Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр...

Автор: Николай КОНОВАЛОВ

Источник: «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Добавлен: 2016.05.25 14:36

Предложений: 68; Слово: 736

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Криминал

Ют укҫана вӑрламалли ҫӗнӗ мелсем вӑй илсех пыраҫҫӗ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче хула урамӗсенче ҫын ҫӗлӗкне хывса илни, хӗрарӑм сумкине туртса илни час-часах пулатчӗ. Паян кунашкалли ҫукпа пӗрех. Ют пурлӑха хапсӑнакансем халь чее те ӑслӑ — «прогрессивлӑ» технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. Шалти ӗҫсен министерствинче иртнӗ пресс-конференцире ултавӑн ҫӗнӗ мелӗсем пирки каласа пачӗҫ.

Алло, айвансене шыратпӑр!

ШӖМӗн уголовлӑ шырав управленийӗн пай пуҫлӑхӗн заместителӗ Владимир Фадеев пӗлтернӗ тӑрӑх — ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ултавпа ҫыхӑннӑ 700 ытла преступление регистрациленӗ. Вӗсенчен ҫурри — карас ҫыхӑнӑвӗн хатӗрӗсемпе тата Интернет сечӗпе усӑ курса тунисем. Ҫавӑн пекех ҫынсене Интернет урлӑ тавар сутнӑ е туяннӑ, пулӑшу ӗҫӗ кӳнӗ чухне час-часах улталаҫҫӗ — 161 тӗслӗх. Социаллӑ сетьсенчи «ҫӗмӗрнӗ» страницӑсенче ҫыру ҫӳретнӗ май, ҫывӑх ҫыннӑр преступлени тунине кура полицие лекнӗ тесе, ҫавӑн пекех хӑйсемпе вӑл е ку социаллӑ служба ӗҫченӗ пек паллаштарса улталасси те ҫав-ҫавах пӗтмест. Ултав тӗслӗхӗсем нумайлансах пыни палӑрать.

Владимир Фадеев пайӑр тӗслӗхсемпе те паллаштарчӗ. Лавккара сутуҫӑсене улталаса хӑваракансем ытларах чухне гастролерсем иккен. Е кирлинчен сахалрах укҫа тыттарса хӑвараҫҫӗ, е тавара та, укҫине те илсе каяҫҫӗ. «Ӑста алӑсем» тем тума та пӗлеҫҫӗ. Акӑ Тамбов ҫыннисен ушкӑнне тытса чарнӑ. Вӗсем Чӑваш Ен урлӑ иртнӗ май темиҫе ҫӗрте «йӗр хӑварма» ӗлкӗрнӗ. Чӑваш Ен полицийӗ вӑхӑтра мерӑсем йышӑннине кура Ҫӗмӗрлере преступлени тунӑ хыҫҫӑн республикӑран тухса кайма ӗлкӗрнӗскерсене тупма пултарнӑ.

Нумаях пулмасть вара Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта халиччен пулман «телефон ултавӗн» тӗслӗхӗсене шута илнӗ. Пӗр суту-илӳ сечӗн ӗҫченӗсем улталаннӑ. Такамсем сутуҫӑсене шӑнкӑравланӑ та хӑйсем пирки лавкка хуҫи тесе пӗлтернӗ. Хӗрарӑмсем вӗсене палламаҫҫӗ вӗт — вӑлтана ҫакланнӑ. Лешсем хӑйсем асӑннӑ абонент номерӗсем ҫине укҫа куҫарма ыйтнӑ. Сутуҫӑсем ыйтнине пурнӑҫланӑ — 7-15 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ултавҫӑсене шыраҫҫӗ-ха.

Банкри шут уҫҫи.

Полици тунмасть: ҫӗнӗ йышши технологисене ҫӑварлӑхланӑ преступниксене тупса палӑртма пӗртте ҫӑмӑл мар. ШӖМӗн «К» пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Смирнов каланӑ тӑрӑх — ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Интернет урлӑ тата банк карточкисемпе усӑ курса тунӑ 280 ытла преступление регистрациленӗ. Ытларах чухне киревсӗр тӗллевлӗ ҫынсем тӗрлӗ сайтри пӗлтерӳсем тӑрӑх таваршӑн укҫа куҫарса паратпӑр тесе ҫынсен банк карточкисен реквизичӗсене пӗлеҫҫӗ те — банкри шут ҫинчи укҫана сӑптӑрса илеҫҫӗ. Схема ансат: калӑпӑр, пӑру сутма пӗлтерӳ панӑ ҫын патне шӑнкӑравлаҫҫӗ. Туянасшӑн-мӗн, укҫан пӗр пайне карточка ҫине куҫарса парасшӑн. Эппин, карточка номерӗ кирлӗ — ҫын цифрӑсене пӗлтерет. Унтан — тепӗр шӑнкӑрав: чӑрмав тухса тӑнӑ имӗш, укҫа куҫарма карточка хуҫин телефонӗ ҫине килнӗ пароль те кирлӗ... Ӑна пӗлтернӗ хыҫҫӑн, паллах, карточка ҫинчи укҫана вӑрламашкӑн текех чӑрмав ҫук.

Хӑрушлӑх чӑннипех пысӑк: преступниксем пластик карточкӑсем ҫинчи укҫана парольсӗрех вӑрлама та вӗренсе ҫитнӗ иккен. Карточкӑна Интернетпа та усӑ курмалли телефон номерӗпе ҫыхӑнтарнӑ пулсан асӑрханулӑх пушшех кирлӗ. Преступниксем вируслӑ программӑсем ярса параҫҫӗ те — вӗсене уҫсанах карточка ҫинчи укҫа ҫухалма пултарать. Кун пек чухне банк укҫана тавӑрса памасть. Вӗсен логики ансат: «Хваттер уҫҫине эсир никама та шанса памастӑр вӗт, апла-тӑк мӗншӗн хӑвӑрӑн телефонӑрпа ытла та тимсӗр?» Кунашкал тӗслӗхсенче телефон банкри шутӑн управлени инструменчӗ пулса тӑрать, ҫав инструмент вара — банкра мар, уйрӑм ҫын аллинче.

Ҫакӑн пек тӗслӗх те пулнӑ. Пӗр хӗрарӑмӑн карточки ҫинчи укҫа ҫухалнӑ. Вӑл банка кайнӑ, унта, паллах, укҫана тавӑрса паман. Преступниксем тапӑннӑ карточкӑна банкра блокировка тунӑ, хӗрарӑма ҫӗннине панӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ те — ҫав ҫӗнӗ карточка ҫинчен те укҫа ҫухалнӑ. Телефон номерӗ унчченхиех-ҫке — такамсем хӑнӑхнӑ ҫулпах усӑ курнӑ ӗнтӗ. Асӑннӑ йышши тӗслӗхсенче полицин шырав ӗҫне чӑрмантараканни те пур. Ҫынсем укҫа ҫухалнӑ хыҫҫӑн хыпӑнса ӳксе банка чупаҫҫӗ, унта вӗсене телефона «тасатма» сӗнеҫҫӗ. Шар курнисем ҫакӑн хыҫҫӑн тин Шалти ӗҫсен министерствине килеҫҫӗ. Вӑрӑсене шырамашкӑн телефонра упранса юлнӑ «йӗрсем» кирлӗ ӗнтӗ. Анчах вӗсене «тасатма» ӗлкӗрнӗ те — преступление уҫса парасси тӗттӗм пӳлӗмре ҫук хура кушака шыранипех танлашать.

Асӑрханӑр!

Акӑ мӗншӗн Александр Смирнов асӑрхаттарсах калать: «Телефона ача-пӑча тытасран та сыхланмалла. Ачасем Интернетран тем тӗрлӗ программа «уҫлаҫҫӗ» — хайхи усал вируссене ҫаклатасси те пулма пултарать». Ҫийӗнчен Интернетпа ҫыхӑнакан телефона антивирус программипе те тивӗҫтермеллех. Ҫакӑ та ҫителӗксӗр пулма пултарать. Ҫавӑнпа Интернет урлӑ е лавккара час-часах тавар туянма е тӳлеме усӑ куракан карточка ҫинче пысӑк укҫа тытни вырӑнсӑр.

«Сирӗн карточкӑна блокировка тунӑ», — ҫапла шӑнкӑравласа карточка реквизичӗсене ыйтакан «банк ӗҫченӗсене» ӗненме юрамасть. Банк ӗҫченӗсем нихӑҫан та реквизитсене ыйтмаҫҫӗ — вӗсене ахаль те пӗлеҫҫӗ. Апла-тӑк — ултав. «Ҫывӑх ҫыннӑр преступлени тунӑ, ӑна хӑтармашкӑн укҫа тӳлемелле» тесе шӑнкӑравлакансем те ултавҫӑсемех. Унашкал пӗлтерӳ пулсан хыпӑнса ӳкни вырӑнсӑр, малтанах ҫывӑх ҫыннӑрпа хӑйӗнпе ҫыхӑнма тӑрӑшӑр. Пӗлсе пӗтер, тен, вӑл тепӗр пӳлӗмрех ҫывӑрать... Унашкалли те пулнӑ, анчах ҫакӑ ачине уголовлӑ майпа явап тыттарасран хӑтарас тесе хыпӑнса ӳкнӗ ҫынна такамсене укҫа тыттарса яма чӑрмантарман.

Ултавҫӑсем тем тӗрлӗ майпа та усӑ курнӑ пирки нумайӑшӗ пӗлет — кун пирки хаҫатсем те ҫине-ҫинех ҫыраҫҫӗ, телекурав асӑрхаттарать. Анчах ҫынсем шӑнман пӑр ҫине ҫав-ҫавах ларса юлаҫҫӗ. Полици граждансене тимлӗрех пулма, телефонпа е ытти майпа илекен информацие тӗрӗслеме сӗнет, лайӑх палламан ҫынсене шанма юраманни пирки аса илтерет. Иккӗленӳ ҫуратакан мӗнпур тӗслӗхре ҫийӗнчех полиципе ҫыхӑнма ан ӳркенӗр. Ахаль телефонпа — 02, кӗсье телефонӗпе 020 е 102 номерсемпе шӑнкӑравламалла.

Сайт:

 

Статистика

...подробней