Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эпӗ ку, анне, — терӗ именчӗклӗн Андрей, ҫенӗке йӑпшӑнса кӗме хӑтланса.— Это я, маманя, — смущенно сказал Андрей, норовя прошмыгнуть в сени.
XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Иккӗленнипе аптранӑ, ҫӗре ҫывӑрмасӑр ирттернипе ывӑннӑ, сыхласа ларни ним усӑ та парас ҫуккине ӗненсех ҫитме пуҫланӑ Разметнов кил картине йӑпшӑнса кӗчӗ те пӳрт алӑкӗ умӗнче ҫенӗкрен тухакан амӑшне тӗл пулчӗ.
XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах тип вара сиксе ӳксенех вӑл пӗтӗмпех улшӑнса кайрӗ: аҫамне ҫанӑран тӑхӑнчӗ, карабинне аллине тытрӗ, предохранителе куҫарса лартрӗ те, тискер кайӑк пек йӑпшӑнса, йӗри-тавралла ҫивӗччӗн пӑхса, кашни шава тӑнласа, сайра-хутра аялта ирхи кӑвак тӗтре айӗнче пытанса ларакан хутор ҫинелле пӑха-пӑха илсе, тип вар тӗпӗпе сӑрталла утрӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шутласа кӑлартӑм вара: виҫӗ кӗренкеллӗ кире пуканне ал шӑллипе чӗркерӗм те, Поликарп кил картине йӑпшӑнса кӗтӗм, вӑл ан илттӗр тесе, ҫаруран утрӑм, вара, вӑл уссине пӗтӗркеленӗ вӑхӑтра, эпӗ ӑна ӗнсерен пӗтӗм вӑйпа шаплаттартӑм.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗррехинче, уйран таврӑннӑ чух, вӑл хӑй килӗ патне ҫитеспе амӑшӗ юратакан ватӑ кушак, пӗтӗм пӗвепе улӑм ҫине йӑпшӑнса, пӳрт тӑрринче шуса пынине, унтан ҫурри уҫӑ кантӑк хуппи ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе анса, хӳрине пӗтеркелесе, сикме хатӗрленсе ларнине асӑрхарӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ами, капӑр урисемпе вӗттӗн-вӗттӗн пусса, ҫурхи шыв кӳлленчӗкӗ тавра чупать, чупнӑ ҫӗртех темскер сӑха-сӑха илет, аҫи ун хыҫҫӑн чупать, унтан кӑштах чарӑнса тӑрса, пӑрт-парт ҫаврӑна-ҫаврӑна илет, сӑмсине, усӑнчӑк пӗсехине ҫӗре тивертес пекех пуҫне тайса, ҫине тӑрсах кӑлтӑртатать, вара, хӳрине сарса пӑрахса, хӗллехи пекех сивӗ ҫӗр ҫине ӳке-ӳке йӑпшӑнса, каллех хӑвалама пуҫлать.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗлӗнсе-шикленсе ӳкнӗ Ҫӑрттан мучи темиҫе минут хушши пӗр хускалмасӑр, хумханнипе тарласа выртрӗ, унтан пушмакне ярса илчӗ те, будкӑран вӑрӑ кушак пек йӑпшӑнса тухса, урапи патнелле сӗнкӗлтетрӗ.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кунта Давыдов пачах кӗтмен ҫӗртен ӑна Устин пулӑшрӗ: Нечаевӑн самӑр та ҫӳллӗ арӑмӗ патне хыҫалтан йӑпшӑнса пырса, вӑл ӑна самантрах ҫӗклесе илчӗ те, кулакан хӗрарӑм хӑйне ҫапкаланине асӑрхамасӑр та тенӗ пек, ӑна пысӑк урапа патне чупсах ҫӗклесе пычӗ, хыҫала сыхлануллӑн лартрӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫырма енчен вӑл сукмакпа тискер кайӑк пек пӗр сас-чӳсӗр йӑпшӑнса килет.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Яков Лукич, ҫенӗх урлӑ йӑпшӑнса иртнӗ май, амӑшӗ ӑша кайнӑ сасӑпа, аран-аран пӑшӑлтатса: — Яшенька! Тӑван ывӑлӑм! Мӗншӗн?! Шыв та пулин парӑр-ха! — тенине илтрӗ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Яков Лукич вырӑн ҫинчен йывӑррӑн тӑчӗ, арча ҫинчен пысӑк мар ҫӑра вӗҫертсе илчӗ те ӑшӑ ҫенӗхе йӑпшӑнса тухрӗ, амӑшӗ выртса тӑракан пӳлӗм алӑкне питӗрчӗ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем йӑпшӑнса утрӗҫ, уйрӑлас умӗн Половцев Яков Лукича ҫапла каларӗ:Они дошли крадучись, и, перед тем как расстаться, Половцев сказал Якову Лукичу:
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Чарӑнар, тетӗп, тархасшӑн! — илтӗни-илтӗнми пӑшӑлтатрӗ Половцев, ура ҫине тӑрса, хӑй, ерипен йӑпшӑнса пынӑ пек, кравать патнелле утрӗ.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сасартӑк вара вӑл, тӗршӗнсе-пӗкӗрӗлсе, пуҫне плащ ӑшнелле пытарнӑ та, пӳлӗмрен, сехӗрленнӗ шакал пекех, хӑюсӑррӑн йӑпшӑнса тухма тапратнӑ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тӳ-тӳ-тӳ!» — тесе йыхӑрать шӑппӑн, ҫав вӑхӑтрах хӑй арпа купи хыҫӗнче тискер кайӑкла йӑпшӑнса ларать.Тю-тю-тю!» — звал он шепотом, а сам звероподобно таился за мякиной.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав шухӑшпа вӑл ҫур сехете яхӑн сывлама хӑяймасӑр йӑпшӑнса выртать, анчах чӑххисем, юри тенӗ пекех, таҫта, ҫатан карта ҫумӗнче, чакаланса ҫӳреҫҫӗ иккен, арпа купи яхӑнне пыма та шухӑшламаҫҫӗ тейӗн.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫакӑн хыҫҫӑн бригада умӗнче ырӑ ят илтме шут тытнӑ та, ӗнер хутора таврӑнса, унта каҫ выртнӑ, ирхине вара килӗнчен михӗ ҫӗклесе тухнӑ, бригадӑна кайнӑ чух, ҫула май, хуторӑн чи вӗҫӗнче пурӑнакан Краснокутов анкартийӗ енелле пӑрӑннӑ, вӗрлӗк карта урлӑ каҫса шала кӗнӗ те вӑрӑ-хурах пекех арпа купи патне йӑпшӑнса пынӑ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хир чӑххисен шӑршинче пӗр ҫӗре таччӑн ҫыпӑҫса пӗтӗҫнӗ тем тӗрлӗ шӑршӑ сӗвемӗсем те пур, ҫавӑнпа та тилӗ аҫин, ҫавсене шӑршласа тӑранас тесен, тӗмеске ҫинчен анмалла, ҫӑлтӑр пек йӑлтӑртатса выртакан юр ӑшӗнчен урисене кӑлармасӑр, ҫӑмӗ пӑрланнӑ ҫӑмӑл хырӑмне хытхура тӑррисем тӑрӑх сӗтӗрттерсе, пӗр аллӑ чалӑша яхӑн йӑпшӑнса шӑвӑнмалла.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл, хӑй выльӑх пулин те, ана-кӑна чухламалла-ҫке-ха, хӑш вӑхӑтра утӑ ҫинче командировкӑра ҫӳремеллине те, хӑҫан мӑшт кӑна йӑпшӑнса выртмаллине те пӗлмелле…
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпир ҫырма хӗррине пуҫтарӑнаттӑмӑрччӗ те, мучи патнерехри хӑва тӗми хыҫне йӑпшӑнса пырса, кӗпе-йӗмсене хываттӑмӑрччӗ.Соберемся мы на речке, растелешимся вблизу деда за кустиком.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959