Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

халех сăмах пирĕн базăра пур.
халех (тĕпĕ: халех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ырӑ пуҫлӑха калӑр, эпӗ халех ун патне пыратӑп, — терӗ.

— Передайте его сиятельству, что я сейчас явлюсь.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Паллатӑн пулсан, мана итле: эсир халех пӑшалӑрсене пӑрахса пире парӑнсан, эпӗ сире каҫаратӑп, Билл Аткинса ҫеҫ каҫармастӑп.

Так слушай: если вы немедленно положите оружие и сдадитесь, я обещаю вам пощаду, всем, кроме Билла Аткинса.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Каҫараҫҫӗ пулсан, эпир халех парӑнатпӑр.

Если да, мы сейчас же сдадимся.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсем халех кунта килме пултараҫҫӗ.

Они могли с минуты на минуту пожаловать сюда.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Манӑн пӗтӗм ӑшӑм-чикӗм вӑркаса кайрӗ, мӗскӗне ӗнтӗ халех вӗлереҫҫӗ тесе шухӑшларӑм эпӗ.

Вся кровь застыла у меня в жилах: я был уверен, что несчастный свалится мертвым.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ хам умра мӗн пулса иртнине ҫаплах ӑнланса илеймерӗм-ха, анчах юнлӑ ӗҫ халех пуласси ҫинчен шухӑшласа хӑранипе пӗтӗмпех чӗтрене ертӗм.

Я все еще не понимал, что происходит перед моими глазами, но весь дрожал от ужаса при мысли о том, что сейчас совершится кровавое дело.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсем ку утрав ҫине халех килсен, пысӑк инкек курӗҫ, ку вара ырӑ япала мар, мӗншӗн тесен нушана пула вӗсем харкашса кайӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ.

Если же они приедут на этот остров сейчас, им грозит лютый голод, а это может вызвать у них раздоры и взаимную ненависть.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Ку ӗҫе тума пире виҫсӗмӗре хушӑр, эпир халех чавма тытӑнӑпӑр, мӗн чухлӗ вӑрлӑх парӑр, ӑна пӗтӗмпех акса хӑварӑпӑр.

Поручите это нам троим, мы сейчас же возьмемся за работу и высеем все зерно, какое вы можете уделить для посева.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ, калама ҫук хытӑ ҫилленнӗ пирки, ҫав ҫынҫиенсене халех пырса пӗтерме хатӗр пултӑм пулин те, ҫиллӗме шӑнарса, йывӑҫ патне вӑрттӑн пытӑм.

Хотя я был так сильно разгневан, что мне хотелось кинуться на людоедов в тот же миг, даже не думая о возможных последствиях, я обуздал свою ярость и пробрался тайком к дереву.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Сӑрт ҫинчен чупса антӑм та: ҫав юнӗҫен тискер кайӑксем ҫине халех тапӑнса, вӗсене пӗтерсе тӑкмалла, терӗм эпӗ Эрнене.

Я сбежал с горы и сказал Пятнице, что необходимо возможно скорее напасть на этих кровожадных людей.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл чӗтресе илчӗ, тайкаланчӗ, халех ӳкес пек туйӑнчӗ.

Он задрожал, зашатался, и мне даже показалось, что он сейчас упадет.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах эпӗ ӑна ун пек тума юраманнине, вӑл ытла та ирсӗр шухӑш пулнине алӑсемпе паллӑ туса ӑнлантартӑм, каланине итлемесен, сана халех вӗлеретӗп, тесе хӑратрӑм.

Но я снова показал ему всевозможными знаками, что мне кажется отвратительно мерзкой самая мысль о подобном поступке, и тут же пригрозил ему, что убью его при малейшей попытке нарушить мое запрещение.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Юлашкинчен эпӗ алла татӑклӑнах султӑм та вилесем патӗнчен халех пӑрӑнма хушрӑм, вӑл вара, мана итлесе, ҫав самантрах аяккалла пӑрӑнчӗ.

Наконец я сделал рукою решительный жест, приказывающий ему отойти от могил; он тотчас же отошел с величайшей покорностью.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кӑвар ҫинче хӗртнӗ чӳлмексем сивӗнсе ҫитессине эпӗ аран-аран кӗтсе илтӗм, пӗр чӳлмек ӑшне шыв ярса, халех кӑвар ҫине аш пӗҫерме лартас килет.

Я едва мог дождаться, когда мои горшки остынут, чтобы можно было налить в один из них воды, поставить снова на огонь и сварить в нем мясо.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ, апат-ҫимӗҫ тата ытти тӗрлӗ япаласем илес тесе, халех карап ҫине кайма шут тытрӑм.

Я тотчас же решил пробраться на корабль, чтобы запастись провизией и разными другими вещами.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вилӗмрен хӑтӑлнине ҫакӑн пек сӑмахсемпе палӑртнӑ хыҫҫӑн, эпӗ каллех шухӑшлама тытӑнтӑм: ҫӗр те тинӗс пекех хӑрушӑ пулма пултарать, хам мӗнле вырӑна лекнине эпӗ пачах пӗлместӗп, ҫавӑнпа та манӑн халех кунти ҫӗршыва тӗплӗн пӑхса тухмалла.

Выразив такими словами свою горячую радость по случаю избавления от смертельной опасности, я вспомнил, что земля может быть так же страшна, как и море, что я не знаю, куда я попал, и что мне необходимо в самом непродолжительном времени тщательно осмотреть незнакомую местность.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пирӗн лару-тӑру пушшех начарланса ҫитрӗ: ак халех кимме шыв тулса ларать, эпир ҫӑлӑнас та ҫук.

Наше положение стало еще более страшным: мы видели ясно, что шлюпку сейчас захлестнет и что нам невозможно спастись.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хамӑн калавӑн кичем пайне кӗскетес тесе, ҫакна ҫеҫ калам: ӗҫ моряксенни пекех пулса пычӗ: эпӗ ӳсӗрӗличчен ӗҫрӗм, ҫапла вара хама хам панӑ сӑмахсене, тупа тунисене, халех киле таврӑнас тенӗ мухтавлӑ шухӑшсене эрех ӗҫнипе путарса лартрӑм.

Чтобы сократить эту горестную часть моей повести, скажу только, что дело пошло, как обыкновенно у моряков: я напился пьян и утопил в вине все свои обещания и клятвы, все свои похвальные мысли о немедленном возвращении домой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Паллах, эсӗ хӑвӑн пуҫна ху тӗп тӑвасшӑн пулсан, халех тухса кай, анчах ҫакна ан ман: эпир сана тинӗссем тӑрӑх ҫӳреме нихҫан та ирӗк памастпӑр.

Конечно, если ты хочешь себя погубить, уезжай хоть сию минуту, но можешь быть уверен, что мы с отцом никогда не дадим согласия на твое путешествие.

Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Настасья Петровна савӑнсах кайрӗ, сӑмавар лартма хатӗрленчӗ, анчах Иван Иваныч, питӗ васкаканскер, аллине сулчӗ те: — Чейпе-сахӑрпа аппаланса тӑма вӑхӑт ҫук пирӗн. Халех каятпӑр эпир! — тесе хучӗ.

Настасья Петровна обрадовалась и собралась было ставить самовар, но Иван Иваныч, очень спешивший, махнул рукой и сказал: — Некогда нам с чаями да с сахарами! Мы сейчас уйдем.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней