Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шыв илнӗ ҫӗрте пӗчӗк утрава упраса хӑварнӑ пек, хӑй килӗнчи юратнӑ пӗчӗк тӗнчене пур майпа та упраса хӑварма тӑрӑшнӑ вӑл.Он всячески отстаивал, как островок в половодье, любимый мирок своего двора.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ку — боецсем тӑшманран упраса хӑварнӑ, ҫӗр айне партизансем патне илсе аннӑ тинӗс пехотин ялавӗ пулнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хавшаса ҫитнӗ мораль никӗсӗсене хӳтӗлесе тата Китай нацийӗн чысне ӗмӗрлӗхе упраса хӑварас шутпа авалхи Китай ӑсчахӗсен йӑли-йӗркисене чун-чӗререн хисеплеме кирли тата авалхи Мын-цзы философӑн амӑшне тивӗҫлипе чыс тумалли ҫинчен уйрӑм йӗркепе декрет ҫапса кӑларас».
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Чеченецсем хушшинче пурӑнса, казаксем вӗсемпе хурӑнташланса пӗтнӗ тата ту ҫыннисенчен вӗсен йӑли-мехелӗсене, пурнӑҫ йӗркисене, хӑтланкаларӑшӗсене ӳкерсе илнӗ, анчах унта та вырӑс чӗлхине тата кивӗ тӗне ӗлӗкхи пекех тап-таса тытса упраса хӑварнӑ.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чернилпа перосене тата хута эпӗ питех те упраса тыткалама тӑрӑшрӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Чипер ята упраса пурӑнас пулсан, кама шанмалла пулать унӑн?
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Бойчо, эс сывах юлатӑн, сан пек паттӑра турӑ Болгаришӗн упраса хӑварать; чап кӗтет сана, Бойчо… эх, вара мӗнле телейлӗ пулнӑ пулӑттӑм хам та!
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пирӗн патшалӑх политикин тӗллевӗ – вӗсен авалхи пуян культурине, чӗлхине, хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, малалла аталантарасси.
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne
Мастерской вара ҫаплипех ӗҫлесе тӑчӗ, паллах, аслӑланса, аталанса каймарӗ ӗнтӗ вӑл, май килнӗ таран пӗчӗкленсех пычӗ, анчах ҫапах та ӗҫлесех тӑчӗ, эппин нумай вӗреннӗ ҫынсем ырӑ сунни ӑна та аван пулчӗ, ӑна тӗрлӗрен инкек-синкекрен упраса тӑчӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗлӗкхи ҫынсем темиҫе уйӑх ҫеҫ курса, пӗлсе юлнӑ япалана хальхи ҫынсем нумай-нумай ҫулсем хушши упраса пурӑнаҫҫӗ.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунта ӗҫ сирӗн вӑрттӑнлӑхӑрсем уҫӑлнинче мар: вӑрттӑнлӑхсем, мӗнле пулсан та, хаклӑ япаласем, вӗсене пытарма, упраса тӑма манса каймастӑн; ҫитменнине тата вӗсем кашнийӗннех ҫук, нумайӑшӗсен хӑйсен ҫывӑх ҫыннисенчен ним пытармалли те пулмасть.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ ӑна сире парас пулсан, эсир ӑна упраса хӑварасшӑн ӗнтӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чи кирли акӑ мӗнре: хӑвӑр хӗҫ-пӑшалланнӑ ручной тата станковӑй пулеметсене пӗтӗмпех упраса хӑварса, совхозра вӑтӑра яхӑн груз турттармалли автомобиль тытса илсе, Миллерова патнелле хӑвӑрт каяс пулать.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хам тахҫан эскадрон командирӗ пулни ҫинчен калакан хута упраса хӑвартӑм, лайӑх ҫынсем тупӑнчӗҫ, — пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ чӗрех юлтӑм.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лешӗ куна хирӗҫ: «Эпӗ хама тӗрӗс-тӗкелех упраса хӑварасшӑн», тенӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Унпа пӗрле ялта чечек пуҫтарма, кимӗпе ярӑнма — аван; анчах пӗр кун хушшинче вунӑ ҫӗре ҫитмелле — телейсӗрскер!» — хӑй шухӑшне вӗҫлерӗ Обломов, ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса; хӑйӗн ҫавнашкал ниме тӑман шухӑш-ӗмӗт ҫукшӑн, хӑй тертленсе ҫӳременшӗн, акӑ ҫакӑнта хӑйӗн этем тивӗҫлӗхне, канӑҫне упраса выртнӑшӑн хавасланчӗ вӑл.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Крылов системипе таблица туса хатӗрлесе «Орела» шыва путасран упраса хӑвараканни те шӑпах ҫавӑ пулнӑ.Это он создал на «Орле» систему спрямления корабля по методу Крылова.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Эпӗ кайрӑм, Сан сӑнна асӑмра упраса.
Ирхине, шурӑмпуҫ ҫӗкленсессӗн // Максим Ястран. https://chuvash.org/lib/haylav/1917.html
Приказ тӑрӑх Икс докторӑн ӑна та аркатмалла пулнӑ, анчах лешӗ ӑна хӑйӗн валли упраса хӑварма шутланӑ.Его тоже было велено уничтожить. Но доктор решил его сохранить и спрятать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫак сакӑр кун хушшинче те мӗн курса иртни питӗ нумай, унта мӗн асра юлнине упраса тытма чунӑм та йышӑнмарӗ, хам пурнӑҫпа мӗн ҫыхӑннине ҫеҫ ӑсӑмра тытма пултартӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951