Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

айӑпа (тĕпĕ: айӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Айӑпа кӗрес-мӗн пулсан, ку тире сӳсе илет, кӑмӑлӗ ҫаврӑнсан, ҫӗннине ҫӗлесе ярать», — ҫапла сӑмах ҫӳренӗ ун чух Голубов йышши командирсем пирки.

Про таких, как Голубов, говаривали: «Этот по вине шкуру спустит, а по милости другую нашьет».

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей аран-аран пуҫне ҫӗклерӗ, Кондратьева курсан, айӑпа лекнӗ ҫын пек, йӑл кулчӗ те гимнастеркине тӳрлетме пуҫларӗ:

Сергей поднял голову и, увидев Кондратьева виновато улыбнулся и стал оправлять гимнастерку.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Вӑл тем урӑххи ҫинчен калама кирлине туйса илчӗ те Сергей ҫине темле именсе пӑхрӗ, тутисем айӑпа кӗнӗ ҫыннӑн пек чалӑшрӗҫ.

— Он почувствовал, что надо сказать что-то другое, посмотрел на Сергея с каким-то смущением, губы, похоже на обиженного человека, скосились.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей каласа пӗтереймерӗ, хурлӑхлӑн, айӑпа кӗнӗ ача пек, Кондратьев ҫине пӑхрӗ.

Сергей не договорил и с грустью, как провинившийся подросток, посмотрел на Кондратьева.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӑмах ыйтатӑп та калатӑп: «Ҫапла, юлташсем, эпӗ айӑплӑ, сирӗн умӑрта эпӗ хам айӑпа йышӑнатӑп, сирӗнтен ыйтатӑп…»

Возьму слово и скажу: «Да, товарищи, я виноват, я признаю свою ошибку перед вами и прошу…»

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Крымов ҫарӗнчи чаҫсен командирӗсемпе делегачӗсем айӑпа йышӑнса каҫару ыйтма Зимний Двореца пыма тытӑнаҫҫӗ.

С повинной потекли в Зимний дворец делегации и командиры частей крымовской армии.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӗсем взвочӗпех вӗт-ха… пурсӑмӑра та пере-пере пӑрахатчӗҫ, — айӑпа кӗнӗ пек ас тутарса каларӗ хорунжи-пулеметчик.

— Ведь их целый взвод… перестреляли бы, — виновато заметил хорунжий-пулеметчик.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Айӑпа йышӑнса каялла таврӑнма шутласан, мӗн тумалла-ха?» — шикленерех шухӑшларӗ Иван Алексеевич, шинелӗпе лайӑхрах витӗнсе.

«Что, ежели одумаются и пойдут с повинной?» — не без тревоги подумал Иван Алексеевич, умащиваясь под шинелью.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темиҫе кунтан хулари тата ҫарти паллӑ ҫынсемпе ытларах явӑҫакан офицерсем хушшинче тепӗр хыпар тухрӗ: Корнилов Вӑхӑтлӑх правительствӑна фронтра айӑпа кӗнӗ ҫынсене судпа вӗлермелле тӑвас йӗркене ҫӗнӗрен ӗҫе ярас тата ҫар шӑпипе вӑрҫӑ ҫӗнтерӗвне татса памалли ӗҫсене хӑюллӑн пурнӑҫлас тӗлӗшпе хистеме пуҫланӑ имӗш.

Через несколько дней среди офицеров, общавшихся с более широкими кругами гражданского населения и военных, передавались упорные слухи, что будто бы Корнилов жмет на Временное правительство, требуя восстановления смертной казни на фронте и проведения многих решительных мероприятий, от которых зависит участь армии и исход войны.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Крючков юлхавлӑн ҫӗкленчӗ, шафран пек хӑмӑр карланкине тӑсса, тӗве евӗр пӗкӗрӗлчӗ те, чӗн пиҫиххине салтса, айӑпа кӗнӗ казак патне утса пычӗ.

Крючков лениво подымался, шел к проштрафившемуся, по-верблюжьи сутулясь, вытягивая кадыкастую шафранно-смуглую шею, на ходу снимал пояс.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакӑн пек йӗрке йышӑннӑ: 1913-мӗш ҫулта ҫара илнӗ казак айӑпа кӗрет пулсан, ӑна вунвиҫӗ хутчен чӗн пиҫиххипе ҫаптараҫҫӗ, 1914-мӗш ҫулхине — вунтӑватӑ хутчен.

Было установлено так: провинившемуся казаку призыва 1913 года — тринадцать пряжек, 1914 года — четырнадцать.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗншӗн эсӗ стариксем патне пырса та пӑхмастӑн? — терӗ старик, ун умӗнче хӑй айӑпа кӗнӗ майлӑн, Наталие куҫӗсемпе именчӗклӗн виҫсе илсе.

— Ты чего ж к старикам не заглянешь? — смущенно обегая ее глазами, заговорил старик, словно сам был виноват перед Натальей.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

1877 ҫулхи турккӑ вӑрҫинче пулнӑ, Чурко генерал ҫумӗнче ординарец пулса пурӑннӑ, унтан темле айӑпа кӗнӗ те, ӑна каялла полка тавӑрса янӑ.

Участвовал в турецкой кампании 1877 года, состоял ординарцем при генерале Гурко, попал в немилость и был отослан в полк.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эсӗ мана айӑпа ан хур…

Ты извиняй…

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Вӑт, куратӑн ӗнтӗ хӑвах, — терӗ Черевик, Грицько еннелле ҫаврӑнса пӑхса, — сан умӑнта айӑпа кӗнӗшӗн асап кӑтартать пуль ӗнтӗ турри.

— Вот, как видишь, — продолжал Черевик, оборотясь к Грицьку, — наказал бог, видно, за то, что провинился перед тобою.

XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тухтӑр айӑпа кӗнӗ ҫын сассипе хирӗҫ тавӑрса каларӗ:

Доктор ответил виноватым голосом:

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫывӑрнӑ, ку питӗ аван, — хавассӑн каларӗ Ольга Николаевна, Озеров патнелле пырса тата хӑй ун умӗнче нимле айӑпа та туймасӑр.

— Спали, и очень хорошо, — весело отозвалась Ольга Николаевна, подходя к Озерову и не чувствуя перед ним никакой вины.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лена аса илчӗ те айӑпа кӗнӗн кӑшкӑрса ячӗ:

Лена спохватилась, воскликнула виновато:

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пирӗн айӑпа пула ҫеҫ.

Только по нашей вине.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эпӗ айӑплӑ, парторганизацин секретарӗ пулса, хам айӑпа йышӑнатӑп…

— Я виноват и, как секретарь парторганизации, сознаю…

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней