Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хаваслӑ та ӗҫчен пулнишӗнех Дмитриевсене ял-йыш, ратне-тӑван хисеплет.За веселость и трудолюбие уважают Дмитриевых селяне, родные.
Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Чӑн та, Александр Алексеевич авторитетлӑ, пултаруллӑ та ӗҫчен пуҫлӑх пулнӑ.
Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Чӑвашсем пур ҫӗрте те ӗҫчен, ӗҫлеме те савӑнма та пултараҫҫӗ – питӗ кӑмӑллӑ.
Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ халӑхӗ ӗҫчен пулнине, республика экономикине хӑйӗн тивӗҫлӗ тӳпине хывнине палӑртнӑ май ӗҫре палӑрнисене правительство наградисемпе чысларӗ.
Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Александр Куприяновичпа чуна уҫса вӑрах калаҫма май килмерӗ пулин те /ӗҫри ҫынна нумайччен епле чӑрмантарас?/ вӑл пыл хурчӗ пекех ӗҫчен кил хуҫи пулнине, пурнӑҫӗнче мӗн те пулин улӑштарма май пулас тӑк мӑшӑрне никампа та улӑштармассине пӗлтӗм.
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Хам курнӑ-илтнӗ хыҫҫӑн пӗр ыйту ҫуралчӗ, ахӑртнех, унӑн хуравне тупаймастӑп: ӗҫчен ҫын хуҫалӑхӗ мӗншӗн тирпейсӗр?
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
«Филипповсем питӗ ӗҫчен ҫемье, тӑрӑнса каяслах тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах те ӗҫ майне пӗлмеҫҫӗ, те ӗлкӗреймеҫҫӗ? Вӑкӑра мӗн тесе 15 ҫул усрас сӑмахран\? Ӗнисем те лайӑх пӑхманран сӗт нумай антармаҫҫӗ. Хӑйсен пурнӑҫне хӑйсем йывӑрлатаҫҫӗ пек туйӑнать. Ҫурт тума тытӑннӑранпа 10 ҫул иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Тирпейлӗх вӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ мар», — хушса хучӗҫ теприсем.
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
Ялта ҫак ачасене пурте юратаҫҫӗ, вӗсем йӗркеллӗ, ӗҫчен, ҫынна хисеплеме пӗлеҫҫӗ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Михаил Игнатьев Чӑваш Ен ҫыннисемпе унӑн хӑнисене Республика кунӗпе, ҫавӑн пекех «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль уҫӑлнӑ ятпа саламланӑ май ҫак самантсем пирки чарӑнса тӑчӗ: — Хӑнасене тарават Чӑваш Ен пултаруллӑ, ӗҫчен, ӑста ҫынсене ырӑ сунса йышӑнать.
Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Чӑваш халӑхӗ чӑнласах ӗҫчен те сатур.
Тупӑшлӑ предприятисем нумайланнӑ // В.ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Анчах Марина хӑйне ӳпкеленипе килӗшмесӗр шухӑшне ҫапларах уҫӑмлатнӑ: «Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, мӗскӗн чунлӑ этем кӑна тум-юмшӑн именет — комплекс ку. Несӗлсем ҫӑпата тӑхӑннишӗнех хальхисен мӗн именмелли пур? Ӑслӑ, ӗҫчен хресчен ҫемйинче сӑран атӑ та пулнах. Мӗн ӗҫ тума хӑшӗ меллӗ е вырӑнлӑ пулнӑ, ҫавна тӑхӑннӑ. Паян эпир акӑш-макӑш капӑр та шукӑль ҫӳреме пултаратпӑр, чун-чӗремӗрте, кӑмӑлӑмӑрта несӗлӗмӗрсен пулни — пӗр сӑмахпа шалти культура теме май пурри, И. Яковлев асилӗвӗнче «бог весть откуда дошедшая до нас деликатность» текенни унта… — юлнӑ-и-ха? Тем пекчӗ!»
Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html
Яковлевсем те, Павловсем те, Родионовсем те хастар та ӗҫчен пулнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.И Яковлевы, и Павловы, и Родионовы выделяются ативностью и тудолюбием.
Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22
Ӗҫчен ҫын ахаль лармасть, выльӑх-чӗрлӗх тытать, чечексене юратать, ачисемпе, мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать.
Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
- Юрий - паха опытлӑ ӗҫчен.
Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Сан пирки: «Тӗлӗнмелле ӗҫчен», — тесе ӗнентерчӗҫ.
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ тесе ахальтен каламан ӗнтӗ ваттисем.
Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10
2011 ҫулта ҫак ӗҫчен мӑшӑр теплица тунӑ, унта хӑяр, помидор, пӑрӑҫ, симӗс сухан ҫитӗнтерме тытӑннӑ.
Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10
Кӑмӑлӗ ырӑ, хӑй ӗҫчен.
Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Вӑл питӗ хитре, ӑслӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ, ӗҫчен хӗрарӑмччӗ.А она была красивая, умная, с широким кругозором и трудолюбивой женщиной.
Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
2014 ҫулта «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра районта ҫӗнтерӳҫӗ ятне илнӗ, республикӑра «Ӗҫчен ҫемье» номинацие тивӗҫнӗ.
Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№