Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗрчӗ (тĕпĕ: ӗлкӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вилнӗ пек шурса кайнӑ, тутинчен хӗрлӗ юн кӑпӑклантаракан Штокман пӗр минута яхӑн, тытӑнчӑклӑн иклете-иклете, сӗтел ҫинче тапкаланса тӑчӗ, пӗтсе пыракан юлашки вӑйне, юлашки ҫирӗплӗхне пухса, кӑшкӑрса ӗлкӗрчӗ:

А в это время Штокман, со вспузырившейся на губах розовой кровицей, судорожно икая, весь мертвенно-белый, с минуту раскачивался, стоя на ломберном столе, и еще успел выкрикнуть, напрягши последние, уходящие силы, остаток воли:

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аникушка шӑл йӗрме те ӗлкӗрчӗ:

Аникушка уже смеялся.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑшӗ-пӗри ҫакӑн пек те чееленсе хӑтланчӗ: хӗвел анас чух, ут ҫине утланса, сотня тӑракан вырӑнтан сикӗпе тухса вӗҫтерчӗ те, вӑтӑр е тата хӗрӗх ҫухрӑмах тӗпӗртеттерсе кайса, каҫхи шуҫӑм сӳннӗ тӗле килне ҫитсе те ӗлкӗрчӗ.

Но кое-кто ухитрялся и так: солнце на закате — выезжал с места стоянки сотни, придавливал коня наметом и, отмахав верст тридцать, а то и сорок, на исходе вечерней зари был уже дома.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Григорий вӗсем хӗснине сирсе янипе пӗрлех пит ҫирӗпех мар иккӗмӗш дивизие те, вӑл йышӑннӑ участока ҫуран тата утлӑ сотньӑсем ярса, пулӑшу пама ӗлкӗрчӗ.

Но Григорий успевал не только отражать натиски противника, но и пособлять менее устойчивой 2-й дивизии, перебрасывая на помощь ей пешие и конные сотни.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий улшӑннӑ сасӑпа хыттӑн: «Со-о-отньӑсе-ем!..» тесе ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — ҫав самантрах пиншер лаша ури, вӑрт кӑна каялла ҫаврӑннӑ чух юр хыттине тӗпретсе-ватса, хӗрлисем хыҫӗнчен тапса сикрӗ.

Григорий только что успел крикнуть сорвавшимся голосом: «Со-о-от-ни!..» — как тысячи конских ног, взрыхляя на крутом повороте снег, повернулись и пошли вдогон.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Степка Астахов лашине хӳринчен тытса ӗлкӗрчӗ… хӑтӑлчӗ тарса, манӑн май килмерӗ…

— Степка Астахов за хвост своего коня поймал… ускакал, а мне вот не пришлось…

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий юланутӑн ҫӳлелле ялтах ҫӗкленӗ аллинче темле хура япала йӑлтӑртатнине курчӗ, вӑл персе яриччен юр ҫине ӳксе ӗлкӗрчӗ; ӳкнӗ чух кӑшкӑрчӗ:

Григорий увидел вороную штуку во вскинутой вверх руке всадника, успел до выстрела упасть; падая, крикнул:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Христос ҫӑлтӑр! — кӑшкӑрса хӑварма ӗлкӗрчӗ вӑл хапха еннелле утса килекен кил хуҫине.

Спаси, Христос! — успел крикнуть он подходившему к воротам хозяину.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тата Мишка ҫатан карта хыҫӗнчен юланут мӗлтлетсе иртнине курса ӗлкӗрчӗ.

И еще успел увидеть Мишка, как из-за плетня мелькнула фигура конного.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫ пулса ҫитес умӗн вӑл вите умне хывӑх тӑкса хӑварнӑшӑн тата шыв валашки ҫумне шӑннӑ пӑра катса тасатманшӑн Дуняшкӑна хирсе илме те, Степан Астаховсен сысна аҫи шӑтарнӑ ҫатан картана питӗрме те ӗлкӗрчӗ.

Он уже успел за короткий предвечерний час и Дуняшку выругать за то, что мякину просыпала у катуха и не выдолбила льда из корыта, и лаз заделать, пробитый в плетне боровом Степана Астахова.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кошевой чӗлпӗре картах туртса утне аран-аран аякалла пӑрса ӗлкӗрчӗ.

Кошевой рванул лошадь в сторону и едва-едва успел проскочить.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка унӑн аллине маларах ярса илме ӗлкӗрчӗ; алӑ сыппи тӗлӗнчен ҫатӑрах пӑчӑртаса, хӑйӗн сӑмахне ҫирӗп тытакан ҫын пек канаш пачӗ:

Мишка поймал его за руку на лету; сжимая в запястье, обещающе посоветовал:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Бунчук ӗлкӗрчӗ наганпа персе яма.

Бунчук успел выстрелить из нагана.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗри ӗлкӗрчӗ кӑшкӑрса хӑварма:

Один успел крикнуть:

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл крыльца ҫинчен анма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — пӳртре арӑмӗ кӑшкӑрса макӑрни илтӗнсе кайрӗ.

Едва лишь спустился с крыльца, — услышал плачущий голос жены.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ыттисем лашисем ҫинчен анса пӗтнӗ тӗле вӑл, крыльца умне ларса, портсигар кӑларма та ӗлкӗрчӗ.

Пока остальные слезали с лошадей, он, усевшись на крыльце, успел достать портсигар.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий курчӗ: Чернецов, шартах сиксе, сулахай аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, хӗҫ пуҫӗ ҫине тӳррӗн пырса ӳкесрен аллипе картласа ӗлкӗрчӗ.

Григорий видел, как Чернецов, дрогнув, поднял над головой левую руку, успел заслониться от удара.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах вӑл маларах ӗлкӗрчӗ: пӗтӗм пӗвӗпе сылтӑмалла ҫаврӑнчӗ те, кукленсе, хӗҫне туртса кӑларчӗ, унтан вӗҫнӗ пек малалла тӑсӑлса ӳксе, хӑрушла вӑйпа Чернецова пуҫран туртса касрӗ.

Но он опередил их; всем корпусом поворачиваясь вправо, приседая, вырвал из ножен шашку и, выпадом рванувшись вперед, со страшной силой рубнул Чернецова по голове.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑватлӑ кӗрлев пӑртак лӑпланма ӗлкӗрчӗ те, Кривошлыков, малтанхи майлах ҫинҫен, янӑравлӑн, йытӑсене кашкӑр ҫине вӗскӗртсе янӑ чухнехи пек вичкӗннӗн кӑшкӑрчӗ:

Едва лишь, немея, простерся оглушительный рев, — так же тонко, заливисто и голосисто, как на травле волка, Кривошлыков крикнул:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вара Ниловна, ывӑлӗ турӑша йышӑнас ҫуккине аса илчӗ те, ун чӗри хытӑ ыратса кайрӗ, вӑл Сергее мар, Иринине ыталаса илсе макӑрса ячӗ, тӗттӗмре, никам курмалла мар, хӑйӗн ватӑ пӗчӗк аллипе иккӗшне те хӗрес хума ӗлкӗрчӗ.

Потом Ниловна вспомнила, что сын ее икону не примет, и от этого ей стало так больно на сердце, что она тихонько всплакнула, прижавшись уже не к Сергею, а к Ирине, и успела тайком, так, что в темноте никто и не заметил, перекрестить их обоих своей маленькой старческой рукой.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней