Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫил ӗнтӗ чӗрӗ те уҫӑ шӑршӑллӑ сывлӑшпа сывлать.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл кулмасть, вӑл йывӑрран сывлать, хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн та шӑхӑрттарса, кӑвак тутисене вӑл чӗлхипе ҫула-ҫула илет.Он не смеется, он дышит тяжело, часто и со свистом, он облизывает языком синие губы.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл сывлать, унӑн анлӑ та ҫӳллӗ кӑкӑрӗ ҫӗклене-ҫӗклене илет.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑй, власть тӗпренех улшӑнасса, чуна килентерекен юнлӑ тавӑру вӑхӑчӗ ҫитессе чӗререн савӑнса кӗтекенскер, тӗтӗм кӑларса тултарнӑ сывлӑша тӗрӗс тӑрса юлнӑ хӑрах сӑмси ҫунаттине карӑнтара-карӑнтара, лӑкӑрт та лӑкӑрт сывлать.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лаши, тарпа ҫӑвӑннӑ пекех, чӑм шыва ӳкнӗ, аяк пӗрчисене хӑвӑрт-хӑвӑрт карӑнтарса сывлать, сайра хутран пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе йывӑррӑн чӗтрекелесе илет.Конь был мокр, словно вымыт потом, часто носил боками, сотрясался тяжелой нечастой дрожью.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӗпӗрленсе тӑракан халӑх хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ, сухан, махорка шӑршипе сывлать.Толпа пахуче дышала подсолнечным маслом семечек, луком, махрой, пшеничной отрыжкой.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫын кӗтет — хӑй те чухлаймасть вӑл мӗн кӗтнине, ун ӑшӗнче авалхи инстинкт вӑраннӑ, вӑл сывлать, кӗрешӳ ыйтать, икӗ ӳт пӗр-пӗринпе тытӑҫса ӳксе, юн пӗрхӗнсе тухсан, клетка тӗпне, пӑсланса, таткаласа тӑкнӑ этем ӳчӗ ыткӑнсан, хӑрлатнӑ тата кӑшкӑрнӑ сасӑ илтӗнсен, унӑн киленсе чӗтренсе илес килет…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хӗрарӑм тутине тӑп тытса тӑрать, сӑмсапа сывлать, сӑмси шӑтӑкӗсем, урамран кӗрекен шӑршлӑ та ҫара сывлӑша ҫӑта-ҫӑта, чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ; ку ҫын ӗнер ҫинӗ апат ҫинчен аса илнӗ шухӑшпа, тен, хӑҫан та пулин ҫыртса ҫиес ҫӑкӑр татӑкӗ ҫинчен ӗмӗтленнӗ ӗмӗтпе пурӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӑл тӳпенелле хура пӗлӗт пек тӗтӗм кӑларса сывлать те, мӑнтӑрпа аптранӑ тӑранма пӗлми ҫын пек, хашӑлтатать.Он дышит в небо тучами дыма и сопит, как обжора, страдающий ожирением.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Тӗтре ӑшӗнчен, хӑрушшӑн шавласа, калама ҫук пысӑк кӗлеткеллӗ, темскер ҫывхарса тухать; вӑл ҫынсене хирӗҫ йывӑр та шӑршлӑ сывлӑшпа сывлать, ун енчен ҫӑтса яма хатӗр тискер кайӑкӑнни пек хаяр сасӑ илтӗнсе каять.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Тӗмсене сиретӗп те курах каятӑп — шӗшкӗ тӗмӗ ҫумне сӗвенсе, хайхи хӗрарӑм, сарӑ тутӑрли, лара парать, пуҫне хулпуҫҫи ҫине пӑрса хунӑ, ҫӑварне йӗркесӗр карса пӑрахнӑ, куҫӗсем чарӑлса кайнӑ, ухмаха ернӗ ҫынӑнни пек; вӑл аллисемпе пысӑк хырӑмне ярса тытнӑ та майсӑр хӑрушӑ, йывӑррӑн сывлать; хырӑмӗ шӑнӑр туртнӑ евӗр сиккелет; хӗрарӑм, ӑна аллисемпе тытса, кашкӑрӑнни пек сарӑ шӑлӗсене йӗрсе, хуллен йынӑшать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ҫывӑрнӑ чухне ҫын питӗ ырӑ та кӑмӑллӑ; сывлать те йӑл кулать, урӑх ним те ҫук.Во сне человек очень хорош бывает, такой простой; дышит да улыбается, и больше ничего.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл хӑйне-хӑй пит те лайӑх туять, шӑл витӗр шӑхӑркаласа пырать, нӳрлӗ тинӗс сывлӑшне тарӑннӑн ҫӑтса сывлать, йӗри-тавра пӑхкалать, Гаврила ҫине куҫ хывать, ырӑ кӑмӑллӑн йӑл кула-кула илет.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл темен чӑмлать тата йывӑррӑн сывлать.
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
Хашкать хӑй, йывӑррӑн сывлать тата куҫӗсене хытӑ хӗснӗ май йӑмра тымарӗсем айӗнчен темскер туртса кӑларма тӑрӑшать.Он пыхтит, отдувается и, сильно мигая глазами, старается достать что-то из-под корней ивняка.
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
Ачи йывӑрланса ҫитнӗ-мӗн, пичӗ унӑн ҫунса тӑрать, сывласса та йывӑррӑн сывлать.
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах вӑл хӑйшӗн мар, хӑйӗн кофишӗн те мар ассӑн сывлать, хуҫалӑхра хытӑ тӑрӑшма, корица тӳме, соус ӑшне ваниль яма, ҫӑра хӑйма тума май ҫукшӑн мар, акӑ мӗншӗн кулянать: иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ Илья Ильич ҫав ҫимӗҫсене тутанмасть; ун валли кофе чи лайӑх магазинтан пӑтӑн-пӑтӑн илмеҫҫӗ, пӗчӗк лавккаран вунӑ пуслӑх туянаҫҫӗ; хӑйма ҫав лавккаранах илеҫҫӗ, ӗлӗкхилле чухонка килсе памасть; Агафья Матвеевна Обломова ирсерен сӗтеклӗ котлет лартса параймасть, лавккара йӑванса выртнӑ ветчинапа ӑшаланӑ ҫӑмарта лартса парать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ ак, Обломов театра кайсан, е Иван Герасимович патӗнче ытларах ларсан, вӑл ҫывӑраймасть, енчен енне ҫаврӑнкалать, сӑхсӑхать, ассӑн сывлать, куҫӗсене хупать — ҫапах ыйхи ҫук та ҫук!
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӑкӑрӗ йывӑррӑн хӑпарса анать, хӑвӑрттӑн сывлать.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун умӗнче Ольга сӑнарӗ тӑрать, анчах вӑл таҫта инҫетре, тӗтре ӑшӗнче, хӗлхемсӗр, хӑйӗншӗн ют пек; вӑл ҫак сӑнар ҫине именӳллӗн пӑхать те ассӑн сывлать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956