Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мойсей Мойсеич чӗтренсе илчӗ, хаваслӑн ахлатса ячӗ, вара, сивӗ шывран тин ҫеҫ ӑшӑ ҫӗре сиксе тухнӑ пек, кӗлеткипе пӗршӗнчӗ те алӑк патнелле чупрӗ, паҫӑр Соломона чӗннӗ евӗрлӗнех пыр тӗпӗпе кӑшкӑрса ячӗ:
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Шывран сулахай енче ватӑ юман тӑрать, аҫа ҫапнине пула вӑл ҫурри хӑрнӑ.На левом берегу ручья стоял дуб, обожженный ударом молнии и наполовину высохший.
XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ашак таса шывран хӑрать, эпӗ те хӑратӑп…
XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чӗлхи унӑн япшар та ҫивчӗ, каласа кӑтартмалли пулсан, ывӑна пӗлми калаҫать, хӑй тӗллӗн шухӑшласа кӑларма та вӗҫӗ-хӗррисӗр пултарать, итлеме кӑна ан ӳркен, Халим мулӗ хускалчӗ тейӗн: тумлам шывран тинӗс тӑвать, пӗрчӗрен ту купалать, пӗрчӗ пулмасан енчен — унсӑр та питех аптраса тӑракан йышши мар.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Анчах каҫ пуласпа гостиница прислугине шывран туртса кӑларнӑ картуза пӑхма чӗнтернӗ: картуза чӑнласах персе шӑтарнӑ пулнӑ, — пурте ӑна шӑпах хайхи килнӗ ҫын тӑхӑннӑ картуз тесе йышӑннӑ.
I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫӑрттан мучи сулахай урине шывран ваштах туртса кӑларчӗ, шурлӑхри тӑрна пек, сылтӑм ури ҫине тӑчӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Енчен, хӑвӑр ирӗккӗн пупа чӗнсе килсе уя тухма хӑтлансан, эпӗ сирӗн хыҫҫӑн пушар командипе пыратӑп та вара шывран та йӗперех ислениччен насуссемпе шӑваратӑп.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кулса илтӗн акӑ эсӗ, шӑлусем сан — шывран ҫӑвӑнса тухнӑ йӗкӗреш шур путексем пекех, нимле кӑлтӑк ҫук вӗсенчен пӗрин ҫинче те.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кӗреҫипе хӑвӑрт ӗҫлекенскер, шывран кӑларнӑ кӗлентӗрсене кӑмакана пӑрахать те, хатӗррисене ҫаклатса илсе, шӑкӑр-шакӑр урайне ывӑтать: урайӗнче вӗсене ачасем мунчала ҫине тиреҫҫӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Эпӗ халӑха сирме пуҫларӑм, пӑхатӑп та, ҫавӑнтах ҫыран хӗрринче шывран кӑларнӑ ҫын вилли выртать.Разгоняю я народ, а на берегу на песочке утоплый труп мертвого человека.
Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.
Вӑл киммине хӑвӑрт ҫавӑрчӗ те шывран кӑнтарса тӑракан темле хура япала патнелле шутарчӗ.Он круто повернул лодку и направил ее к чему-то черному, высовывавшемуся из воды.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Шӑнса пӑсӑлсан сывалмалли! — кӑшкӑрчӗ шывран Санька.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лешӗ икӗ хутчен те шывран тухма тӑчӗ, анчах кашнинчех ӑна Девяткин тикӗт пек хура пылчӑкпа кӑкӑрӗнчен те хырӑмӗнчен лачлаттарчӗ.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Девяткин, хӑйне пылчӑкпа вараласа, урисене шыва перӗнтерсе, шывран тухакан ачасене пылчӑкпа персе ларчӗ.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вӑл шывран тухрӗ те вӗри хӑйӑр ҫине Федьӑпа юнашар выртрӗ.Потом он вылез из воды и лег рядом с Федей на горячий песок.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каярахпа Алексей Николаевич линкора шывран ҫӗклемелли проекта туса хатӗрлет.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Металл шӑратмашкӑн эпир кислорода шывран илетпӗр вӗт-ха.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Шывран кислород кӑларсан водород юлать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Шывран ҫӳлтех те пулман пирки вӗсене шыв лекнӗ.Эти отверстия находились близко от воды, и в них понемногу она попадала.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Макаров моделе шывран туртса кӑларать те опыта тепӗр хут туса ирттерет.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.