркӗве) ан чӑрмантарччӑр, ӗненекен ушкӑнӑн пулӑшакансӑр юлнӑ тӑлӑх арӑмсене пулӑшмалла пултӑр.

16. Если какой верный или верная имеет вдов, то должны их довольствовать и не обременять Церкви, чтобы она могла довольствовать истинных вдовиц.

1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫавах та аскӑн ӗҫ тӑвасран арҫыннӑн хӑйӗн арӑмӗ пултӑр, хӗрарӑмӑн хӑйӗн упӑшки пултӑр.

2. Но, во избежание блуда, каждый имей свою жену, и каждая имей своего мужа.

1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Тӑххӑрмӗш уйӑхра йывӑр хӗрарӑмӑн ача ҫуратма вӑхӑт ҫитсессӗн, ҫуратас умӗн икӗ е виҫӗ сехет малтан варӗ касса ыратма тытӑнать, вӑхӑт ҫитсессӗн, ача самант та тӑхтаса тӑмасть — 40. ҫавӑн пекех ҫӗр ҫине килес инкек те тӑхтамасть — ҫынсем ҫав вӑхӑтра ахлатса ярӗҫ; пӗтӗмпе ыратма пуҫлӗ вӗсен.

39. Как у беременной женщины, когда в девятый месяц настанет ей пора родить сына, часа за два или за три до рождения, боли охватывают чрево ее и, при выходе младенца из чрева, не замедлят ни на одну минуту: 40. так не замедлят придти на землю бедствия, и люди того времени восстенают; боли охватят их.

3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патша ӗнтӗ хӑйӗн пӗр ҫыннине ҫак хӗрарӑм патне янӑ: ҫак хӗрарӑмӑн мӗн пулнӑ пӗтӗмпех, кунтан пӑрахса кайнӑранпа паянччен ун ҫӗрӗнчен илнӗ пур тупӑша та, ӑна каялла тавӑрса парӑр, тенӗ.

И дал ей царь одного из придворных, сказав: возвратить ей все принадлежащее ей и все доходы с поля, с того дня, как она оставила землю, поныне.

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Гиезий: ку хӗрарӑмӑн ывӑл ҫук, упӑшки ватӑ, тенӗ.

И сказал Гиезий: да вот, сына нет у нее, а муж ее стар.

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Пӗр хӗрарӑмӗ каланӑ: ах хуҫамӑм! эпир ҫак хӗрарӑмпа иксӗмӗр пӗр ҫуртра пурӑнатпӑр; эпӗ вӑл курса тӑнӑ ҫӗрте ҫав ҫуртра ача ҫуратрӑм; 18. эпӗ ҫуратсассӑн виҫҫӗмӗш кунне ҫак хӗрарӑм та ача ҫуратрӗ; пӗрле пулнӑ эпир, ҫуртра пирӗнпе пӗрле пӗр ют ҫын та пулман; ҫуртра эпир иксӗмӗр анчах пулнӑ; 19. вара ҫӗрле ҫак хӗрарӑмӑн ывӑлӗ вилнӗ: вӑл ӑна ыйхӑ тӗлӗшшӗн хӑй айне туса вӗлернӗ; 20. хайхискер тӑнӑ та ҫӗрле, эпӗ, санӑн чуру, ҫывӑрнӑ чухне, ман ывӑлӑма манран илсе ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне хунӑ, хӑйӗн вилнӗ ывӑлне вара ман кӑкӑрӑм ҫумне хунӑ; 21. ирхине ывӑлӑма ӗмӗртес тесе тӑтӑм та, ак хайхи, вӑл вилнӗ-мӗн; ҫутӑларахпа тинкеререх пӑхатӑп та — ку вӑл хам ҫуратнӑ ывӑл мар, тенӗ.

17. И сказала одна женщина: о, господин мой! я и эта женщина живем в одном доме; и я родила при ней в этом доме; 18. на третий день после того, как я родила, родила и эта женщина; и были мы вместе, и в доме никого постороннего с нами не было; только мы две были в доме; 19. и умер сын этой женщины ночью, ибо она заспала его; 20. и встала она ночью, и взяла сына моего от меня, когда я, раба твоя, спала, и положила его к своей груди, а своего мертвого сына положила к моей груди; 21. утром я встала, чтобы покормить сына моего, и вот, он был мертвый; а когда я всмотрелась в него утром, то это был не мой сын, которого я родила.

3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ку хӗрарӑмӑн ҫие юлнӑ та, вӑл Давид патне «эпӗ йывӑрлантӑм» тесе пӗлтерме ҫын янӑ.

5. Женщина эта сделалась беременною и послала известить Давида, говоря: я беременна.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Хӗрарӑмӑн килӗнче самӑртнӑ пӑру пулнӑ, вӑл ӑна васкасах пустарнӑ та, ҫӑнӑх илсе, чуста ҫӑрнӑ, унтан тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫерсе панӑ, 25. Саулпа унӑн тарҫисене апат сӗннӗ, лешӗсем ҫинӗ, унтан тӑнӑ та ҫав каҫах тухса кайнӑ.

24. У женщины же был в доме откормленный теленок, и она поспешила заколоть его и, взяв муки, замесила и испекла опресноки, 25. и предложила Саулу и слугам его, и они поели, и встали, и ушли в ту же ночь.

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней