Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Интерес тени пурнӑҫра темӗн чухлех иккен, ӗлӗкрех эп вӗсем ҫинчен сӗмленмен те.

В жизни оказалось много интереснейших вещей, о которых я не имела представления.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна темскер тӗлӗнтерчӗ пулас, вӑл пӗрре ман ҫине, тепре аллинчи иллюстрациллӗ программа ҫине пӑхса илчӗ, хӑйӗнпе юнашаррисене темӗн пӑшӑлтатса каларӗ.

Что-то, видно, поразило ее в моем лице, потому что она вдруг смущенно заглянула в иллюстрированную программку, которую держала, стала что-то шептать своим.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кун пирки эпӗ каҫ выртсан та темӗн чухлӗ куҫҫуль тӑкнӑ.

И я по ночам иногда даже плакала из-за этого.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах темӗн чул тӑрӑшсан та манран саттур юланутҫӑ тухмарӗ.

Но как ни бились, а лихой всадницы из меня не получалось…

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Людмила вара, эпӗ калама пуҫличченех тӗлӗнсе тӑрса, ырми-канми темӗн те пӗр тӗпчет: Расщепейӗн пурнӑҫӗ, хваттерӗ мӗнле, Ирина Михайловна мӗн тӑхӑнать — ӑна пурте кирлӗ.

Людмила неутомимо, заранее уже готовая восторгаться, расспрашивала, как живет Расщепей, какая у него квартира, какие платья носит Ирина Михайловна.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир ун ӗҫ пӳлӗмӗнче ҫур сехет патнелле лартӑмӑр, пире вӑл тем те пӗр кӑтартрӗ: кокос мӑйӑрӗ, бумеранг, папуас сӑннисем, тӗк-ҫӳҫрен тунӑ Инди тумӗсем тата та темӗн чухлӗ япала.

Мы посидели у него в кабинете около получаса, он показывал нам кокосовые орехи, бумеранги, копья папуасов, индейские уборы из перьев — множество интересных вещей.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ахаль кӑна салфетка ун аллинче темӗн те пӗр пулса тӑрать.

И простая салфетка совершала чудеса у него в руках.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл темӗн калать, ман хӑлхана ӗретлӗн кӗмест.

Он что-то говорил мне, но я плохо слышала его.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӗрӗк тӑхӑнсан, пысӑк тутӑр ҫыхсан, эпӗ партизанка Устя хӑех пулса тӑтӑм, темӗн чухлӗ ҫын мана курма пухӑнчӗ.

В тулупчике, повязанная большим платком, я сразу сделалась такой похожей на Устинью-партизанку, что смотреть на меня сбежалось много народу.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Темӗн ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ вӑл, — спиннинг пиркиехчӗ пулӗ, — анчах ыйтмасӑр тытӑнса тӑчӗ те пуҫне ҫеҫ сулса илчӗ.

Он хотел что-то спросить, — должно быть про спиннинг, — но удержался и только кивнул головой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ячейкӑри ытти ачасем унпа юнашар ларатчӗҫ те пикенсех темӗн ҫыратчӗҫ.

Другие ребята из ячейки сидели у нее по бокам и что-то прилежно писали.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуҫӑмра темӗн шавлать те, анчах эпӗ хам ӳкес ҫуккине пӗлетӗп ӗнтӗ.

У меня закружилась голова, но я знал, что не упаду.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах пуҫӑм манӑн ҫурӑлас пек ыратать, хӑлхара темӗн шавлать, Ромашка умӗнче те хам тухса каятӑп тенӗ хыҫҫӑн каймасан, темшӗн юрамасть пек туйӑнчӗ.

Но у меня болела голова, звенело в ушах и почему-то казалось, что теперь, когда я сказал Ромашке, что ухожу, остаться уже невозможно.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫаплах пӑшӑлтатса темӗн шутлатчӗ-ха хӑй, анчах екки кайни халь ӗнтӗ паҫӑрхи пекех марччӗ.

Он все еще считал шепотом, но уже без прежнего азарта:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пушӑ пӳлӗмсем тӑрӑх Ромашка ҫеҫ сулланса ҫӳрет, темӗн шутлать вӑл, — хӑйӗн пулас пуянлӑхне пулӗ, — тата повар кухньӑра апат хатӗрленӗ май юрлать.

Только Ромашка бродил по пустым комнатам и все что-то считал, — должно быть, свои будущие богатства, да повар в кухне готовил обед и пел.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Алӑсем ҫумне темӗн ҫыпҫӑннӑ, пӑхатӑп — сӑрӑ, эпӗ паҫӑр, аптӑранӑ енне, тин ҫеҫ сӗрсе кайнӑ карлӑкран ярса илнӗ-мӗн, ҫакна халӗ ҫеҫ астурӑм.

Руки у меня были липкие, потому что я схватилась руками за свежевыкрашенные перила, только теперь я почувствовала это.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла тума вӑхӑт кирлӗ — ыйтусем темӗн чухлех.

А на это было нужно время — вопросов было очень много.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хулпуҫҫине хӗскелесе темӗн мӑкӑртатрӗ вӑл, пӗррехинче тата хыттӑнах: — Ав мӗнле!

Она что-то бормотала, пожимала плечами и один раз даже сказала громко: — Вот как!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл темӗн урӑххи ҫинчен шутлатчӗ ҫав.

Да, она была чем-то занята.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна эпӗ пурнӑҫӗнче кӑмӑлпа та укҫапа та те темӗн чухлех пулӑшса тӑтӑм.

Неоднократно в течение всей его жизни я оказывал ему как нравственную, так и материальную помощь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней