Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Вӑкӑр пусакан [ҫылӑхлӑ ҫын] — ҫынна вӗлерекенпе пӗрех; путеке парне кӳме илсе пыраканӗ — йытта пӑвса вӗлерекенпе пӗрех; тулӑ ҫӑнӑхӗ кӳрекенӗ — сысна юнӗ кӳрекенпе пӗрех; [асӑнса] фимиам тӗтӗрекенӗ — йӗрӗхе кӗлтӑваканпа пӗрех; вӗсем ҫапла хӑйсен ҫулӗсене суйласа илчӗҫ пулсассӑн, вӗсен чунӗсем хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе киленеҫҫӗ пулсассӑн, 4. вӗсем ҫылӑх туса улталаннине кура, вӗсем ҫине Эпӗ хӑрушшине ярӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм — хирӗҫ сас паракан пулмарӗ; каларӑм — вӗсем итлемерӗҫ, Манӑн куҫӑм умӗнче вара усал ӗҫ турӗҫ, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илчӗҫ.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иакова кам ҫука хӑварттарнӑ, Израиле ҫаратакансен аллине кам тытса панӑ? Ҫӳлхуҫа мар-и? эпир Ун умӗнче ҫылӑх туса пурӑнтӑмӑр; вӗсем Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳресшӗн, Унӑн саккунне пӑхӑнасшӑн пулмарӗҫ.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Турра юрӑхлӑ ӗҫ тунӑ, хӑшӗ ҫылӑх ӗрчетсе пурӑннӑ.18. Некоторые из них делали угодное Богу, а некоторые умножали грехи.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫапла пулин те халӑх пӗрех ӳкӗнмен, хӑй ҫӗрӗнчен тыткӑна хӑваласа кайса тӗнче талккӑшӗпех салатса яриччен те ҫылӑх тума пӑрахман.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Чулсене ҫыхӑнтаракан тыткӑчсем хушшине пӑта ҫапаҫҫӗ; ҫавӑн пекех суту-илӳ хушшине ҫылӑх тирӗнет.2. Посреди скреплений камней вбивается гвоздь: так посреди продажи и купли вторгается грех.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Манӑн чунӑма икӗ япала хурлантарать, виҫҫӗмӗшӗ вара тарӑхтарсах ярать: 25. ҫар ҫынни ҫуклӑха пула хур курнинчен, ӑслӑ ҫынсем хисепре пулманнинчен хурланатӑп; 26. тӳрӗлӗхрен ҫылӑх еннелле ҫаврӑнакана курсассӑн тарӑхатӑп — Ҫӳлхуҫа ӑна хӗҫ валли хатӗрлет.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Арӑм вӑл — ҫылӑх пуҫламӑшӗ, эпир пурсӑмӑр та ӑна пула вилетпӗр.
Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӑслӑ-тӑнлӑ арӑмпа пурӑнакан, чӗлхине пула ҫылӑх туман, йӗркесӗр этемшӗн ӗҫлемен ҫын телейлӗ.11. Блажен, кто живет с женою разумною, кто не погрешает языком и не служит недостойному себя.
Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Чӗлхӳ-ҫӑварна киревсӗр калаҫма ан вӗрент: ун пек сӑмахра ҫылӑх никӗсӗ пур.16. Не приучай твоих уст к грубой невежливости, ибо при ней бывают греховные слова.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кирек мӗнле ҫылӑх та икӗ ҫивӗчӗшлӗ хӗҫ пек: вӑл тунӑ сурана сиплейместӗн.4. Всякое беззаконие как обоюдоострый меч: ране от него нет исцеления.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫылӑх шӑлӗсем — этем чунне вӗлерекен арӑслан шӑлӗсем.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тусна та, тӑшманна та каласа ан пар, ҫакӑншӑн хӑвна ҫылӑх пулмасассӑн ан пӗлтер: 9. вӑл сана итлӗ-тӑнлӗ те санран асӑрханма пуҫлӗ, каярахпа сана курайми те пулӗ.
Сир 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Халсӑрланнине сисиччен йӑвашлан, ҫылӑх ӑшне путиччен ӳкӗнсе ӗлкӗр.21. Прежде, нежели почувствуешь слабость, смиряйся, и во время грехов покажи обращение.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑйӗн чунне хирӗҫ пырса ҫылӑх тӑвакана кам тӳрре кӑлартӑр?
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тусран тӑшман пулса ан тӑр: усал ят илсе эсӗ намӑс ҫеҫ курӑн; икӗ чӗлхеллӗ ҫылӑх ҫын ҫапла тӑвать.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑрушӑ самантра хӑвна тӗрӗс тыт, усалтан сыхлан — 24. вара чунушӑн намӑс пулмӗ: 25. намӑсланни хӑш чухне ҫылӑх патне илсе пырать, тепӗр чухне мухтавпа тивлет парать.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӗсем тупа тӑвакан йӗрӗхсен вӑйӗ ҫук, йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗ хыҫҫӑн яланах ҫылӑх тӑвакансене айӑплакан сут пулать.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑнпа та Эсӗ аташнисене пӗчӗккӗн-майӗпен тӑрӑ шыв ҫине кӑларатӑн, вӗсене, хӑйсем мӗнле ҫылӑх тунине астутарса, ӑс паратӑн, усалран пӑрӑнса Хӑвна ӗненччӗр тетӗн, Ҫӳлхуҫамӑр.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пилӗк хула ҫине вут-ҫулӑм ансассӑн, ҫылӑхлисем пӗтнӗ чухне, вӑл тӳрӗ ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ, 7. унта вара ҫылӑх ҫинчен пӗлтерсе тӑмашкӑн йӑсӑрланакан пушӑ хир, ҫимӗҫне вӑхӑтсӑр кӳрекен ӳсентӑрансем тата иккӗленчӗк чун палӑкӗ — тӑвар юпа — тӑрса юлнӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.