Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ашшӗсемсӗр вӗсем пачах йӗркерен тухрӗҫ.
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Девяткин пачах салхуланчӗ, вӑл анкарти урлӑ участок ҫинелле пӑхса илчӗ, каллех Санька ҫумне ларса ҫапла пӑшӑлтатрӗ:
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах Андрюшӑна пӑхса ӳстерни, мӗнле усрани унӑн малашнехи пурнӑҫӗ Ванюшкӑпа Машенька пурнӑҫӗнчен пачах уйрӑм пек уншӑн.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эрех-сӑра, кофе ӗҫме пачах тенӗ пек юрамасть, аш таврашӗ, ҫуллӑ е уҫӑ апат ҫиме юрамасть, ун вырӑнне хуллен ҫӳрес пулать, каҫсерен кӑна виҫеллӗ ҫывӑрмалла.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫулла хула тулашне ҫӳреҫҫӗ, Ильин кунӗ — Тар завочӗ патне; пурнӑҫ пек иртсе пырать, пурнӑҫ инкекӗсем мирлӗ пӗчӗк кӗтессене пачах тивмен пулсан, нимле хӑрушӑ улшӑну та ҫук теме пулӗччӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— «Кӑвакарчӑнла ачашлӑхне» пачах манса хӑварнӑ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫхаршийӗсене вӑл те пысӑк шухӑшлӑн, те хурлӑхлӑн пӗркелет, куҫӗсем те ӗлӗкхилле мар, пачах урӑхла туйӑмпа пӑхаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тарантьева, сӗтел хӗрринче лараканскерне, е пачах та памасть, е мӗн чухлӗ парас килнӗ, ҫавӑн чухлӗ тӳпелесе парать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ урӑхла шут турӑм: пачах урӑхла тӑвас пулать, — терӗ вӑл кайран, сассине йӑвашлатса; хӑй Ольгӑн куҫӗсем, тути, вылякан куҫхаршийӗсем мӗне пӗлтересшӗн пулнине ӑнланса илме тӑрӑшрӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсир пачах урӑхла: эсир чӑн-чӑн наукӑсене вӗреннӗ…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах Обломов ӑна ҫыран хӗррине кӑларчех, вара унпа сад тӑрӑх васкаса утрӗ, анчах Ольга, пачах урӑхла, васкамасӑр, ун алли ҫине таянса утрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пилӗк минут хушшинчех Илья Ильича туй ҫинчен никам та нимӗн те каламан, тесе лӑплантарчӗ: акӑ, турра асӑнсан та, турӑш умӗнче каласан та ҫылӑх мар, эпӗ ку хыпара пӗрремӗш хут илтетӗп, терӗ; пачах урӑхла калаҫатчӗҫ, вӑл хӗре барон ҫураҫнӑ тетчӗҫ, терӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ ҫак ҫӗр ҫывӑрса кайма пултарасса пачах шанман, йӑмшак тунсӑхпа ирчченех енчен еннелле ҫаврӑнкаласа ирттерме шутланӑ, ҫавӑнпа, пӳлӗм тӑрӑх пӗр евӗррӗн уткаласа, хама пӑртак та пулин ывӑнтарма тивӗ тесе, ҫиелти тума та хывмарӑм.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫук, кун ҫинчен эсӗ ӗнтӗ луччӗ калаҫу та ан хускат пачах.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтӑн эпӗ хам ӑҫта тата мӗн тума васкаса хыпаланнине те пачах мана-мана кайнӑ; ӑнра пурӗ те темле тӳрлетсе пӗтермелле мар, ухмахла та хӑрушӑ япала пулса иртнине систерекен сӗмлӗх ҫеҫ тӗтреленсе юлнӑ, — уҫҫи-хуппи ҫук сивчир тӗлӗкӗпе аташакан ҫынна тепӗр чух ним сӑлтавсӑрах ҫавӑрса илекен йывӑр сехӗрленӳ евӗр сӗмлӗх.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Сан ватӑ шуйттану мана пачах итлеми пулчӗ: ҫырткаламалли ыйтатӑп — ҫук, эрех ыйтатӑп — эрех те памарӗ.— И твой старый черт совсем от рук отбился: спрашиваю закусить — нету, водки — и той не дал.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ кӑна пачах калас та теменччӗ…
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пачах урӑхла, эпӗ хама хам шеллеместӗп, эпӗ саншӑн пӗтме те хатӗр.— Напротив, я люблю тебя до самоотвержения, если готов жертвовать собой.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга каллех ун ҫывӑхнех пычӗ те пуҫне татах ҫӗрелле усрӗ; вӑл куҫне пачах хупнӑ…Она опять близко подвинулась к нему и наклонила еще голову; веки были опущены совсем…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсир ҫырура ирӗксӗртен каласа хунӑ: эсир, Илья Ильич, хӑвӑра юратакан ҫын мар, эсир ӑна пачах манран уйрӑласшӑн пулнипе ҫырман — эсир ҫапла тӑвасшӑн пулман, мана улталасран хӑранипе ҫапла ҫырнӑ… ҫакна совесть каланӑ, урӑхла пулнӑ пулсан, ҫыру мана кӳрентернӗ пулӗччӗ тата хам мӑнаҫлӑхшӑн эпӗ макӑрман пулӑттӑм!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956