Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Вӑл патша ҫине пӑхса каланӑ: «ҫынсемпе хуҫаланма влаҫ пур тесе эсӗ, ҫӗрсе пӗтмеллискер, ху мӗн тӑвас тенине тӑватӑн; анчах пирӗн йӑха Турӑ пӑрахнӑ тесе ан шухӑшла. 17. Кӗтсех тӑр, эсӗ те Унӑн аслӑ вӑйне курӑн: Вӑл сана хӑвна та, санӑн вӑрлӑхна та хаса парӗ» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна пӑхса тӑма Амелсара хушнӑ пулнӑ, ӑна вара Даниил ҫапла каланӑ: 12. эсӗ хӑвӑн чурусене вунӑ кун хушши сӑнаса пӑхсамччӗ: ӗҫме-ҫиме пире пахчаҫимӗҫ те шыв кӑна паччӑр; 13. кайран пирӗн сӑн-пите тата патша ӗҫми-ҫимипе тӑранса пурӑнакан яш ачасен сӑнне танлаштарса пӑхӑн та хӑвӑн чурусемпе мӗн тумаллине курӑн вара, тенӗ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мана тата каларӗ: этем ывӑлӗ, куратӑн-и? пӑх-ха, вара эсӗ тата хӑрушӑрах ирсӗр ӗҫсем курӑн, терӗ.15. и сказал мне: видишь ли, сын человеческий? обратись, и еще увидишь большие мерзости.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мана тата каларӗ: ҫаврӑнса пӑх-ха, вара вӗсем тата хӑрушӑрах ирсӗр ӗҫсем тунине курӑн, терӗ.13. И сказал мне: обратись, и увидишь еще большие мерзости, какие они делают.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫаврӑнса пӑх-ха, эсӗ тата хӑрушӑрах ирсӗр ӗҫсем курӑн, терӗ.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа сут тунӑ чухне, сана хаяррӑн вӗлернӗ чухне хӑвӑн таврари халӑхсем умӗнче эсӗ ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑл курӑн, вӗсемшӗн тӗслӗхпе сехре хӑппи вырӑнне пулӑн — ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм; 16. Эпӗ вӗсем ҫине вӗсене пӗтерекен выҫлӑхӑн хаяр сӑннисене ярсассӑн, вӗсене сире пӗтерме ярсассӑн, сирӗн хушшӑрти выҫлӑха вӑйлатсассӑн, ҫӑкӑр тӗрекне аркатсассӑн, 17. сирӗн ҫине выҫлӑхпа тискер кайӑксене ярсассӑн, сана ачусемсӗр тӑратса хӑварӗҫ; сан ҫийӗн хӗн-суранпа юн иртӗ, сана хӗҫӗмпе тӗллӗп; ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй ачамсем! хӑвӑра Турӑран ҫитнӗ ҫилле чӑтса ирттерӗр: сана тӑшман хӗсӗрлерӗ, анчах эсӗ кӗҫех вӑл пӗтнине курӑн, ун мӑйӗ ҫине урупа пусӑн.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хурал картишӗнче хупса усранӑ чухне Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 16. кай та Авдемелех эфиопа кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: халӗ Эпӗ ҫак хула ҫинчен Хам мӗн каланине вырӑна килтерӗп, анчах ырри мар, усалли лекӗ вӗсене, эсӗ ӑна ҫав кунах курӑн; 17. анчах ҫав кун Эпӗ сана ҫӑлса хӑварӑп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ ху хӑракан ҫынсен аллине лекмӗн.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Санӑн мӗнпур кӗтӳҫне ҫил вӗҫтерсе кайӗ, тусусем тыткӑна лекӗҫ; ун чухне эсӗ пӗтӗм усал ӗҫӳсемшӗн намӑса юлӑн, мӑшкӑл курӑн.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакна курӑн та хӗпӗртесех ӳкӗн, чӗрӳ кӑртлатса илӗ, анлӑн тапма пуҫлӗ, мӗншӗн тесессӗн тинӗс пуянлӑхӗ санӑн пулӗ, халӑхсен пурлӑхӗ сан патна килӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Манӑн сӑваплӑ кунӑмра шӑматкуна уяса уруна хӑвӑн еккӳ хыҫҫӑн кайма тытса чарсассӑн, шӑматкуна хӑвӑн савӑнӑҫу, Ҫӳлхуҫанӑн таса, чыслӑ кунӗ тесессӗн, ӑна чысласа аллуна кулленхи ӗҫе тытмасассӑн, кӑмӑлу хыҫҫӑн каймасассӑн, сӑмах-юмах вакламасассӑн, 14. эсӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ савӑнӑҫ курӑн, Эпӗ сана ҫӗр тӳпине хӑпартӑп, Иаков аҫу ҫӗрӗн ҫимӗҫӗпе тӑрантарӑп: ҫакна Ҫӳлхуҫа чӗлхи-ҫӑварӗ каланӑ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Санӑн куҫу Патшана илемлӗн те чаплӑн курӗ, Эсӗ аякри ҫӗре те курӑн.17. Глаза твои увидят Царя в красоте Его, узрят землю отдаленную;
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Чуруна ӗҫлеттер — ху канӑҫ курӑн; аллине ӗҫрен пушат ҫеҫ — вӑл ирӗке пӑхма пуҫлать.26. Занимай раба работою - и будешь иметь покой; ослабь руки ему - и он будет искать свободы.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хӗрӳсем пур-и санӑн? вӗсем сывӑ, тӗрӗс-тӗкел ӳсчӗр тесе тӑрӑш, вӗсен куҫне савӑнӑҫлӑ сӑн-сӑпатпа ан курӑн.26. Есть у тебя дочери? имей попечение о теле их, и не показывай им веселого лица твоего.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тусран тӑшман пулса ан тӑр: усал ят илсе эсӗ намӑс ҫеҫ курӑн; икӗ чӗлхеллӗ ҫылӑх ҫын ҫапла тӑвать.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ хӑвӑн тавӑҫна татса пама тӑрӑш, анчах тепӗр ҫын вӑрттӑнлӑхне ан пӗлтер: 10. ҫынни эсӗ пӗлтернине илтӗ те — вара сирӗлми намӑс курӑн.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑлӑх хӑйне валли ҫурт лартнӑ, унӑн ҫичӗ юпине чутласа якатнӑ, 2. парне выльӑхӗ пуснӑ, эрехне шӗветнӗ, сӗтел ҫине хатӗрленӗ; 3. вара тарҫисене хула тӳпемӗсенчен халӑха ҫапла йыхравлама янӑ: 4. «айваннисем, кунталла ҫаврӑнӑр!» Катӑк ӑслине вӑл ҫапла каланӑ: 5. «килӗр, манӑн ҫӑкӑрӑма ҫийӗр, шывпа шӗветнӗ эрехӗме ӗҫӗр; 6. ӑссӑрлӑха пӑрахӑр та — пурӑнӑр, ӑстӑн ҫулӗпе ҫӳрӗр!» 7. Сӗмсӗр ҫынна ӑс парӑн — мӑшкӑла юлӑн, усал ҫынна ӳпкелӗн — намӑс курӑн.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Елиуй малалла каланӑ: 2. кӑштах тӑхта-ха — курӑн акӑ: Турӑ ҫинчен каламалли татах пур-ха манӑн.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Товит каланӑ ӑна: ан хурлан, тӑванӑм; чиперех, сывӑ пуҫпах кайса килӗ вӑл, хӑвӑн куҫупах курӑн ӑна, 22. мӗншӗн тесессӗн ырӑ Ангел унпа пӗрлех ҫӳрӗ; унӑн ҫулӗ ырӑ, ӑнӑҫлӑ пулӗ, вӑл сывӑ халлӗн ҫавӑрӑнса килӗ, тенӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Михей каланӑ: эсӗ ҫакна пытанас тесе пӳлӗмрен пӳлӗме чупкаласа ҫӳренӗ кунхине курӑн акӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.