Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аксинья, хулпуҫине хуллен шутарса, ачан каҫӑртса хунӑ пуҫне тӳрлетрӗ, унтан сасартӑк чӗрине ним шелсӗр тунсӑх ҫӗҫӗпе каснӑ пек ыраттарма пуҫланине, пыра темскер хытӑ япала капланса хӑпарнине туйрӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аслӑк айӗнче, сулхӑнра, ҫак киле ӗҫшӗн ҫунакан ҫыпӑҫуллӑ арҫын алли килнине хыпарланӑн, ҫивӗччӗн шӑхӑрса сава чӑвӑшлатать е пуртӑ сулӑмлӑн кач! та кач! каснӑ сасӑ илтӗнсе тӑрать.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лешӗ, хӑпӑл-хапӑл шинельне хывса, алӑк патӗнче силлесе илчӗ, ӑна асӑрханса ҫекӗл ҫине ҫакса хучӗ те кӗске каснӑ кӑвак сухалне шӑлкаланӑ хушӑра йӑл кулса каларӗ:
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каснӑ чух йывӑҫ пӗр май усӑнса тӑнипе пӑчка хӗссе тӑчӗ, касма ҫӑмӑл пултӑр тесе савӑл пекки хурса ҫӗклетсе тӑтӑмӑр.То и дело ствол, который мы пилили, провисал и зажимал пилу, и его нужно было приподымать кольями.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Пӗр пилӗк минут иртсен каснӑ йывӑҫ йӑтӑнса та ӳкрӗ.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Каснӑ вӑрман патне ҫитсен минӑсем ҫинчен мансах кайнӑ вара.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
— Эпӗ каснӑ пултӑр.
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
— Каснӑ, — нимӗн аптраса ӳкмесӗр каласа хучӗ Лева, вара апат сӗтелӗ ҫинелле кӑтартрӗ: унта тӳммесемпе хачӑ пурччӗ.— Срезаны, — хладнокровно сказал Лёва и кивнул на обеденный стол: там лежали пуговицы и ножницы.
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
Каснӑ вырӑнта кӑна ҫӗвӗ ӗмӗрлӗхе кумккаланса хытса юлчӗ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Этем месерле выртнӑ та, йынӑшса ярас марччӗ тесе, шӑлне ҫыртать, каснӑ аллисен пӳрнисем вара, хӗртнӗ тимӗрпе пуснӑ пекех, ҫунаҫҫӗ…
16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Хурарах тӗслӗ юн, фонтан пек пӗрхӗнсе, ун питне хупласа хучӗ, каснӑ хутлӑха тулса пычӗ, юлашкинчен явӑнса тухса, тӑнсӑр выртакан Сергей кӑкӑрӗ тӑрӑх юхса кайрӗ.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Каснӑ хӑйсене, вӗсем пурпӗрех сураҫҫӗ.
1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вано Ильич лайӑх врач, ырӑ та хӗрӳ ҫын, анчах… ӗмӗр тӑршшӗпех аппендицит каснӑ та хуҫӑксене ҫеҫ тӳрлетнӗ, кунта вара…Вано Ильич хороший врач, человек добрый, горячий, но… всю жизнь аппендициты, переломы лечил, а тут…
10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Анчах ҫак тинӗс хӗрринчи кичем те нӳрӗ сывлӑш витӗр каснӑ хулара Дон казакӗсемшӗн ҫил ҫеҫ мар, мӗн пурри пурте ют пулчӗ.
XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑранине тата йӗрӗннине аран чӑткаласа, Дуняшка амӑшне Дон тӗпӗнчи шыв сулхӑнӗ витӗр каснӑ сивӗ вилене ҫума пулӑшрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Халӗ вӑл — каснӑ чӗлӗ, каснӑ чӗлле ӗнтӗ, хӑть темле тӑрӑш та, пурпӗр каялла ҫыпӑҫтараймастӑн.Она зараз отрезанный ломоть, а отрезанный ломоть, как ни старайся, не прилепишь.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тата мӗн тери юттӑн курӑнчӗ ҫак тӑнӑҫ лару-тӑрура вӑл хӑй, — лашинчен пӗр талӑклӑха уйрӑлнӑ, салтак пурнӑҫӗпе лаша тарӗн, походсемпе чӗн амуницин ӑша лӗклентерекен йӳҫӗ шӑрши витӗр каснӑ юланутҫӑ…
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Обком секретарӗ кӗнӗренпе Коробин малтанхи пекех — пӑртак алли-ури ҫыхланчӗ унӑн — Пробатовӑн тикӗс каснӑ ӗнсе хыҫне пӑхса, ӑна ним чӗнмесӗр сӑнаса тӑчӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Утиял айӗнчен ӑвӑс пек сарӑ кӗлеллӗ, чӗрнисене пӗр тикӗс каснӑ, гипс тӗслӗ шурӑ ура курӑнчӗ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӑмсана кӳ пырса ҫапнӑ сӑмакунпа тӑвар каснӑ пулӑн хӗрӳ шӑршине туйса, выҫса ҫитнӗ Прохор ирӗксӗр ҫӗртен чарӑнса тӑчӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.