Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ

Автор: Альбина ЮРАТУ

Источник: «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Добавлен: 2016.06.16 17:58

Предложений: 185; Слово: 1560

Тип текста: Интервью

По-русски Тема: Культура

Тепӗр чухне мана профессие ҫын мар, вӑл ӑна хӑй суйланӑн туйӑнать. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн документсене йышӑнакан комисси пӳлӗмӗн алӑкӗ умӗнче хурланса тӑракан Сергей Иванов патне кунта ӗҫлекен паллакан пӗр хӗрарӑм ӑнсӑртран пыман пулсан, шала кӗрсе хӑюсӑр каччӑн аттестатне илсе тухман тӑк паян К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ нумай ҫухататчӗ. Сергей вылякан рольсем пирӗн пурнӑҫа илемлетрӗҫ, пуянлатрӗҫ. Чӑваш драма театрӗн артисчӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей ИВАНОВ «Чуна уҫса калаҫар» рубрика тӗпелӗнче хӑйӗн пирки каласа кӑтартрӗ. Шӳте ӑнланакан, хаваслӑ кӑмӑллӑ та ҫемҫе чунлӑ Сергейпа калаҫнӑ чухне хама телейлӗ туйрӑм.

— Сергей, сана тахҫантанпах тытаймастӑп вӗт. Паян та ак, маларах калаҫса татӑлнӑ пулсан та, театр фойинче сана кӗтсе хӑшкӑлтӑм.

— Артистсен пӗр ушкӑнӗпе Етӗрнере юмах вылярӑмӑр. Зал тулли ача-пӑча: хӗвӗшеҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, кулаҫҫӗ. Каҫар ӗнтӗ, Шупашкара ҫитсен чарӑнура кӗтекен туссем патне анса юлма тиврӗ. Ара, Шӑмӑршӑ районӗнчен сысна ашӗ илсе килнӗ те ӑна илмеллех, манӑн икӗ ывӑл вӗт, вӗсем какай ҫиесшӗн.

— Эпӗ пӗр-пӗр ҫынран интервью илес умӗн ун ҫинчен пӗлӗшсенчен тӗпчесе пӗлетӗп. Сан пирки: «Тӗлӗнмелле ӗҫчен», — тесе ӗнентерчӗҫ. Пӗри эсӗ ача чухнех пасарта ҫӗрулми сутнине пӗлтерчӗ.

— Суймаҫҫӗ иккен. Эпӗ ҫуралнӑ Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗ Канашран 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Унта кашни кун автобус чупать. Ача чухне пӗр витре ҫӗрулми йӑтаттӑм та автобуса ларса Канашри культура керменӗ ҫумӗнчи пахча ҫимӗҫ сутакан пӗр пысӑках мар вырӑна анса юлаттӑм. Шултра ҫӗрулмине самантрах сутаттӑм. Ҫемье енчӗкне 2 тенкӗ кӗретчӗ. Аттепе анне кашни пусшӑн савӑнатчӗҫ. Мана атте ытти 4 ачинчен уйӑрман, пӗчӗклех ӗҫе хӑнӑхтарнӑ. Алли-ури ӑстаччӗ, кил хуҫалӑхри мӗн пур ӗҫе хӑй тӑватчӗ. Пире вак-тӗвек ӗҫ шанатчӗ. Пӑта ҫапмалла-и, хӑма саваламалла-и, кирпӗч хумалла-и – аттен пулӑшуҫисем пулнӑ эпир.

— «Ывӑл ача — ашшӗн тупри», — ахаль ҫапла каламан чӑваш.

— Шкулта ӑс пухнӑ чухне асаттепе юнашар тӑрса кӑмака тума вӗрентӗм. Халӗ пушӑ вӑхӑт тупӑнсан тус-тӑвана кӑмака туса паратӑп.

— Пӗр пӗлӗшӳ санран ҫапла ыйтма хушрӗ: «Ӗҫ укҫи ҫитменнипе калӑма ҫӳрет-ши вӑл?»

— Туссемпе тӑвансене нимелле ҫеҫ пулӑшатӑп, нихӑшӗнчен те пӗр пус та илмен. Укҫа енчен хӗсӗк пулсан отпуск вӑхӑтӗнче Мускава е Ҫӗпӗре калӑм тума ҫул тытатӑп. Тинӗс хӗрринче хӗртӗнсе выртса вӑхӑта ахаль ирттерместӗп.

— Апла театртан кӑларса ярсан та выҫса вилмӗн...

— Мӗскер эсӗ? Театртан каясси усал тӗлӗкре те ан тӗллентӗр, артист профессийӗсӗр пурӑнаймастӑп. Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухсанах Чӑваш патшалӑх академи драма театрне вырнаҫрӑм. Кунта 25 ҫул вӑй хуратӑп. Чӗрӗк ӗмӗрте мӗнле кӑна роль вылямарӑм-ши? Ӗҫе кӗрсенех Андриян Павлов режиссер мана сцена ҫине чылай ҫул тухакан «Мӑшӑр шыраса» камитре роль шанчӗ. Унччен ҫамрӑк студент рольне ҫулланнӑ артистсем вылянӑ. Спектакльте халӑх кӑмӑллакан артистсем — Вера Кузьмина, Кӗлпук Мучи, Николай Степанов — выляни маншӑн пысӑк чыс пулчӗ. Вӗсемпе пӗрле выляни театра ытларах юратма хистерӗ. «Арлезианка» спектакль премьери пулсанах /унта эпӗ тӗп сӑнара Фредерие калӑпларӑм/ мана ҫара илчӗҫ. Салтак шинельне хывса театра таврӑнсан Валерий Яковлев режиссер «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» спектакльте мӑнук рольне шанчӗ.

— Ҫак спектакльте выляса эсӗ пуйнӑ та ҫурт лартнӑ теҫҫӗ...

— Кур-ха, каллех суймаҫҫӗ. Спектакль сцена ҫинчен 20 ҫул каймарӗ. Эпӗ ҫак тапхӑрта авланма, мӑшӑрпа икӗ ывӑл ӳстерме, хваттерлӗ пулма, Чантӑр ялӗнче ҫӗр лаптӑкӗ туянса икӗ хутлӑ ҫурт хӑпартма ӗлкӗртӗм. Пӳртӗн чӳречисене лартнӑ, тӑррине витнӗ, ҫӑл ҫумӗнче кӳлӗ чаврӑм, пулӑ ятӑм. Унта ывӑлсем пулӑ тытаҫҫӗ, мӑшӑр Оля ӑшаласа ҫитерет.

— Чӑн-чӑн пурнӑҫ ҫынни иккен эсӗ.

— Муркаша ӳркенмесӗр кайса вешенка кӑмпа ӳстермелли ятарлӑ брикет-михӗсем туянтӑм. Вӗсене ҫӑл хӗррине вырнаҫтартӑм, ҫуркунне пуҫлансанах кӑмпа ӑшаласа ҫиетпӗр. 2 ҫулта ҫырма хӗрринче 100 хурӑн, 40 чӑрӑш, 10 хура слива, 10 шурӑ слива, 10 сарӑ слива, 10 кӑвак чие тата пилешсем, хурлӑхан тӗмисем лартрӑм. Кӑҫал нӳхреп чавасшӑн.

— Эсӗ эколог та иккен. Йывӑҫ хунавӗсене туянма нухрат чылай кирлӗ.

— Мана Турӑ пулӑшса пырать. Пирӗн ҫурта хирӗҫ — ҫырма, унтан инҫех мар коттедж поселокӗ ҫӗкленет. Малтан унта дачӑсем пулнӑ. Унти йывӑҫсене касса ҫӗрпе тикӗслеме тытӑнчӗҫ. Вӗсене хӗрхеннипе ҫырма ку енне куҫарса лартма пуҫларӑм. Йывӑҫсем пӗчӗк ача пекех – вӗсене шӑвармалла, выльӑх кӗрсе таптасран карта тытмалла, курӑкне ҫулмалла... Чантӑра кайсан алӑ усса ларма вӑхӑт ҫук.

— Авланиччен хӗрсем спектакль хыҫҫӑн сцена ҫине хӑпарса сана чечек ҫыххи парнеленине, унта ҫыру хунине те илтнӗччӗ. Пӳрнӳне ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнсан ҫыхӑ ӑшне ҫырусем хума пӑрахнӑшӑн ӳпкелешнӗ тет-и эсӗ? Тутар хӗрӗсем чӑваш пикисем пек мар ҫав, качча тухсан мӑшӑрне ҫирӗп алӑра тытаҫҫӗ.

— Ун пекех мар-ха. Арӑмра икӗ юн юхать. Унӑн ашшӗ — чӑваш арӗ, амӑшӗ — тутар хӗрарӑмӗ. Хунямапа хуняҫа Хусанти ветеринари институтӗнче вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Диплом илсен Чӑваша ӗҫлеме килнӗ, Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинче тӗпленнӗ. Хуняҫана шел, сарӑмсӑр вилсе ҫӗре кӗчӗ. Хуняма тӗп хулана куҫса килчӗ. Мӑшӑрпа кӑмӑллӑ хутшӑнатпӑр, пӗр-пӗрин ҫине пӗрре те сасӑ хӑпартса курман. Оля православи тӗнне йышӑнчӗ, ывӑлсене тӗне кӗртрӗмӗр. Хуняма Коран йӗркипе пурӑнни пире пӗр-пӗрне ӑнланма чӑрмантармасть. Вӑл мана хӑйӗн тӑваттӑмӗш ачи пекех йышӑнчӗ.

— Аҫу-аннӳ хунямупа тата хуняҫупа пӗр чӗлхе тупайрӗҫ-и?

— Тӑваттӑшӗ пӗр сӗтел хушшине ларса шӑкӑл-шӑкӑл калаҫатчӗҫ. Аттепе хуняҫа ҫӗре кӗчӗҫ, анне ватӑлчӗ, кӑҫал 80 ҫул тултарать. Сывлӑхӗ хавшанипе аппапа йӑмӑк ӑна черетленсе пӑхаҫҫӗ. Атте хӑпартнӑ ҫурт 3 ҫул каялла тӗппипех ҫунса кайрӗ. Пичче аннене пӳртрен йӑтса тухма ӗлкӗрнӗ-ха, анчах ҫулӑма сӳнтерме кӗрсен тухаймарӗ, ҫунса кайрӗ. Ҫак инкек аннене самаях хуҫрӗ. Унтанпа ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклерӗмӗр, анчах пиччене каялла тавӑраймӑн. Хуняма иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илчӗ, педуниверситетран вӗренсе тухрӗ, Йӳҫкассинчи садик ертӳҫинче чылай ҫул ӗҫлерӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Шупашкарти пӗр ача садӗнче вӑй хучӗ, халӗ кӗҫӗн хӗрӗн пепкине пӑхма пулӑшать.

— Упӑшкипе арӑмӗ хушшинче 7 ҫул уйрӑмлӑх пулни, тен, аван та.

— Ҫартан килсен театра вырнаҫсан мана общежитире пӗр пӳлӗм пачӗҫ. Тин ҫеҫ шкул пӗтернӗ хӗрсем, ташлама вӗренекенскерсем, манӑн пӳлӗм тӑрринче пурӑнатчӗҫ. Кун каҫа тӗпӗртетни илтӗнсех тӑратчӗ, картлашкапа та тӗпӗр-тӗпӗр чупатчӗҫ. Пӗррехинче хама килӗшнӗ хӗре тытса чартӑм та: «Эсӗ шкултан вӗренсе тухнӑ-и?» — шӑхвӑртса ыйтрӑм. Хайхискер вӑтанса: «Тухнӑ», — терӗ те манран именсе картлашкапа чупса анчӗ. Кӗркунне ялтан пӗр михӗ панулми илсе килтӗм, ниҫта хума пӗлменнипе чӳрече хушшине вырнаҫтартӑм. Хӗрсем тутлӑ ҫимӗҫе урамран курнӑ иккен. Ҫиес килнӗ-ши — пӗри, хастартараххи, паллашма килчӗ. Панулмипе хӑналарӑм, пӗрле те парса ятӑм. Каярахпа хӗрсем пӳлӗме кӗрсе тӑчӗҫ, вӗсен хушшинче Оля та пурччӗ.

— Халӗ каччӑсем хӗрсене шыва анса та, тӳпене вӗҫсе хӑпарса та качча тухма ыйтаҫҫӗ...

— Чирлесен больницӑна ҫаклантӑм. Оля ман пата час-часах килсе ҫӳретчӗ. Апат хатӗрлесе килетчӗ, вӑл пӗҫернӗ вӗри яшкана юратса ҫиеттӗм. Арҫын чӗрине парӑнтарас тесен ӑна тутлӑ ҫитермеллине пӗлнех ӗнтӗ вӑл. Больницӑран тухсан пӗрле пурӑнма сӗнтӗм. Турткалашмарӗ. Ҫулталӑкран туй туса пӗрлешрӗмӗр. Ӑна чӑвашсен йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн ирттертӗмӗр. Хушпу тӑхӑннӑ туй арӑмӗсемпе хӗр илме кайрӑмӑр. Вера Кузьмина, Нина Яковлева паллӑ артисткӑсем туя илем кӳчӗҫ. Ял халӑхӗ пирӗн туя курма хапха умне пухӑнчӗ. Нина Яковлева ял-йыш умӗнче пил сӑмахӗсем каларӗ. «Мӑнукӑма сцена ҫинче виҫӗ ҫул авлантарнӑ хыҫҫӑн тинех мӑшӑрлӑ турӑм», — теме те манмарӗ.

— «Хӑмӑчӗ» мӑя ыраттарманнине ӑнлантӑм-ха...

— 15 ҫул пӗрле эпир. Ачасене ӗҫе юратма вӗрентетпӗр. Данила 9-мӗш класс вӗренсе пӗтерчӗ. Кӗркунне колледжа пӗлӳ илме ҫул тытасшӑн. Савелий 6-мӗшне куҫрӗ. Оля профессие улӑштарчӗ, тӗп хулари пӗр почтӑра ертӳҫӗ ҫумӗнче тӑрӑшать.

— Самана никама та пуҫран шӑлмасть. Совет Союзӗ аркансан театрсенче те ӗҫ укҫи енчен хӗстерчӗҫ.

— Апла пулин те театртан каяс шухӑш нихӑҫан та ҫуралман. Пытармастӑп: йывӑрччӗ, уйӑхӗ-уйӑхӗпе ӗҫ укҫи памастчӗҫ. Ҫав ҫулсенче аппа нумай пулӑшрӗ. Ялтисем те пахча ҫимӗҫе сумки-сумкипе йӑттарса яратчӗҫ. Вӑл ҫулсенче театртан тухма пӗлмесӗр ӗҫлеттӗм, режиссерсем роль хыҫҫӑн роль шанатчӗҫ.

— Эсӗ — кулӑшла рольсене ӑста вылякан артист. Хырӑм хытиччен култаратӑн. Тарӑн шухӑшлӑ рольсене вылясси мӗнрен пуҫланчӗ?

— Пӗррехинче Валерий Яковлев режиссер «Моцарт и Сальери» спектакльте Моцарт рольне шанчӗ. Ку маншӑн пысӑк чыс пулчӗ. Ҫак спектакльпе Орелта иртнӗ театрсен фестивальне ҫитрӗмӗр. Гран-при илсе килтӗмӗр. Ку роль манӑн шухӑш-кӑмӑла самаях улӑштарчӗ, пурнӑҫа тӳнтерле ҫавӑрчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ытти режиссер та тарӑн шухӑшлӑ рольсем пама пуҫларӗ. «Анаталла-тӑвалла» спектакльти Маркиҫ сӑнарӗ манӑн пултарулӑха тата ҫирӗплетрӗ, аталанма май туса пачӗ. Хамра трагедиллӗ рольсене выляма пултаракан артиста уҫрӑм. «Сутӑн илнӗ чыс» спектакльте Кӗҫтук мучи сӑнарне калӑпларӑм. Кӑҫал Марина Карягинӑн «Куккуклӑ сехет» пьесинче Пӗрремӗш Кени пулса тӑтӑм.

— Эпӗ те ӑна кайса куртӑм. Монолог хыҫҫӑн монолог калатӑр. Ҫакӑн чухлӗ текста астума пӗрре те ҫӑмӑл мар. Тата тӗп сӑнарсен сӑмахӗсем пӗрре те ансат мар-ҫке! Спектакль хыҫҫӑн ывӑннипе кравать ҫине йӑванас килмест-и?

— Кени рольне шансан малтанах хӑраса ӳкрӗм. Валерий Николаевич патне ятарласа калаҫма кӗтӗм. «Виҫӗ кун кан, мӗнле вылямаллине тӗплӗн шухӑшла, тунтикун ӗҫлеме пуҫлӑпӑр», — тесе пӳлӗмӗнчен ӑсатрӗ. Каялла чакма май памарӗ. Каярах, режиссер роле уҫӑмлатсан, Кени сӑнарӗ мана килӗшме пуҫларӗ. Роле ҫиелтен шӑйӑрттарса выляма ҫук, сӑнара пуҫӗпех путмалла. Ятарласа виҫӗнсе пӑхман, анчах Петр Садовниковпа иксӗмӗр спектакль хыҫҫӑн 2-3 килограмм чакнине туйрӑмӑр. Куракан эпир чунран вылянине сисет, сӑнара йышӑнать.

— Пурнӑҫра спектакльсенчи сӑнарсемпе усӑ куратӑн-и?

— Пӗр тус туйра кӗҫӗн кӗрӳ пулма ыйтрӗ. Мӗн каламаллине пӗлместӗп. Пуҫа пӗр спектакльти эпизод пырса кӗчӗ. Унта эпӗ мӑн кӗрӳ сӑмахӗсене каланӑччӗ. Ҫак сӑмахсене туй халӑхӗ умӗнче шатӑртаттарса калама пуҫларӑм. Каярах туссем: «Ятарласа вӗренсе килтӗн-им?» — тесе тӗпчерӗҫ. «Ҫӗр ҫывӑрмасӑр вӗрентӗм», — шӑхвӑртса каларӑм. Савӑннӑскерсем мана ураран ӳкериччен хӑналарӗҫ.

— Паян сана пурнӑҫ урапи ҫамрӑклӑха тавӑрнӑ пулсан артист профессине суйлӑттӑн-и?

— 8-мӗш класра вӗреннӗ чухне спектакльте пӗрремӗш хут вылярӑм. Халӑха эпӗ выляни килӗшрӗ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. Ун чухне кун-ҫула театрпа ҫыхӑнтарас килчӗ. Аттестат илсен документсене агроном пулас тӗллевпе ял хуҫалӑх академине кайса патӑм. Драма театрӗнче конкурс иртнине ӑнсӑртран илтрӗм. «Кайса пӑхам-ха», — тесе театр алӑкне уҫрӑм та виҫӗ тапхӑр витӗр ҫӑмӑллӑнах тухрӑм. Геннадий Терентьев вӗренме илнисен хушамачӗсене вуласан академие документсене илме вӗҫтертӗм. Аттестатри паллӑсем аван пулнӑран мана унта та вӗренме илнӗ иккен. Документсене тавӑрса паманнипе чутах йӗрсе яраттӑм. Юрать, шӑпана унта ӗҫлекен пӗр пӗлӗш татса пачӗ. Вилнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫине каялла таврӑнсан та артист профессинех суйлӑттӑм.

— Хӑвна мӗнле ыйту парӑттӑн?

— Хӑвӑн вӑюпа спектакль лартас килмест-и? Хуравлатӑп: «Кашни салтак генерал пулма ӗмӗтленет». Ку ӗҫе тӗкӗнсе пӑхрӑм. Пушӑ вӑхӑтра Тӑвай тӑрӑхӗнче халӑх театрне темиҫе ҫул ертсе пытӑм. Ҫын кӑмӑлне каймалли спектакльсем лартрӑмӑр. Кинематографпа кӑсӑкланма тытӑнсан икӗ фильм режиссерӗ пулса тӑтӑм: «Тӗлӗннипе попугайсем те ҫӑвар караҫҫӗ», «Юратап-яратам». Хуняма фильмсене курнӑ хыҫҫӑн: «Ҫынсене кӑтартма юрать», — тесе ырларӗ. Николай Угаринӑн «Туй пулать-и, пулмасть-и?» пьеси тӑрӑх илемлӗ фильм ӳкертӗм. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче те спектакль лартас кӑмӑл пур.

— Грим пӳлӗмӗнче санӑн вырӑну асамлӑхпа тулнӑ, кунта паллӑ артистсем пит-куҫне сӑрланӑ.

— Хӑй вӑхӑтӗнче Борис Алексеев, Николай Угарин, Виктор Родионов, Николай Степанов ҫак пӳлӗмре сывлани мана театра юратма, тӑрӑшса ӗҫлеме хистет.

Сайт:

 

Статистика

...подробней