Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлместӗн (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫине пӗлместӗн.

Меры не знаешь.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шӳте пӗлместӗн.

Шуток не понимаешь.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эсӗ те ҫав, ҫавна пӗлместӗн!

— Эх, ты, не знаешь!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ вӗт… эсӗ ху мӗнле ҫын пулнине ху та пӗлместӗн!..

Да ты… ты просто даже не знаешь, какой ты есть человек!..

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ку вӑл — асаплантармалли пӳлӗме кӗрес умӗнхи тапхӑр, — унтан заключеннӑйсем йынӑшни, кӑшкӑрни илтӗнет, эсӗ унта хӑвна мӗн кӗтнине пӗлместӗн.

Это преддверие застенка, откуда слышатся стоны и крики узников, и ты не знаешь, что ждет тебя там.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

— Эсӗ пӗлместӗн эппин? — терӗ те нимӗҫ хӗрарӑмӗ, унӑн пичӗ ҫине малтан темӗнле хӗрлӗ панчасем тухрӗҫ, унтан вӑл пӗтӗмпех ҫӗр ҫырлинчен тунӑ супӑнь тӗслӗ пулса тӑчӗ.

– Ты не знаешь? – сказала немка, и лицо её сначала покрылось пятнами, а потом стало сплошь тёмно-розовое, как земляничное мыло.

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Эсӗ пӗлместӗн?

– Ты не знаешь?

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Мана пӗлместӗн, палламастӑн эс, чӑн та, темле вӑрӑ-хурах-ха эп, те шанчӑклӑ ҫын-ха?

Ты права, ты меня не знаешь, со мной не знакома, а вдруг я и на самом деле вор и грабитель, а вдруг я не надёжный человек?

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Масштаблӑ шутлама пӗлместӗн эс.

Ты не умеешь мыслить масштабно.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Путлӗ каласа пама та пӗлместӗн.

И рассказать ничего не можешь.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

— Эсӗ те пӗлместӗн.

— И ты не знаешь.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Ӗҫӗ ҫинчен те эсӗ пурне те пӗлместӗн.

То есть мало знаешь об этом деле.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эсӗ мана пӗлместӗн, — терӗ вӑл.

— Не знаешь ты меня.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Тупӑшатӑп, пӗлместӗн тесе.

— Знаешь ты, как же!

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Ним те пӗлместӗн. Эп ырӑ шухӑшпа…»

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Пухӑва-мӗне тухса калаҫа пуҫласан, ӑнах эсӗ пӗр япала та пӗлместӗн, ухмах тесе ҫӑвар та уҫтарман.

Помоги переводом

Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/

7. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ мӗн тунине эсӗ халӗ пӗлместӗн, кайран ӑнланса илӗн, тенӗ.

7. Иисус сказал ему в ответ: что Я делаю, теперь ты не знаешь, а уразумеешь после.

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Иисус ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ — Израиль вӗрентекенӗ-ҫке, мӗнле-ха ҫакна пӗлместӗн?

10. Иисус отвечал и сказал ему: ты - учитель Израилев, и этого ли не знаешь?

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет, унӑн сассине те илтетӗн, анчах вӑл ӑҫтан килнине, ӑҫталла кайнине пӗлместӗн: Сывлӑшран ҫуралакан кирек хӑш ҫынпа та ҫапла пулать, тенӗ.

8. Дух дышит, где хочет, и голос его слышишь, а не знаешь, откуда приходит и куда уходит: так бывает со всяким, рожденным от Духа.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп. 17. Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн. 18. Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр. 19. Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн. 20. Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ. 21. Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм. 22. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».

16. Но, как ты тепл, а не горяч и не холоден, то извергну тебя из уст Моих. 17. Ибо ты говоришь: «я богат, разбогател и ни в чем не имею нужды»; а не знаешь, что ты несчастен, и жалок, и нищ, и слеп, и наг. 18. Советую тебе купить у Меня золото, огнем очищенное, чтобы тебе обогатиться, и белую одежду, чтобы одеться и чтобы не видна была срамота наготы твоей, и глазною мазью помажь глаза твои, чтобы видеть. 19. Кого Я люблю, тех обличаю и наказываю. Итак будь ревностен и покайся. 20. Се, стою у двери и стучу: если кто услышит голос Мой и отворит дверь, войду к нему, и буду вечерять с ним, и он со Мною. 21. Побеждающему дам сесть со Мною на престоле Моем, как и Я победил и сел с Отцем Моим на престоле Его. 22. Имеющий ухо да слышит, что Дух говорит церквам.

Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней