Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ис 60

Раздел: Библи –> Исаия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 10:43

Предложений: 23; Слово: 445

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эй Иерусалим, ҫӗклен, ҫутал: санӑн ҫуту ҫитрӗ, сан ҫийӗн Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тухрӗ. 2. Акӑ ӗнтӗ ҫӗре тӗттӗм хуплӗ, халӑхсене сӗмлӗх хуплӗ; сан тӗлӗнте вара Ҫӳлхуҫа ҫуталса тӑрӗ, сан ҫийӗн Унӑн мухтавӗ ҫитӗ. 3. Вара халӑхсем санӑн ҫуту патне, патшасем сан ҫийӗн ялкӑшса тухакан ялтӑрав патне килӗҫ. 4. Куҫна ҫӗкле те тавралла пӑхса ил: вӗсем пурте пухӑнаҫҫӗ, сан патна килеҫҫӗ; санӑн ывӑлусем аякран килеҫҫӗ, санӑн хӗрӳсене алӑ ҫинче ҫӗклесе килеҫҫӗ. 5. Ҫакна курӑн та хӗпӗртесех ӳкӗн, чӗрӳ кӑртлатса илӗ, анлӑн тапма пуҫлӗ, мӗншӗн тесессӗн тинӗс пуянлӑхӗ санӑн пулӗ, халӑхсен пурлӑхӗ сан патна килӗ. 6. Пӗтӗм ураму тулли тӗве — Мадианран, Ефаран килнӗ пӗр курпунлӑ тӗве — пулӗ; сан патна Савӑра пурӑнакансем ҫитӗҫ, ылтӑнпа латӑн илсе килӗҫ, Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхне пӗлтерӗҫ. 7. Кидарӑн мӗнпур сурӑхне пухӗҫ сан патна; Неваиоф такисем саншӑн усӑллӑ пулӗҫ: вӗсене — Маншӑн кӑмӑллӑ парнене — парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хурӑн, вара Эпӗ мухтавлӑхӑн Ҫуртне мухтава кӑларӑп. 8. Камсем вӗсем — пӗлӗтсем пек, кӑвакарчӑнсем хӑйсен йӑви патне вӗҫнӗ пек вӗҫеҫҫӗ? 9. Ҫапла, Мана утравсем кӗтеҫҫӗ, кунталла Фарсис карапӗсем ишеҫҫӗ, вӗсем санӑн аякри ывӑлусене, ывӑлусемпе пӗрлех вӗсенӗн ылтӑн-кӗмӗлне санӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ячӗпе, Израиль Святойӗн ячӗпе илсе килеҫҫӗ — Вӑл сана мухтава кӑларчӗ.

10. Вара ют халӑхсен ывӑлӗсем санӑн хӳмӳсене хӑпартӗҫ, вӗсенӗн патшисем саншӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ: Эпӗ сана ҫиллӗм килнӗ чухне пӗтерсе тӑтӑм, халӗ саншӑн кӑмӑллӑ пулӑп, саншӑн ырӑ пулӑп. 11. Санӑн хапхусем яланах уҫӑ тӑрӗҫ, сан патна халӑхсен пурлӑхне тиесе килмешкӗн, вӗсен патшисене илсе ҫитермешкӗн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те хупӑнмӗҫ вӗсем. 12. Ӗнтӗ саншӑн ӗҫлесе тӑма килӗшмен халӑхпа патшалӑхсем пӗтеҫҫӗ, ун пек халӑхсем пуҫӗпех тӗп пулаҫҫӗ. 13. Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма илем кӳмешкӗн сан патна Ливан мухтавӗ — кипарис, хыр, вӗсемпе пӗрлех кедр та — килӗ, вара Эпӗ Хамӑн ура саккине мухтава кӑларӑп. 14. Хӑвна пусмӑрласа тӑнисен ывӑлӗсем сан патна пӗр хирӗҫмесӗр килӗҫ, санран мӑшкӑлласа кулнисем пурте санӑн уру умне ӳкӗҫ, сана Ҫӳлхуҫа хули, Израиль Святойӗн Сионӗ тейӗҫ. 15. Сана пӑрахса хӑварнӑччӗ, сана кураймастчӗҫ, ҫавӑнпа сан урлӑ никам та ҫӳреместчӗ, ун вырӑнне сана ӗмӗрлӗхех асла кӑларӑп, ӑруран ӑрӑвах телейлӗ тӑвӑп. 16. Эсӗ халӑхсен сӗчӗпе тӑранса пурӑнӑн, патшасен кӑкӑрне ӗмӗн, вара Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвна Ҫӑлаканӗ иккенне, хӑвна Хӑтараканӗ, Иаковӑн Вӑйлӑскерӗ иккенне пӗлӗн.

17. Пӑхӑр вырӑнне сана ылтӑн, тимӗр вырӑнне кӗмӗл, йывӑҫ вырӑнне йӗс, чул вырӑнне тимӗр кӳрсе тӑрӑп; тӑнӑҫлӑх санӑн пуҫлӑху пулӗ, сана пӑхса тӑраканӗ тӳрӗлӗх пулӗ. 18. Санӑн ҫӗрӳ ҫинче пусмӑр ҫинчен, санӑн хутлӑхунта ҫаратни-аркатни ҫинчен сас-хура илтӗнмӗ урӑх; вара эсӗ хӑвӑн хӳмусене Ҫӑлӑнӑҫ тейӗн, хӑвӑн хапхусене Мухтав тейӗн. 19. Ӗнтӗ хӗвел саншӑн кӑнтӑрлахи ҫутӑ пулмӗ, уйӑх та сана ҫутатмӗ; санӑн ӗмӗрлӗх ҫуту Ҫӳлхуҫа пулӗ, хӑвӑн Турру санӑн мухтаву пулӗ. 20. Ӗнтӗ хӗвелӳ нихӑҫан та анмӗ, уйӑху та пытанмӗ: ӗмӗрлӗх ҫутӑ саншӑн Ҫӳлхуҫа пулӗ, хурлӑхлӑ кунусем иртсе кайӗҫ.

21. Санӑн пӗтӗм халӑху тӳрӗ халӑх пулӗ, ҫӗре — Эпӗ лартнӑ хунава, Ман аллӑмсен ӗҫне — Мана мухтава кӑлармашкӑн ӗмӗрлӗхе еткере вӑл илӗ. 22. Сахаллинчен — пин, чи халсӑрринчен вӑйлӑ халӑх пулӗ. Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑртах пурӑнӑҫа килтерӗп.

Сайт:

 

Статистика

...подробней