Поиск
Шырав ĕçĕ:
Курӑн, епле тирӗ сана ман хӗҫ!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ сана шухӑшлама виҫӗ кун паратӑп, халӗ ман куҫ умне те ан курӑн, тенӗ — Иван Петрович.Даю тебе три дня на размышление, а покамест не смей на глаза мне показаться.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗ сана темӗн туса тӑкӑп, ху ӗмӗрне те шухӑшламаннине курӑн.Да знаешь ли ты, что я с тобою сделаю то, чего ты и не воображаешь.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Сана йывӑр пулнӑ, анчах эсӗ ҫапах та ӗмӗтне пурнӑҫлама пултарнӑ, — тесе шухӑшларӗ вӑл. — Мана вунӑ хут йывӑртарах, анчах та курӑн акӑ: эпӗ санран юлмастӑп».
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Машинӑпа ҫӳресе курӑн хуть.
5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ан кулян, судра курӑн.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
— Курӑн, хӑвнах начар туса хуран.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Анчах эсӗ тата пӑртак тӳссе пурӑнсан, — акӑ хӑвах курӑн, ҫав пурӑнӑҫ санӑн кӑмӑлна кайӗ.А ты попробуй, потерпи еще немножко, может, тебе даже понравится.
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Тӑхта-ха, курӑн.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Юрӗ, тӑхта-ха, курӑн унта мӗн пулассине, унӑн ӗҫӗ ҫапах та Мефф Поттерӑнни пекех пӗтсе ларнӑ ӗнтӗ.— Ладно, вот увидишь, ее дело пропащее, все равно помрет, и Мэф Поттер тоже помрет.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫӑтса пӑх-ха — курӑн.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
40. Иисус ӑна ҫапла калать: ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и Эпӗ сана? тет.40. Иисус говорит ей: не сказал ли Я тебе, что, если будешь веровать, увидишь славу Божию?
Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫавна хирӗҫ Никодима каланӑ: эсӗ те Галилейӑран мар-и-ха? тӗпчесе тух-ха, Галилейӑран пророк тухманнине курӑн вара, тенӗ.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӗрарӑмсен юрӑхсӑр халапӗсенчен пӑрӑн, сӑваплӑ пурӑнма вӗрен, хӑвна ҫав тӗлӗшпе тӗреклӗлентер: 8. ӳте тӗреклӗлентернинчен усси нумаях мар, сӑваплӑ пурӑнсассӑн пур тӗлӗшпе те усӑ курӑн, хальхи пурӑнӑҫра та, ҫитессинче те пама пулнине илӗн.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Асийӑри хӑш-пӗр пуҫлӑхсем те, Павелпа туслӑ тӑракансем, ун патне ҫынсем ярса: «эсӗ театрта ан курӑн» тесе систернӗ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Икӗ питлӗскер! малтан хӑвӑн куҫӑнти пӗренене кӑлар, вара тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине курӑн.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Иисус ӑна, ҫийӗнчех каялла ярса, хытарсах каланӑ: 44. асту, никама та нимӗн те ан кала; ху чӑнласах сывалнине вӗсене ӗнентерме священника кайса курӑн та ху тасалнӑшӑн Моисей кӳме хушнине кӳр, тенӗ.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Икӗ питлӗскер! малтан хӑвӑн куҫӑнти пӗренене кӑлар, вара тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине курӑн.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эхер те Ҫӳлти Турӑ сана ҫав вӑхӑтчен пурӑнса ҫитме парсассӑн, виҫҫӗмӗш тапхӑр хыҫҫӑн эсӗ вӑйлӑ пӑлхану курӑн: ҫӗр варринче сасартӑк хӗвел ҫутатса ярӗ, кӑнтӑрла уйӑх тухӗ; 5. йывӑҫ ҫинчен юн тумласа тӑрӗ, ӗнтӗ чул та сас парӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ, ҫӑлтӑрсем хӑйсен ҫулне улӑштарӗҫ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл вара мана ҫапла хуравларӗ: мӗн чухлӗ ытларах пурӑнӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах хӑват курӑн, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче хӑйӗн вӗҫнелле хӑвӑрттӑн васкать, 27. тӳрӗ ҫынсем хӑйсене малашне пама пулнине пурӑннӑ чухне илме пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче суялӑхпа, усал ӗҫпе тулса ларнӑ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.