Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Сир 18

Раздел: Библи –> Сирах ывӑлӗ Иисусӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 09:49

Предложений: 33; Слово: 353

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Мӗн пуррине пӗтӗмпех ӗмӗр Пурӑнаканӗ пултарнӑ; Ҫӳлхуҫа анчах тӳрӗ. 2. Унӑн ӗҫӗсене никам та ӑнланаймасть. 3. Унӑн аслӑ ӗҫӗсене кам тӗпчеме пултарайӗ? 4. Унӑн аслӑ хӑватне кам виҫме пултарайӗ? Унӑн ырӑлӑхне кам каласа кӑтартайӗ? 5. Ҫӳлхуҫанӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене чакарма та, ӳстерме те, вӗсене тӗпчесе ҫитерме те май ҫук. 6. Вӗсене тӗпчесе ҫитернӗ пекех туйӑнать те этеме — анчах вӑл пуҫланӑ ҫеҫ иккен, вара вӑл чарӑнса тӑрать те — тӗлӗнсех каять. 7. Этем мӗн вӑл? унӑн мӗн усси? унӑн ырӑлӑхӗ, унӑн усаллӑхӗ мӗн вӑл? 8. Этемӗн кунҫулӗ вӑрӑм килсессӗн те — ҫӗр ҫул; ӗмӗрлӗх кунӗнче унӑн кунӗсем — тинӗсри пӗр тумлам шыв пек е хӑйӑр пӗрчи пек. 9. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫамӑр этем тӗлӗшӗнчен вӑрах тӳсӗмлӗ, ҫавӑнпа ӑна хӗрхенет Вӑл. 10. Вӑл вӗсен кунҫулӗ асаплӑн вӗҫленессе курса-пӗлсе тӑрать, 11. ҫавӑнпа Вӑл ытларах та ытларах каҫарать. 12. Этемӗн ырӑлӑхӗ — ҫывӑх ҫынни валли, Ҫӳлхуҫамӑр ырӑлӑхӗ — пӗтӗм чӗрӗ чун валли. 13. Кӗтӗвне пӑхакан кӗтӳҫӗ евӗр, Вӑл питлет те, ӑс та парать, вӗрентет те, ҫул та кӑтартать. 14. Вӗрентнине ӑша хывакансене, тимлесех Хӑй саккунӗ енне ҫаврӑнакансене Вӑл кӑмӑллать.

15. Ывӑлӑм! ырӑ тунӑ чухне ан ӳпкелеш, мӗн те пулин панӑ чухне сӑмахпа ан кӳрентер. 16. Шӑрӑха сывлӑм сулхӑнлатмасть-и? ҫавӑн пек ырӑ сӑмах парнерен те лайӑхрах. 17. Ҫавӑнпа сӑмах парнерен ирттермест-и? ырӑ кӑмӑллӑ ҫыннӑн вара ку та, тепӗри те пур. 18. Ӑссӑр ҫын панӑ чухне тӗртсе-ӳпкелесе парать, кӑмӑлсӑр ҫын парни пит-куҫа ҫунтарать.

19. Каласа яриччен шухӑшласа ил, ыйтӑвне ӑнкарма тӑрӑш. 20. Сут пуличчен хӑвна ху сӑна, килсе пӑхнӑ чухне вара каҫару тупӑн. 21. Халсӑрланнине сисиччен йӑвашлан, ҫылӑх ӑшне путиччен ӳкӗнсе ӗлкӗр. 22. Сӑмах панине вӑхӑтӗнче тумашкӑн сана нимӗн те ан чӑрмантартӑр, тӳрре тухасса вилӗм ҫитиччен ан хӑвар. 23. Сӑмах париччен хӑвна хатӗрле, Ҫӳлхуҫана сӑнакан ҫын пек ан пул. 24. Вилес кунунта ҫитес ҫилле, хӑвӑнтан Турӑ пӑрӑнсассӑн ҫитекен тавӑру вӑхӑтне асӑнтах тыт.

25. Тутӑ вӑхӑтра выҫлӑх вӑхӑтне, пуян чухне чухӑнлӑхпа ҫуклӑха аса ил. 26. Иртен каҫа ҫитиччен вӑхӑт улӑшӑнать, Ҫӳлхуҫа умӗнче пурте хӑвӑрт иртет. 27. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын пур тӗлӗшрен те асӑрхануллӑ пулать, ҫылӑха кӗрес ҫӗрте ҫӑмӑлттай пуласран сыхланать. 28. Кашни тӑнлӑ ҫынах ӑслӑлӑха пӗлет, ӑслӑлӑха тупакана мухтаса ырлать. 29. Сӑмаха шухӑшласа калакансем хӑйсем те ӑслӑланаҫҫӗ, ытарӑшӗсене шыв юхнӑ пек каласа параҫҫӗ.

30. Ӳтӳ кӗлени хыҫҫӑн ан кай, иртӗнекен шухӑш-кӑмӑлна чар. 31. Кӑмӑлна юраса-килентерсе тӑрсассӑн, вӑл сана тӑшманусен кулли тӑвӗ. 32. Артакра, иртӗхӳре савӑнӑҫ ан шыра, ӗҫкӗ-ҫикӗпе ан рехетлен. 33. Хӑвӑн енчӗкӳ пушӑ пулсассӑн, кивҫен укҫапа ӗҫкӗ-ҫикӗ туса кӗлмӗҫе ан юл.

Сайт:

 

Статистика

...подробней