Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Ӑссӑрлӑхӑн ӗмӗчӗ — ҫылӑх, мӑшкӑлҫӑ вара — ҫынсемшӗн ирсӗрлӗх.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Усал ҫынсем мӑнаҫлӑн пӑхнипе, мӑнкӑмӑллӑ чӗрипе палӑрса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ — ҫылӑх вӑл.4. Гордость очей и надменность сердца, отличающие нечестивых, - грех.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патшанӑн хаярлӑхӗ — арӑслан тулхӑрни пек: ӑна тарӑхтаракан хӑйне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать.2. Гроза царя - как бы рев льва: кто раздражает его, тот грешит против самого себя.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӗрхенӳллӗ те тӳрӗ пулсассӑн — ҫылӑх каҫарӑнать, Ҫӳлхуҫаран хӑрани усалтан сыхлать.6. Милосердием и правдою очищается грех, и страх Господень отводит от зла.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӑссӑрсем ҫылӑх парнинчен кулаҫҫӗ, тӳрӗ ҫынсене вара Ҫӳлхуҫа кӑмӑллать.9. Глупые смеются над грехом, а посреди праведных - благоволение.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ултавлӑ чунсем ҫылӑх хушшинче аташса ҫӳреҫҫӗ, тӳрӗ чунлисем ҫыншӑн пӑшӑрханаҫҫӗ, хӗрхенеҫҫӗ.][Души коварные блуждают в грехах, а праведники сострадают и милуют.]
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳрӗ ҫыннӑн ӗҫӗ-хӗлӗ — пурӑнӑҫ валли, усал ҫыннӑн ӑнӑҫӗ — ҫылӑх валли.16. Труды праведного - к жизни, успех нечестивого - ко греху.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫакна курса та вӗсем ҫылӑх тума пӑрахман, Унӑн кӗтречӗсене ӗненмен.32. При всем этом они продолжали грешить и не верили чудесам Его.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах вӗсем Турӑ умӗнче ҫылӑх тума пӑрахман, пушхирте Ҫӳлти Турра хирӗҫ тӑма чарӑнман: 18. хӑйсем кӑмӑллакан апата ыйтса, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче Турра сӑнанӑ, 19. Турра хирӗҫ калаҫнӑ: «Турӑ пушхирте ҫимӗҫ хатӗрлеме пултараять-ши?» тенӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мана йӗркесӗр ҫынсемпе пӗрле, ҫылӑх тӑвакансемпе пӗрле ан пӗтерсемччӗ, вӗсем ҫывӑх ҫыннисемпе тӑнӑҫлӑх ҫинчен калаҫаҫҫӗ, ӑшӗнче хӑйсем усал шухӑш тытаҫҫӗ.
Пс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ Турӑ Хӑйӗн святойӗсене те шанса пӗтереймест, Унӑн куҫӗ умӗнче тӳпе те таса мар: 16. апла шыв ӗҫнӗ пек ҫылӑх ҫӑтакан этем епле ирсӗр, епле таса мар.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Санӑн кунусем — этем кунӗсем-им е Санӑн ӗмӗрӳ — ар ӗмӗрӗ-им, 6. мӗншӗн Эсӗ манра айӑп шыратӑн, манра ҫылӑх тупма ӑнтӑлатӑн? 7. эпӗ йӗркесӗр ӗҫ туманнине, Сан аллунтан мана никам та хӑтарас ҫуккине Эсӗ Хӑвах пӗлетӗн.
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, Вӑл мана эпӗ пыракан ҫул ҫинче пӗтме памарӗ! хӑйӗн пуҫне ҫиме Олоферн манӑн сӑн-питӗмпе улталанчӗ, анчах мӑшкӑл кӑтартмарӗ, намӑсла ҫылӑх тумарӗ, тенӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ ман хуҫамӑма хирӗҫ тӑраймӗҫ, унӑн ӗҫӗ те ӑнӑҫсӑр пулмӗ, вӗсене вара вилӗм ҫитӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫылӑх ӑшне кӗрсе ӳкнӗ, тума юраманнине туса хӑйсен Туррине ҫиллентереҫҫӗ; 12. халь вӗсен апат-ҫимӗҫӗ пӗтсе ҫитнӗ, шывӗ те тумлам юлман, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем выльӑх-чӗрлӗхне пусма шут тытнӑ, Турӑ Хӑйӗн саккунӗнче хытарсах ҫиме чарнӑ ҫимӗҫе ҫиме шутлаҫҫӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте — 29. хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ: 30. эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр; 31. ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр; 32. эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр: 33. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑйсен вырӑнӗнче пӗр хускалми тӑчӗҫ вӗсем, чӗрӗк кун хушши хӑйсен Туррийӗн саккунӗн кӗнекине вуларӗҫ, кайран чӗрӗк кун ҫылӑх каҫарттарчӗҫ, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине пуҫҫапрӗҫ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тыткӑнран куҫса килнисем Израиль Туррине пӗтӗм Израильшӗн парне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме вуникӗ пӑру, тӑхӑрвун ултӑ сурӑх, ҫитмӗл ҫичӗ путек тата ҫылӑх парни кӳме вуникӗ качака таки — илсе пычӗҫ: ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳчӗҫ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл мӗнле кӗлтунине, ӑна Турӑ тӑнланине, чунӗпе йӑвашланиччен Манассия мӗнле-мӗнле ҫылӑх тунине, унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене, ӑҫта-ӑҫта тӳпем вырӑнсем туса унта Астартӑпа йӗрӗхсен кӗлеткисене лартса тухнине Хозай ҫырӑвӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Патшапа халӑх умне ҫылӑх каҫарттарма ҫичӗ качака таки ҫавӑтса пынӑ, священниксем аллисене вӗсем ҫине хунӑ.23. И привели козлов за грех пред лице царя и собрания, и они возложили руки свои на них.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗсем хӑшӗ-хӑшӗсем — Иегоханан ывӑлӗ Азария, Мешиллемоф ывӑлӗ Берехия, Шаллум ывӑлӗ Езекия тата Хадлай ывӑлӗ Амас — вӑрҫӑран таврӑнакансене хирӗҫ тухнӑ та 13. каланӑ вӗсене: тыткӑна лекнисене кунта ан кӗртӗр — пире уншӑн Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче ҫылӑх пулать.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.