Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗҫӗмсӗр калаҫатпӑр, калаҫса пӗтерейместпӗр.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ Мартын старик башни айӗнче, Катя вуланӑ вӑхӑтра ун ҫинелле пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхса тӑтӑм.Я стоял под башней старца Мартына и смотрел на Катю все время, пока она читала.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ хамӑн вӗҫӗмсӗр ҫырӑвӑма ҫыра-ҫыра вуласа тухатӑп, каллех ҫыратӑп.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
1913 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласах пӑрпа пӗрле пӗр вӗҫӗмсӗр ҫурҫӗрелле куҫать».и с октября 1913 года беспрестанно движется на север вместе с полярными льдами».
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Валька вара пӗр вӗҫӗмсӗр калаҫрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсен сасси, пӗр-пӗринпе хутшӑнса, пӗр вӗҫӗмсӗр чӑрлату пулса, чуна пӑшӑрхантарса илтӗнет.Их стрекот слился одну длинную, нескончаемую заунывную трель.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ун пек чух эпир Расщепей пурӑнакан пӳрте пухӑнаттӑмӑр, вара вӗҫӗмсӗр калаҫу пуҫланатчӗ.Тогда мы собирались в избе, где жил Расщепей, и начинались бесконечные рассказы.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Шурса кайнӑ вӑл, хӑлхисем хӗрлӗ, чӳрече ҫине ларнӑ, хисепсене вӗҫӗмсӗр ӳстере-ӳстере шутлать.Бледный, с красными ушами, он сидел на окне и все умножал и умножал без конца.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Май килнӗ-килмен, пӗр вӗҫӗмсӗр Антипьевна патне чупса кӗретчӗ: «Мадам, же ву при, водкӳ» (сирӗнтен ыйтатӑп эрех), — тет вара.То и дело, бывало, к Антипьевне забежит: «Мадам, же ву при, водкю».
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эппин канӑҫсӑр юратас туртӑм мар ӗнтӗ ку: вӑл пире ҫамрӑк яшӑ ҫулӗсенче ҫеҫ асаплантарать, хамӑра тӳсме пултарайман хӗрарӑм шыраса тупиччен пӗр хӗрарӑмран тепӗр хӗрарӑм патне пӑрса ярать вӑл: вара эпир пӗр хӗрарӑма ҫеҫ юратма пуҫлатпӑр — чӑн-чӑн, вӗҫӗмсӗр юрату пуҫланать, математика енӗпе илсен, ӑна эпир пӗр пӑнчӑран тӗнче тӑрӑх тӳрремӗн ӳкекен йӗр пек туса кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр; ҫав йӗрӗн вӗҫне ҫитмешкӗн пур пӗрех май ҫук.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Майлӑ вӑхӑт пуласса кӗтетӗп, Грушницкий, мӗлке пекех, княжна хыҫҫӑн йӗрлесе пур ҫӗрте те ҫӳрет: вӗсем вӗҫӗмсӗр калаҫаҫҫӗ, хӑҫан вӑл ӑна йӑлӑхтарса ҫитерӗ-ши?
Майӑн 21-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эсир калаҫса чарӑнатӑр кӑна, вӑл хӑй сӑмахне пуҫарса ярать те вӗҫӗмсӗр калаҫать.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Стена хӗрринче тинӗс ҫыранӗ чӑнкӑ анать, аялта вара вӗҫӗмсӗр шавласа тӑракан тӗттӗм кӑвак хумсем чӳхенеҫҫӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах та вӑл маншӑн фронтри вӗҫӗмсӗр вӑрӑм та кукӑр-мӑкӑр ҫулсем хушшинче ҫухалчӗ, иксӗмӗрпе те туслӑ пулнӑ лётчиксем те, официальнӑй документсем те мана Алексей Петрович Маресьева тупма пулӑшаймарӗҫ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Документсем уҫҫӑн кӑтартса пани умӗнче каялла чакма тытӑннӑскер, Совет Союзӗн айӑплаканӗ панӑ ыйтусемпе стена ҫумне хӗсӗнсе ларнӑскер, «Германин иккӗмӗш наци» ирӗксӗрех, шӑл витӗр, манӑн Тӑван ҫӗршывӑн вӗҫӗмсӗр анлӑ хирӗсенчи ҫапӑҫусенче, Хӗрлӗ Ҫар хыттӑн пыра-пыра ҫапнипе фашизмӑн унччен никама парӑнман темӗн пысӑкӑш ҫарӗ мӗнле арканса пыни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Малалла кайнӑ танксем хыҫҫӑн, ҫулсем тӑрӑх, инҫетренех курӑнмалла тусан йӑсӑрлантарса, моторизованнӑй артиллери, бензоцистернӑсен вӗҫӗмсӗр колоннисем, тракторсем туртса пыракан ремонтнӑй мастерскойсен темӗн пысӑкӑш фургонӗсем, брезентпа витнӗ грузовиксем шунӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Капитан Чесловӑн эскадрильинчи самолётсем ҫӗре анса ларсан, лётчиксен урисем айӗнчи ҫӗр чӗтресе тӑчӗ, снарядсем вӗҫӗмсӗр ҫурӑлнипе таврара ним илтӗнмерӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывлӑш вӑл кун тӗрлӗ курӑксен шӑршипе, тусан тата вӗриленсе кайнӑ ҫӗр шӑршипе тулнӑ пулнӑ, курӑк айӗнче каҫса кайсах шӑрчӑксем чӗриклетнӗ, таҫта тӳпере, ҫумкурӑкӗ пусса илнӗ хуйхӑллӑ уй ҫинче, ҫӳлте, тӑрисем хӑйсен вӗҫӗмсӗр юррисене шӑрантарнӑ, ҫавӑнпа та йӗкӗт часах нимӗҫ самолёчӗсем ҫинчен те, хӑрушлӑх ҫинчен те манса кайрӗ те, хӑйӗн ҫав тери кӑмӑллӑ та уҫӑ сассипе ҫав кунсенче фронтра пурте юратнӑ юрра, — хӑйӗн ҫӗрпӳртӗнче ларакан ҫар ҫынни инҫетри савнийӗ пирки тунсӑхланине палӑртакан юрра, юрлама тытӑнчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Фронтра ҫакӑн пек пысӑк та чаплӑ ӗҫсем пулса пынӑ чух, фронт ҫийӗнчи пӗлӗтре ҫав тери хӑватлӑ ҫапӑҫусем пулнӑ вӑхӑтра, пӗчӗкҫеҫ учебнӑй самолётсем ҫинче шӑрчӑк пек чӗриклетсе ҫӳресси уншӑн халь госпиталь коридорӗ тӑрӑх куллен кун калле-малле вӗҫӗмсӗр ҫӳренисенчен те, хӑйӗн шыҫса кайнӑ, ҫав тери ыратакан урисемпе мазуркӑсем тата фокстротсем ташланинчен те йывӑртарах пулнӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Малта йывӑрлӑхсемпе чӑрмавсем нумай пулнӑ: рапорт ҫырмалла, хаяр подполковника аттестатсене мӗнле майпа ҫухатни ҫинчен ӑнлантармалла; ку шкулта, ҫынсем вӗҫӗ-хӗррисӗр пырса тӑрса ҫавӑн пекех вӗҫӗмсӗр кайса тӑнӑ пирки йӗркесӗрлӗхсем пулнипе, апата начартарах ҫитернӗ, курсантсем кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ хыҫҫӑнах каҫхи апат ҫинчен ӗмӗтленме тытӑннӑ; вӑтам шкул ҫуртӗнче — вӗҫекен состав валли вӑхӑтлӑха тунӑ общежитире — трубасем ҫурӑлнипе тӳсме ҫук сивӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та Алексей малтанхи каҫхине одеялпа сӑран реглан айӗнче ҫӗрӗпех чӗтресе выртрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950