Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: III

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Саккӑрмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Добавлен: 2020.04.14 14:05

Предложений: 236; Слово: 2897

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Хуторта Кошевойпа Дуняшка пирки сӑмах ҫӳретме тытӑнчӗҫ. Пӗр инке-арӑм, пӗрре темле Дуняшкӑпа пристаньте тӗл пулсан, куҫ умӗнчех мӑшкӑлласа ыйтрӗ: «Михаила тара кӗрӗштермерӗр пулӗ-ҫке? Тем-ха сирӗн патран тухма та пӗлмест…»

Хӗрӗ тем таран ӳкӗтлесен те, Ильинична хӑйӗннех печӗ: «Ан та йӑлӑн, сана качча памастӑп ӑна! Ҫук манран сире пил!» Дуняшка Кошевой патне куҫса каясси ҫинчен каласа хӑйӗн хӗр туприне пуҫтарма тытӑнсан ҫеҫ Ильинична шухӑшне улӑштарчӗ.

— Тӑна кӗр! — терӗ вӑл, шикленсе ӳксе. — Ачасемпе мӗн тӑвӑп эпӗ пӗччен? Пӗтмелле-и пирӗн?

— Кирек мӗн тӑвӑр, анне, эпӗ хутор кулли пулас теместӗп, — хӑйӗн хӗр япалисене ҫаплах арчаран кӑлара-кӑлара, шӑппӑн каларӗ Дуняшка.

Ильинична чылайччен тута хӗррисене сасӑсӑр мӗкӗлтеттерсе тӑчӗ, унтан, урисене йывӑррӑн илсе пусса, тӗпел кӗтессине иртрӗ.

— Мӗн-ха ӗнтӗ, хӗрӗм… — пӑшӑлтатрӗ вӑл, турӑша кармашса илсе, — эсӗ ҫапла шухӑш тытрӑн пулсан, чармастӑп, кай…

Дуняшка хӑпӑл-хапӑл чӗркуҫҫи ҫине кукленчӗ. Ильинична ӑна пиллерӗ, чӗтрекен сасӑпа каларӗ:

— Ҫак турӑшпа мана ҫӗре кӗнӗ анне пилленӗччӗ… Ах, курасчӗ халь сана аҫу… Астӑватӑн-и, мӗн каларӗ вӑл пулас упӑшку ҫинчен? Турӑ курать мана мӗнешкел йывӑррине… — терӗ те, сӑмах хушмасӑр ҫаврӑнса, ҫенӗке тухрӗ.

Пулас мӑшӑрне венчете тӑмалла мар тесе Мишка темӗнччен ӳкӗтлерӗ, тем таран тӑрӑшрӗ пулин те, — никрес хӗр хӑй сӑмахӗнчен чакмарӗ, Мишкӑн вара чуна хытарса килӗшме тиврӗ. Хӑй ӑшӗнче ҫӗрти-ҫӳлтине йӑлтах ылханса, вӑл, вилме пуҫтарӑннӑ пек, венчете кайма хатӗрленчӗ. Ҫӗрле Виссарион пуп вӗсене пушӑ чиркӳре венчет турӗ. Ун хыҫҫӑн ҫамрӑксене пиллесе саламларӗ те ӑс вӗрентсе каларӗ:

— Вӑт мӗнле пулса тухать, совет ҫамрӑкӗ юлташ: пӗлтӗр эсир хӑвӑр аллӑрпа ман кил-ҫурта вут тивертсе ҫунтарса ятӑр, калас пулать — унран кӗл купи туса хӑвартӑр, паян ак ман хамӑн сире венчет тума тиврӗ… Ҫӑла сурма хушмаҫҫӗ, кирлӗ пулма пултарать, теҫҫӗ. Ҫапах та эпӗ савӑнатӑп, чунтан-вартан савӑнатӑп эсир, тӑна кӗрсе, Христос чиркӗвӗ тӗлне ҫул тупнӑшӑн.

Куна ӗнтӗ Мишка чӑтса ирттерме пултараймарӗ. Хӑйӗн ҫемҫешке кӑмӑлӗшӗн намӑсланнӑ тата хӑйне хӑй тарӑхнӑ пирки вӑл чиркӳре тӑршшӗпех сӑмах чӗнмесӗр тӑнӑччӗ, анчах хальхинче усал ӑслӑ пуп ҫине куҫне хаяррӑн чалӑштарса пӑхрӗ те, Дуняшка ан илттӗр тесе, пӑшӑлтатса хуравларӗ:

— Шел, ун чухне ху хутортан тарнӑ, атту пулсан сана хӑвна та, вӑрӑм ҫилхеллӗ шуйттана, кил-ҫуртупа пӗрлех ҫунтарса яраттӑмччӗ! Ӑнлантӑн-и, ну?

Ку ытла та пинет пулса иртнипе анкӑ-минкӗленсе кайнӑ пуп, куҫне хӑвӑрт мӑчлаттарса, Мишка ҫинелле кӑнн! пӑхрӗ. Мишки, ҫамрӑк арӑмне ҫаннинчен кӑрт! туртса: «Кайрӑмӑр!» — терӗ те сиввӗнрех, салтак аттисемпе хыттӑн таплаттарса, алӑк еннелле утса кайрӗ.

Ҫав кичем туйра кӑмӑшка ӗҫмерӗҫ, юрӑсем те янӑратмарӗҫ. Туйра кӗрӳ кӗрнӳкерӗ пулнӑ Прохор Зыков, тепӗр кунне кунӗпех сура-сура ятлаҫса ҫӳрерӗ, Аксиньйӑна тарӑхса каларӗ:

— Ну, хӗрӗм, пулчӗ те туй! Михаил чиркӳре пупа темскер лаплаттарса хучӗ те, старикӗн тути-ҫӑварӗ те чалӑшса ларчӗ! Каҫхи апат вӑхӑтӗнче, куртӑн-и, мӗн пулчӗ? Ӑшаланӑ чӑх какайӗ те турӑх… тумлам та пулин кӑмӑшка кӑларасчӗ эсрел пуҫӗсен! Курмаллаччӗ Григорий Пантелевичӑн йӑмӑкне мӗнле качча панине!.. Пуҫне ярса тытатчӗ! Ҫук, хӗрӗм, ҫитнӗ! Эпӗ урӑхран ҫав ҫӗнӗ туй-шилӗксене каймастӑп та, йытӑ туйӗнче те савӑнӑҫлӑрах, унта хӑть кӗрт аҫисем пӗр-пӗрин тӗкне-ҫӑмне тустараҫҫӗ, ҫуйӗ нумай, кусенче, ав, турра маннӑ шуйттан аҫисен туйӗнче, ни ӗҫни-ҫини, ни тӳпелешни ҫук! Ӗненетӗн-и те, ҫак туй хыҫҫӑн кӑмӑл пӑсӑлнипе, эпӗ ҫӗр ҫывӑраймарӑм: кӗпе айне пӗр йӗкӗр ывӑҫ пӑрҫа пырса ячӗҫ тейӗн, — ҫӗрӗпе хыҫкаланса выртрӑм…

Кошевой Мелеховсен килне пырса кӗнӗ кунранпа хуҫалӑхри ӗҫсем йӑлтах урӑхла йӗркеленчӗҫ: кӗске вӑхӑт хушшинчех вӑл пахча картине майларӗ; ҫеҫенхиртен утӑ тиесе килсе, анкартинче тӑпӑл-тӑпӑл хитре капан туса лартрӗ, айккисене кӗреплепе тураса тикӗслерӗ; тырӑ вырма хатӗрленнӗ май, лобогрейка шӳреткисемпе ҫунаттисене пӑсса ҫӗнӗрен майлаштарчӗ, йӗтеме тӗплӗн хырса тасатрӗ, кивӗ веялкӑна юсарӗ; икӗ вӑкӑра лашапа улӑштарма вӑрттӑн ӗмӗтленсе, ут хатӗрӗсене тӳрлетрӗ. Дуняшкӑна та кун пирки пӗрре кӑна мар каларӗ: «Лаша туянмалла пирӗн. Ку ухват пуҫлӑ апостолсемпе ӗҫличчен хӑть выртса йӑваланса макӑр». Чӑланта вӑл темле ӑнсӑртран пӗр витре шур сӑрӑпа ультрамарин тупрӗ те ҫавӑнтах кивелсе тӗссӗрленнӗ чӳрече хупписене сӑрлама шут тытрӗ. Мелеховсен пӳрчӗ вара, чӳречисен ҫутӑ кӑвак куҫӗсемпе пӑхма тытӑнса, яшланса кайнӑ майлах туйӑнакан пулчӗ…

Тимлӗ те ӗҫчен хуҫа пулчӗ иккен Мишка. Вӑл хӑй чирлине пӑхмасӑр ырми-канми кӑштӑртатрӗ. Кирек мӗн ӗҫре те ӑна Дуняшка пулӑшса пычӗ.

Арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑнма тытӑннӑ хыҫҫӑн кӗске вӑхӑтрах вӑл куҫкӗрет юсанса кайрӗ, хулпуҫҫийӗсемпе пӗҫҫисем кӑштах тулса тачкалнӑ пек пулчӗҫ. Унӑн пит-куҫӗнче, уттинче, ҫӳҫне майласа тӳрлетес манерӗнче те пулин темскер ҫӗнни палӑрма пуҫларӗ. Ӗнтӗ хусканӑвӗсенчи килӗшӳсӗртерех тӳрккеслӗхӗн, ачалла шухӑлӑхпа йӳрӗклӗхӗн тӗсӗ те юлмарӗ. Ӑшӑ кулӑпа ҫуталаканскер тата лӑпкӑланнӑскер, вӑл упӑшки ҫине юратакан куҫсемпе пӑхрӗ, йӗри-таврарине нимӗн те курмарӗ. Ҫамрӑк телейӗн куҫӗ ялан суккӑр ҫав…

Ильиничнӑн чунне вара кунран-кун пӗчченлӗх туйӑмӗ ытларах та ытларах хӗссе ыраттарма пуҫларӗ. Пӗтӗм ӗмӗрне тенӗ пек пурӑнса ирттернӗ кил-ҫуртра вӑл ытлашши ҫын пулса тӑчӗ. Дуняшкӑпа упӑшки хӑйсем валли пушӑ вырӑнта йӑва ҫавӑрнӑ пекех лӑш курмасӑр ӗҫлерӗҫ. Хуҫалӑхра мӗн те пулин тума тытӑниччен вӗсем Ильинична килӗшни-килӗшменни ҫинчен ыйтса та тӑмарӗҫ, канашламарӗҫ те, темшӗн тата вӗсен карчӑка калама та пӗр ӑшӑ сӑмах тупӑнмарӗ. Сӗтел хушшине ларсан ҫеҫ вӗсем унпа ниме пӗлтермен темиҫе сӑмах перкелешсе илчӗҫ, унтан каллех Ильинична хӑйӗн салху шухӑшӗсемпе пӗр-пӗччен юлчӗ. Ӑна хӗрӗн телейӗ савӑнтармарӗ, килте ют ҫын пурри — кӗрӳшӗ уншӑн унчченхи пекех ют пулчӗ — чунне арман чулӗ пек пусахларӗ. Пурнӑҫӗ хӑй те уншӑн инкек кӑна пулса тӑчӗ. Пӗр ҫул хушшинче чӗрешӗн ытла та ҫывӑх темиҫе ҫынна ҫухатнӑ хыҫҫӑн вӑл хурлӑхпа хуҫӑлчӗ, ватӑлса кайрӗ, мӗскӗнленчӗ. Нумай, ахӑртнех, ытлашши те нумай хуйхӑ тӳсме тиврӗ-тӗр унӑн. Вӑл ӗнтӗ унпа кӗрешме хал тупаймарӗ, хӑйӗн тӗшмӗшле сисчӳлӗхӗпе хӑйсен ҫемйине ҫавнашкал тӑтӑш иленме ҫул тунӑ вилӗм Мелеховсен кивӗ пӳрчӗн алӑк урати урлӑ татах та пӗрре ҫеҫ мар ярса пусасса пӗтӗм чунӗпе ӗненсе пурӑнчӗ. Дуняшка качча тухнипе ҫырлахма тивнӗ май, Ильиничнӑн Григорие кӗтсе илесси, ӑна ачисене парса хӑварса, хӑйӗн те яланлӑхах куҫӗсене хупасси килчӗ. Хӑйӗн вӑрӑм та йывӑр пурнӑҫӗнче пайтах хура-шур тӳссе, вӑл ҫавӑн пек канӑҫ курма тивӗҫ илнех ҫав ӗнтӗ.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрах тӑсӑлчӗҫ ҫуллахи вӑрӑм кунсем. Вӗри хӗм тӑкса ҫутатрӗ хӗвел. Анчах Ильиничнӑна унӑн йӗплӗ пайӑркисем ӑшӑтми пулчӗҫ. Вӑл кашни кун крыльца ҫинче, хӗвел чи пӗҫертнӗ вырӑнта, хускалмасӑр, йӗри-таврара мӗн пулса иртнине асӑрхамасӑр сӗнксе ларчӗ. Халӗ унчченхи лара-тӑра пӗлми тимлӗ кил хуҫи карчӑк мар ӗнтӗ вӑл. Унӑн нимӗн те тӑвасси килмерӗ. Ку йӑлтах уншӑн ытлашши кӑна пулчӗ, усӑсӑр та ниме кирлӗ мар пек туйӑнчӗ, ҫитменнине тата, ӗлӗкхи пек ӗҫлеме вӑйӗ те ҫитмерӗ. Вӑл час-часах нумай ҫул хушши ӗҫлесе сусӑрланнӑ аллисем ҫине пӑхса ӑшӗнче калаҫрӗ: «Акӑ ӗнтӗ ӗҫлесе пӗтерчӗҫ те ман аллӑмсем… Канма кайма та вӑхӑт… Нумай пурӑнтӑм эпӗ, ҫитет… Гришенькӑна ҫеҫ кӗтсе илесчӗ…»

Пӗррехинче кӑна, унта та нумайлӑха мар, Ильиничнӑна хаваслӑ туйӑм тытса илчӗ. Станицӑран таврӑннӑ чухне вӗсем патне Прохор пырса кӗчӗ, инҫетрен кӑшкӑрчӗ:

— Мӑкарич ларт, Ильинична кинемей! Ывӑлунтан ҫыру илсе килтӗм!

Карчӑк сӑнран ӳкрӗ. Ун шучӗпе, ҫыру тем тесен те мӗнле те пулин ҫӗнӗ инкекпе ҫыхӑнмаллаччӗ пек. Анчах Прохор ҫурри таран тӑванӗсене салам каланӑ, вӗҫӗнче ҫеҫ вӑл, Григорий, кӗркунне енне киле курма килесшӗн тӑрӑшасси ҫинчен ҫырнӑ кӗске ҫырӑва вуласа парсан, — Ильинична савӑннипе вӑрах хушӑ ним калама та аптӑрарӗ. Унӑн кӗре пичӗ тӑрӑх, питҫӑмартинчи тарӑн пӗркеленчӗксем ҫийӗн вӗтӗ шӑрҫа пек куҫҫуль пӗрчисем йӑпӑртатса юхса анчӗҫ. Вӑл, пуҫне пӗксе, вӗсене кофта ҫаннипе, кӑшӑркка ал тупанӗпе шӑла-шӑла илчӗ, куҫҫуль тумламӗсем вара пичӗ тӑрӑх юхсах тӑчӗҫ, саппунӗ ҫине тумласа, ӑна вӗтӗр-вӗтӗр ӑшӑ ҫумӑр пек йӗрлесе пӗтерчӗҫ. Прохор юратмасть ҫеҫ мар, — вӑл хӗрарӑм куҫҫульне тӳсме те пултараймасть, — ҫавӑнпа та, тарӑхнине пытараймасӑр, питне-куҫне пӗркелентерсе каларӗ:

— Эккей, лӗпӗркесе кайрӑн та-ҫке эсӗ, кинемей! Мӗн тери нумай сирӗн халӑхӑн, хӗрарӑмсен, ҫав епре япала… Савӑнас пулать, макӑрмалла мар. Ну, кайрӑм эпӗ, сывӑ пулса юл! Ним рехечӗ те ҫук маншӑн сан ҫине пӑхса ларма.

Ильинична астуса илчӗ, тытса чарчӗ.

— Ҫавӑн пек хыпаршӑн, ырӑ ҫыннӑм… Мӗнле-ха капла эпӗ… Чим-ха, кӑштах хӑналам сана… — ҫыхӑнусӑр мӑкӑртатрӗ вӑл, чылайранпа упранса пурӑннӑ кӑмӑшка кӗленчине арчаран кӑларнӑ май.

Прохор, сак ҫине ларса, мӑйӑхне шӑлкаласа илчӗ.

— Эсӗ ӗҫетӗн-и манпа савӑнӑҫ ятне? — ыйтрӗ вӑл. Унтан ҫавӑнтах шикленерех шухӑшларӗ: «Ну, каллех ак темле шуйттан чӗлхерен туртрӗ! Шӑпах пая кӗрет те ак, унта, ав, кӑмӑшки те пӗрре шӑршламалӑх кӑна…»

Ильинична ӗҫме килӗшмерӗ. Вӑл ҫырӑва типтерлӗн хуҫлатса турӑ кӗтессине хучӗ, анчах, тем аса илсе-тӗр, каллех каялла илчӗ, аллинче тыткаласа тӑчӗ те хӗве чикрӗ, чӗри ҫумне пӑчӑртарӗ.

Дуняшка, хиртен таврӑнсан, ҫырӑва вӑрахчен вуларӗ, унтан йӑл кулса илчӗ те хаш! сывласа ячӗ:

— Ах, часрах килсе ҫиттӗрччӗ хӑть! Атту эсир, анне, хӑвӑра хӑвӑр палламалла мар улшӑнтӑр.

Ильинична ҫырӑва кӗвӗҫӳллӗн ун аллинчен тытса илчӗ, каллех хӗве пытарса чикрӗ те, кулкаласа, хӗрӗ ҫине йӑлтӑртатакан куҫӗсене хӗсерех пӑхса каларӗ:

— Мана ӗнтӗ йытӑсем те асӑрхамаҫҫӗ, вӗсем те вӗрми пулчӗҫ — кӗҫенни, ав, аса илчӗ амӑшне! Ав мӗнле ҫырать вӑл! Атте ячӗпе, Ильинична тесе, хисеп туса чӗннӗ… Хаклӑ аннене тата хаклӑ ачамсене пуҫ тайса саламлатӑп, тесе ҫырать, сан ҫинчен те манман… Ну, мӗн кулатӑн-ха? Ухмах эсӗ, Дуняшка, тӑр-ухмах!

— Вара ӗнтӗ, анне, ман кулма та юрамасть пулӗ? Эсир ӑҫта кайма хатӗрленетӗр ҫак?

— Пахчана тухса ҫӗрулми купалас пулӗ.

— Эпӗ ыран хамах купалатӑп, ларӑсӑрччӗ килте. Е эсир чирлетӗп тесе ӳпкелешетӗр, е ак ҫавӑнтах ӗҫ те тупрӑр.

— Ҫук, эпӗ каятӑп… Савӑнӑҫ ман, пӗччен пулас килет, — терӗ те ним тунмасӑр Ильинична ҫамрӑк ҫын пек тутӑрне вӑр-вар пуҫӗ ҫине уртса ячӗ.

Пахчана кайнӑ чухне ҫула май Аксинья патне кӗчӗ, малтанах ячӗшӗн тенӗ пек кирлӗ-кирлӗ мар ӗҫсем ҫинчен сӑмахлакаласа ларчӗ, унтан ҫыру кӑларчӗ.

— Пирӗнни ҫыру ячӗ, хӗпӗртеттерчӗ амӑшне, кӗркунне курма килессе шантарать. Кӳр-ха, кӳршӗм, вуласа пар та, эпӗ те тепре итлем.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Аксиньйӑн тӑтӑшах ҫав ҫырӑва вулама тиврӗ. Ильинична ун патне каҫсерен пыра-пыра ларчӗ, тутӑрпа типтерлӗн чӗркесе ҫыхнӑ сарӑ конверт кӑларса, ассӑн сывласа сӗнчӗ:

— Вула-ха, Аксиньюшка, темскер ӑш вӑркать паян, тата тӗлӗкре те ӑна пӗчӗк чухнехине, шкула кайичченхине куртӑм…

Вӑхӑт иртнӗҫем черниллӑ кӑранташпа ҫырнӑ саспаллисем сарӑлса тӗссӗрленчӗҫ те, нумай сӑмах пачах вуламалла мар пулса ҫитрӗ, анчах Аксиньйӑшӑн ку пӗртте йывӑр пулмарӗ: ҫырӑва час-часах вуланӑран ӑна вал ним пӑхмасӑрах калама пӗлекен пулчӗ. Ҫӳхе хут ҫӗтӗлсе пӗтнӗ хыҫҫӑн та Аксинья пӗтӗм ҫырӑва юлашки йӗрки таранччен пӗр такӑнмасӑр каласа пачӗ.

Тепӗр икӗ эрнерен Ильинична хӑйне тӑруках япӑх туйрӗ, Дуняшка авӑн илнӗ ҫӗрте ӗҫлерӗ, ҫавӑнпа та Ильинична ӑна ӗҫрен уйӑрасшӑн пулмарӗ, анчах хӑй апат та пӗҫереймерӗ.

— Тӑраймастӑп эпӗ паян. Эсӗ хӑвах ӗнтӗ мӗнле те пулин йӳнеҫкеле, — сӗнчӗ вӑл хӗрне.

— Сирӗн мӗн ыратать, анне?

Ильинична кивӗ кофтин пӗрмечисене аллипе шӑлкаласа якатрӗ, куҫне ҫӗклемесӗр хуравларӗ:

— Пурте ыратать… Манӑн пӗтӗм ӑшчик пӗтсе ҫитнӗ пуль ӗнтӗ. Ҫамрӑкрах чух ҫӗре кӗнӗ аҫу тарӑхатчӗ те тытӑнатчӗ мана тӳпелеме… Чышкисем тимӗр пекехчӗ ун… Эрнешер вилнӗ пек ним хускалмасӑр выртаттӑм. Халӗ те ак ҫаплах: пурте сурса ыратать, такам хӗнесе пӗтернӗ пек…

— Тен, хвершӑл патне ярас Михаила?

— Кирлӗ мар, мӗнле те пулин хамах тӑрӑп ура ҫине! Ильинична тепӗр кунне чӑнах та тӑчӗ, картишӗнче уткаласа ҫӳрерӗ, анчах каҫ енне каллех аптраса ӳкрӗ. Пичӗ кӑштах шыҫӑнчӗ, куҫ айӗсем тӑртанса сарӑлчӗҫ. Ҫӗр каҫиччен вӑл, аллисем ҫине тайӑнса, пуҫне темиҫе хутчен кӑпӑш ҫемҫе минтерсем ҫинчен ҫӗклерӗ, сывлӑшӗ ҫитменнипе хӑвӑрт-хӑвӑрт хӑшӑлтатса сывларӗ. Унтан ку иртрӗ. Вӑл месерле лӑпкӑн выртма тата вырӑн ҫинчен тӑма та пултарчӗ-ха. Темиҫе кун пуринчен те темле лӑпкӑн ютшӑнсарах пурӑнчӗ. Унӑн пӗр-пӗччен юласси килчӗ, Аксинья курмалла пек килсе кайнӑ чухне ыйтусем ҫине кӗскен ҫеҫ хуравларӗ, вӑл тухса кайсан тин ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ. Мӑнукӗсем яра куна тенӗ пекех вӑхӑта урамра выляса ирттернӗшӗн тата Дуняшка, хутран-ситрен ҫеҫ кӗркелесе тухса хӑйне тӗрлӗ ыйтусемпе чӑрмантарманшӑн вӑл савӑнчӗ те. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗн курса-тӳссе ирттернисене нумайӑшне аса илес тесе, ӑна пӗр-пӗччен ҫеҫ юлма хистекен вӑхӑт килсе ҫитрӗ. Вӑл ҫурри хупӑ куҫсемпе сехечӗ-сехечӗпе кравать ҫинче хускалмасӑр выртрӗ, тӑртаннӑ пӳрнисем ҫеҫ утиял хутланчӑкӗсене майӗпен кӑштӑртаттаркаласа хыпашларӗҫ, ҫав сехетсенче вара пурӑнса ирттернӗ пӗтӗм кунҫулӗ куҫӗ умӗнчен шӑвӑнса иртрӗ.

Тӗлӗнмелле кӗске те хӑрӑнчӑк килсе тухрӗ иккен ҫав пурнӑҫ, ҫитменнине тата, унта аса та илес килми тертлӗ, хуйхӑ-суйхӑллӑ кунсем-самантсем ытлашши нумай пулчӗҫ. Темшӗн вӑл хӑйӗн асаилӗвӗсемпе, шухӑшӗсемпе ҫине-ҫинех Григорий патне ҫитсе тухрӗ. Тен, ҫакӑ вӑрҫӑ пуҫланнӑранпах унӑн шӑпишӗн пӑшӑрханса шухӑшланӑран тата хӑйне халь пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса тӑраканни те пӗртен-пӗр вӑл ҫеҫ пулнӑран килчӗ-тӗр. Е тата аслӑ ывӑлӗпе упӑшкишӗн хуйхӑрасси вӑхӑт иртнӗҫем мӑкалса, сӳрӗлсе пычӗ-ши, — анчах вӑл вӗсем ҫинчен, вилнисем ҫинчен, сахалтарах аса илчӗ, вӗсем ӑна кӑвак тӗтреллӗ ҫӳхе пӗлӗт витӗр курӑннӑ пек ҫеҫ курӑнчӗҫ. Вӑл хӑйӗн ҫамрӑклӑхне, качча тухнӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫне чун ыйтмасӑр аса илчӗ. Ҫакӑ йӑлтах уншӑн кирлӗ те пулмарӗ; вӑл ӗнтӗ ытла та инҫете тӑрса юлнӑ та, нимӗнле савӑнӑҫ та, ҫӑмӑллӑх та кӳме пултараймарӗ. Вара юлашки асаилӗвӗсенче иртнӗ пурнӑҫӗ патне таврӑннӑ май, вӑл чунӗпе ҫав-ҫавах ҫирӗп те таса юлчӗ. «Кӗҫӗнни» куҫ умӗнче пекех ун асӗнче ытла та яр-уҫҫӑн курӑнса тӑчӗ. Ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнсан, ҫав самантрах вӑл хӑйӗн чӗри хӑвӑрт-хӑвӑрт кӑртлатса тапнине туйма пуҫларӗ. Унтан пырӗнче сывлӑшӗ питӗрӗнсе ларчӗ, сӑнӗ-пичӗ хуралса килчӗ те вӑл нумайшар вӑхӑт тӑнран кайса выртрӗ, анчах сывлӑш ҫавӑрса илсен, каллех ҫав «кӗҫӗнни» ҫинченех шухӑшларӗ. Пултараймарӗ-ҫке-ха вӑл хӑйӗн юлашки ывӑлне манма…

Пӗррехинче ҫапла Ильинична курницӑра выртрӗ. Тулта кӑнтӑрлахи хӗвел йӑлтар-йӑлтӑр ҫутине сапалатчӗ. Тӳпен кӑнтӑр хӗрринчи куҫа шартаракан сенкер кӑвак анлӑшӗнче ҫил ҫилхелентернӗ шурӑ пӗлӗтсем капмаррӑн шӑвӑнса иртетчӗҫ. Чӗмсӗр шӑплӑха шӑрчӑксем пӗр сасӑллӑн, ыйхӑ килтермелле чӑрӑлтатни ҫеҫ хускататчӗ. Тулта, чӳрече айӗнчех, пӳрт никӗсӗ ҫумне хӗсӗннӗ, хӗвел ӗнтсе ярайман курӑк — ҫурри шанса кайнӑ мӑянпа ылмаш-тӗлмешӗн хир сӗллипе шурути ӳсет те, шӑпах ҫавсен хушшинче хӑйсене валли хӳтлӗх вырӑн тупса пӗр вӗҫӗмсӗр авӑтрӗҫ те шӑрчӑксем. Ильинична вӗсем шӑплана пӗлмесӗр чӑрлатнине итлесе выртрӗ, хӗвелпе ӑшӑннӑ курӑкӑн курницӑна варкӑшса кӗнӗ шӑршине туйрӗ те, ун куҫӗ умне август уйӑхӗнчи хӗвел ӗнтсе янӑ ҫеҫенхир, ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатакан тулӑ хӑмӑлӗ, кӑвак янкар карса илнӗ ҫап-ҫутӑ сенкер тӳпе самантлӑха темле тӗлӗкри майлӑраххӑн тухса тӑчӗҫ…

Вӑл армути пусса илнӗ ана сыппинче курӑк ҫисе ҫӳрекен вӑкӑрсене, ҫиелтен шӑналӑк витнӗ урапана куҫ умӗнчи пек курчӗ, шӑрчӑксем янӑравлӑн чӑрӑлтатнине илтрӗ, армутин ӑша лӗклентермелле йӳҫӗ шӑршине сывларӗ… Вӑл хӑйне те — ҫамрӑкскере; кӗрнеклӗскере, чиперскере — курчӗ… Акӑ вӑл урапа патнелле хыпаланса утса пырать. Унӑн ури айӗнче хӑмӑл чӑштӑртатать, ҫара ура хырӑмӗсене тӑрӑнать, вӗри ҫил ҫурӑм тӗлӗнче тарласа йӗпеннӗ, юбка айне майласа чикнӗ кӗпене типӗтет, мӑя вӗтелентерсе пӗҫертет. Унӑн сӑн-пичӗ писев сӗрнӗ пек йӑлкӑшать, юн пырса капланнипе хӑлхисем ҫинҫе хӗлӗхлӗн йӑнласа янӑраҫҫӗ. Вӑл хутлатнӑ аллипе йывӑр, нӑкӑ-нӑкӑ, сӗт карӑнса тулнӑ кӑкӑрӗсене тытать те, ача антӑхса кайса макӑрнӑ сасса илтсе, пушшех васкаса утать, утнӑ ҫӗртех кӗпе ҫухине вӗҫертет.

Урапаран ҫакса хунӑ сӑпкаран кӗре ӳтлӗ пӗчӗкҫӗ Гришаткӑна алла илнӗ чух тути вӗттӗн чӗтресе кулать. Кӗпе айӗнчи хӗресӗн тарпа йӗпеннӗ ҫаккине шӑлӗпе ҫӗклесе, вӑл ӑна йӑпӑр-япӑр кӑкӑр парать, хӑй ҫӑт ҫыртнӑ шӑлӗ хушшипе пӑшӑл-пӑшӑл калаҫать: «Савнӑ ывӑлӑмҫӑм! Маттурскерӗм! Выҫтарса ҫитерчӗ-и сана аннӳ…» Гришатка, ҫаплах-ха кӳренчӗклӗн нӗшӗкле-нӗшӗкле, пӗчӗкҫӗ шӑлӗсемпе чӗчӗ вӗҫне ыраттарса ӗмет. Юнашарах Гришаткӑн хура мӑйӑхлӑ ҫамрӑк ашшӗ ҫава лапаткаласа тӑрать. Аялалла усӑнтарнӑ куҫ хӑрпӑкӗсем айӗпе Ильинична вӑл сасӑсӑр кулкаланине, унтан тата унӑн кӑшт тӑрӑхласарах пӑхакан кӑвакрах куҫ шуррисене курать… Ӑна шӑрӑхпа сывлама йывӑр, ҫамки ҫинчен тар юхса анса питҫӑмартисене кӑтӑклантарать, куҫ умӗнчи ҫутӑ тӗтреленсе, тӗтреленсе килет…

Ильинична, тӑна кӗрсе, куҫҫульпе йӗпеннӗ питне аллипе шӑлса илчӗ те, ҫавӑн хыҫҫӑн нумайччен сывлӑш ҫавӑраймасӑр асапланса, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн анкӑ-минкӗллӗн ансухланса выртрӗ.

Каҫхине, Дуняшкӑпа упӑшки ҫывӑрса кайсан, вӑл, юлашки вӑйне пухса, ура ҫине кӑштӑртатса тӑчӗ, картишне тухрӗ. Кӗтӳрен ҫӗтсе юлнӑ ӗнине вӑрахчен шыраса ҫӳренӗ Аксинья киле таврӑннӑ чух Ильинична, урисене майӗпен шутаркаласа, анкартинелле тайкаланса иртнине курчӗ. «Чирлӗскер, мӗншӗн унта кайрӗ-ха вӑл?» Аксинья, тӗлӗнсе, Мелеховсен пахчипе чикӗллӗ ҫатан карта патне асӑрханса иртрӗ, анкартннелле пӑхрӗ. Тӳперен тулли уйӑх ҫутатать. Ҫеҫенхир енчен кассӑн-кассӑн тӳлек ҫил вӑшӑлтатса вӗрет. Улмуринчен чул кӳтексемпе тикӗсленсе якалнӑ ҫара йӗтем ҫине ҫӑра мӗлке ӳкет. Ильинична аллисемпе картаран тытнӑ та ҫеҫенхирелле, тырӑ ҫулакансем чӗртнӗ, таҫти инҫетри пӗчӗкҫӗ ҫӑлтӑр пек мӗлтлетсе ҫунакан кӑвайт еннелле пӑхса тӑрать. Аксинья унӑн уйӑх сенкеррӗн ҫутатакан тӑртаннӑ питне, карчӑксем ҫыхакан хура шаль тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ шурӑ ҫӳҫ пайӑркисене лайӑхах курчӗ.

Ильинична тӗксӗммӗн сарӑлса выртакан кӑвак ҫивиттиллӗ ҫеҫенхир еннелле чылайччен пӑхса тӑчӗ, унтан хуллен, вӑл кунта юнашарах тӑнӑ пек, кӑшкӑрса чӗнчӗ:

— Гришенька! Чунӑмҫӑм! — Унтан шӑпланчӗ те хальхинче урӑх, хулӑн та вӑйсӑр сасӑпа каларӗ:  — Тӗпренчӗкӗм!

Калама ҫук чун тӑвӑнса килнипе тата ытла та хӑранипе Аксинья, шартах сиксе, пӗтӗм кӗлеткипе ҫӳҫенсе илчӗ, унтан вӑрт ҫеҫ карта ҫумӗнчен пӑрӑнчӗ те килнелле кӗрсе кайрӗ.

Ҫав каҫхине Ильинична хӑй кӗҫех вилессине, вилӗм ӗнтӗ ун пуҫелӗкӗ патнех пырса тӑнине ӑнланчӗ. Тул ҫути килнӗ чух вӑл, арчаран Григорий кӗпине кӑларса, минтер айне чӗркесе хучӗ: хӑйӗнне те, вилсен тӑхӑнтартмаллисене, юлашки сывлӑшӗ тухнӑ хыҫҫӑн хӑйне тумлантарма кирлӗ ҫи-пуҫне хатӗрлерӗ.

Ирхине Дуняшка, яланхи пекех, амӑшне курма кӗчӗ. Ильинична Григорин типтерле чӗркесе хунӑ кӗпине минтер айӗнчен кӑларчӗ, сӑмах чӗнмесӗр ӑна Дуняшка еннелле кӑнтарчӗ.

— Мӗн ку? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Дуняшка.

— Гриша кӗпи… Пар упӑшкуна, тӑхӑнтӑр, хӑйӗн, кивӗскер, тар касса ҫурӑлса та тухрӗ пулӗ… — терӗ аран илтӗнмелле Ильинична.

Дуняшка арча ҫинче амӑшӗн хура юбки, кӗпипе хулӑн пиртен ҫӗленӗ пушмакӗсем — вилнӗ хӗрарӑмсене нихҫан таврӑнми инҫе ҫула ӑсатнӑ чух тӑхӑнтаракан пӗтӗм ҫи-пуҫ таврашӗ выртнине курчӗ, — курчӗ те шурса кайрӗ.

— Мӗн ҫак эсир, анне, вилсен тӑхӑнмалли япаласене туртса кӑларнӑ? Пуҫтарса хурӑр, туршӑн та, вӗсене! Турӑ ҫырлахтӑрах, ир-ха халь сире вилӗм ҫинчен шухӑшлама.

— Ҫук, вӑхӑт ӗнтӗ ман… — пӑшӑлтатса илчӗ Ильинична. — Ман черет… Ачасене асту, пӑх Григорий таврӑниччен… Эпӗ ӑна кӗтсе илейместӗп те пулмалла… Ах, кӗтсе илейместӗп!..

Хӑйӗн куҫҫульне Дуняшка ан куртӑр тесе, Ильинична стена еннелле ҫаврӑнса выртрӗ те пичӗ ҫине тутӑр витсе хучӗ.

Тепӗр виҫӗ кунтан вӑл вилчӗ. Ильиничнӑпа пӗр ҫулсенчи хӗрарӑмсем унӑн ӳтне ҫурӗҫ, тумлантарса курницӑри сӗтел ҫине вырттарчӗҫ. Каҫхине вилнӗ ҫынпа сывпуллашма Аксинья пычӗ. Вилсе выртнӑ пӗчӗкҫӗ карчӑкӑн чиперленсе кайнӑ сивлек сӑн-питӗнче вӑл чӗрӗ чухнехи мӑнаҫлӑ та ҫирӗп Ильиничнӑна аран палласа илчӗ. Унӑн сарӑ тӗс ҫапнӑ сивӗ ҫамкине тутипе сӗртӗннӗ май, Аксинья карчӑкӑн шурӑ тутӑрӗ айӗнчен тухса кайнӑ, хӑй пӗрре кӑна мар курнӑ, вырта пӗлми кӑвак ҫӳҫ пайӑркисемпе каснӑ-лартнӑ ҫамрӑк хӗрӗнни пек пӗчӗк те ҫаврака хӑлха ҫунаттине асӑрхарӗ.

Дуняшкӑпа килӗшсе, Аксинья ачасене хӑй патне илсе кайрӗ. Вӗсене — чӗмсӗр ҫӗн вилерен хӑраса ӳкнӗскерсене — вӑл апат ҫитерчӗ те ҫывӑрма пӗрле вырттарчӗ. Тӑван ҫыннӑн хӑй ҫумне икӗ енчен ҫӑт ҫыпҫӑнса лӑпланса выртнӑ ачисене ыталанӑ май, ӑна темле тӗлӗнмеллерех туйӑм тытса илчӗ. Мӗнпе те пулин йӑпатас, вилнӗ асламӑшӗ ҫинчен шухӑшлама парас мар тесе, вӑл вӗсене хӑй пӗчӗк чухне илтнӗ юмахсене ярса пачӗ. Юлашкинчен шӑппӑн, сӑмахсене юрланӑ майлӑ тӑсарах, тӑлӑх Ванюш ҫинчен калакан юмаха каласа пӗтерчӗ:

Хуркайӑксем — аппасем,
Шурӑ-шурӑ акӑшсем,
Ҫунатсене сарӑсӑр,
Мана лартса кайӑсӑр,
Мана лартса кайӑсӑр,
Тӑван ҫӗре, инҫене,
Аттен улма пахчине…

Вӑл юмаха каласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ, ачасем тикӗссӗн те лӑпкӑн сывласа выртни хӑлхине килсе кӗчӗ, Мишка, пичӗпе ун хулпуҫҫийӗ ҫумне ҫӑтах тӗршӗнсе, кравать хӗрринче ҫывӑрать. Аксинья, хулпуҫине хуллен шутарса, ачан каҫӑртса хунӑ пуҫне тӳрлетрӗ, унтан сасартӑк чӗрине ним шелсӗр тунсӑх ҫӗҫӗпе каснӑ пек ыраттарма пуҫланине, пыра темскер хытӑ япала капланса хӑпарнине туйрӗ. Вӑл, ӗсӗклесе макӑрас килнипе пӗтӗм пӗвӗпе чӗтренсе, йывӑррӑн та хурлӑхлӑн йӗрсе ячӗ. Аллисем ҫинче Григорий ачисем ҫывӑраҫҫӗ те, вӗсене вӑратасран вӑл куҫҫульне те шӑлма пултараймарӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней