Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Куҫӗсем (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах куҫӗсем умӑмрах ун, Тыткӑнлаҫҫӗ ӑс-пуҫа; Чун чӗреме пӑтратса Пӑсаҫҫӗ ман канӑҫа.

Но глаза, что мя пленили, Всеминутно предо мной; Они дух во мне смутили, Сокрушили мой покой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Питҫӑмартийӗсем унӑн хӗп-хӗрлӗ, куҫӗсем ялкӑшса тӑраҫҫӗ.

раскрасневшаяся, с блестящими глазами.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫаплах-ха енчен енне ҫаврӑнкаласа выртатӑп, шыв ӗҫетӗп, тӑра-тӑра ларатӑп, чӗнтӗр пек тӗрленсе шӑннӑ чӳрече куҫӗсем ҫине пӑхатӑп.

а я все ворочался, пил воду, садился на постели, смотрел в замерзшее узорами окно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫӗсем ялкӑшса тӑратчӗҫ, сухалӗ хуп-хура та яп-якаччӗ унӑн.

У него были светлые, глаза, а борода черная и гладкая.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн килте пурте хураччӗ, пӗр йӑмӑк ҫеҫ — сарӑччӗ, куҫӗсем ун сеп-сенкерччӗ, ҫивӗт вӗҫӗсем пӗтӗрӗнсе тӑратчӗҫ.

В нашей семье все были черные, а она – беленькая, с вьющимися косичками, с голубыми главами.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пысӑк та чӗрӗ куҫӗсем выляса ҫеҫ тӑраҫҫӗ.

Живые большие глаза так и бегали.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Чарӑлса кайнӑ куҫӗсем хӑрушшӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хӑй чӗтресе илет те, ӗнерхине аса илнӗ пек пулса, хӑйне пуҫӗнчен ярса тытать.

Выразительные глаза его страшно вращались кругом; порою он вздрагивал и хватал себя за голову, как будто неясно припоминая вчерашнее.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пайтахчен ним те чӗнмерӗмӗр эпир; унӑн ҫав тери хуйхӑллӑ пысӑк куҫӗсем манӑн куҫра темӗскер шанчӑк шыранӑ пек пӑхрӗҫ: шуралса кайнӑ тутисем ӑшшӑн куланҫи пулчӗҫ; чӗркуҫҫи ҫине хуҫлатса хунӑ ҫепӗҫ аллисем те ҫав тери ырхан та витӗрех курӑнаҫҫӗ, эпӗ ӑна ытла хӗрхентӗм.

Мы долго молчали; ее большие глаза, исполненные неизъяснимой грусти, казалось, искали в моих что-нибудь похожее на надежду; ее бледные губы напрасно старались улыбнуться; ее нежные руки, сложенные на коленах, были так худы и прозрачны, что мне стало жаль ее.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пуҫне кӑкӑрӗ ҫине уснӑ та хускалмасӑр ларать; хӑй умне сӗтел ҫине кӗнеке уҫса хунӑ, анчах унӑн пӗр вырантах тӑракан темӗнле тулли хуйхӑллӑ куҫӗсем пӗр страницӑнах ҫӗр хут вуласа тӳхнӑ пек туйӑнаҫҫӗ, шухӑшӗсем вара инҫетре…

Она сидела неподвижно, опустив голову на грудь; пред нею на столике была раскрыта книга, но глаза ее, неподвижные и полные неизъяснимой грусти, казалось, в сотый раз пробегали одну и ту же страницу, тогда как мысли ее были далеко…

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Грушницкий мана катаранах курчӗ те ман пата пычӗ: хӗпӗртенипе унӑн куҫӗсем темӗнле кулӑшла йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Грушницкий, увидав меня издали, подошел ко мне: какой-то смешной восторг блистал в его глазах.

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унӑн лӑпланма пӗлмен пӗчӗк хура куҫӗсем эсир мӗн шухӑшланине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ.

Его маленькие черные глаза, всегда беспокойные, старались проникнуть в ваши мысли.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӗвеланаҫӗнче пилӗк тӑрӑллӑ Бешту кӑвакарса ларать, «палланӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗ» пек, ҫурҫӗр енче перссен ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ евӗрлӗ Машук тӑвӗ ҫӗкленет, ҫак енчи тӳпене вӑл пӗтӗмӗшпех хупӑрласа илнӗ; хӗвелтухӑҫнелле пӑхма савӑнӑҫлӑрах: ман умра аяларахра вӗр-ҫӗнӗ хула тӗрленсе ларать, симлӗ ҫӑл куҫӗсем юхаҫҫӗ, тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑх шавлать, — лере тата, катара, амфитеатр пек кӗпӗрленсе, кӑвакарса, тӗтреленсе тусем тӑсӑлаҫҫӗ, тавра курӑм хӗрринче юрпа витӗннӗ ту тӑррисен кӗмӗл тӗпекӗ тӑсӑлать.

На запад пятиглавый Бешту синеет, как «последняя туча рассеянной бури»; на север поднимается Машук, как мохнатая персидская шапка, и закрывает всю эту часть небосклона; на восток смотреть веселее: внизу передо мною пестреет чистенький, новенький городок, шумят целебные ключи, шумит разноязычная толпа, — а там, дальше, амфитеатром громоздятся горы все синее и туманнее, а на краю горизонта тянется серебряная цепь снеговых вершин.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ҫапла, — терӗ Максим Максимыч каярахпа, нимӗн те пулса иртмен пек кӑтартма тӑрӑшса, тарӑхнӑ май ун куҫӗсем вӑхӑчӗпе куҫҫулӗпе йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ пулин те: — Эпир унпа чӑнах та туслӑччӗ, анчах эпир туслӑ пулни мӗнех тӑтӑр иккен хальхи ӗмӗрте! — терӗ вӑл кулянса.

— Да, — сказал Максим Максимыч наконец, стараясь принять равнодушный вид, хотя слеза досады по временам сверкала на его ресницах, — конечно, мы были приятели, — ну, да что приятели в нынешнем веке!..

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах унӑн куҫӗсем ывӑнчӑклӑн курӑннипе, ачанни пек мар, витӗмлӗн пӑхса тараҫҫӗ.

Но ее глаза выглядели уставшими, и смотрели не по-детски, внушительно.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Лётчикӑн ҫирӗп вӑй-халлӑхне кӑтартакан сарлака сӑн-пичӗ ҫинче ачаш та лӑпкӑ хурлӑх палӑрса илчӗ, куҫӗсем ӑшшӑн та уҫҫӑн йӑлтӑртатрӗҫ, сӑнӗ тӳрех пӗр вунӑ ҫул ҫамрӑкланса кайрӗ, вӑл ҫамрӑк йӗкӗт пекех пулса тӑчӗ.

На широком энергичном лице летчика появилось выражение ласковой, хорошей грусти, глаза засветились тепло и ясно, лицо помолодело сразу лет на десять, стало почти юношеским.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Питӗ лайӑх астӑватӑп: ҫак ҫын хуп-хура та ҫивӗч, цыган куҫӗсем евӗрлӗ куҫсемпе ман ҫине тӳррӗн пӑхса (унӑн куҫӗсенче ачалла сатурлӑхпа нумай тӳссе ирттернӗ ҫыннӑн ӑслӑлӑхӗ пӗрлешсе тӑни палӑрчӗ), кула-кула ҫапла каларӗ мана:

Отлично помню, как, весело глядя мне прямо в лицо живыми черными, цыганскими глазами, в которых непогашенный мальчишеский задор странно сочетался с усталой мудростью бывалого, много пережившего человека, он сказал, улыбаясь.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Алексей хай куҫӗсем умӗнче хӑвӑрттӑн ӳссе пыракан ют самолётсемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмарӗ, шлем наушникӗсенчи янравпа шавсӑр пуҫне нимӗн те илтмерӗ.

Алексей не видит ничего, кроме этих быстро вырастающих перед глазами чужих самолетов, не слышит ничего, кроме звона и треска в наушниках шлема.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сӑнсӑр пит ҫӑмартисем путса анчӗҫ, куҫӗсем тата пысӑкланчӗҫ, тути ҫунать.

бледные щеки впали, глаза сделались большие, губы горели.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗнле куҫӗсем, чӑнах!

Что за глаза!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тутар ачин куҫӗсем йӑлтӑртатса ҫуталчӗҫ.

Засверкали глазенки у татарчонка,

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней