Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен

Автор: Валентина ИЛЬИНА

Источник: «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Добавлен: 2016.06.23 00:21

Предложений: 54; Слово: 461

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Образование

Иртеҫҫӗ ҫулсем,
асӑмри вӑхӑтсем
Килмеҫҫӗ каялла кунсем!

Пӗр класри тантӑшсем, вӗрентекенсем…

Тухмаҫҫӗ асӑмран вӗсем….

Тутаркасси вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитрӗ. Пирӗн пӗрремӗш вӗрентекен Клара Борисовна Алмазкина пулнӑ. Эпир шкула киличчен сас паллисене те палламан, ҫырма та пӗлмен. «Пусть всегда будет солнце» юрра юрлама вӗрентнине паянхи пекех ас тӑватӑп. Эпир парта хушшинче юрлаттӑмӑр, вӑл вара утса ҫӳресе пирӗнпе юрлатчӗ. Труд урокӗнче тӗслӗ пластилинпа тӗрлӗ япала, кӳлепе ӑсталама вӗрентетчӗ. Мӗн чухлӗ вӑй-хӑват, чӑтӑмлӑх кирлӗ пулнӑ Клара Борисовнӑна! Вӑл пире виҫӗ класс хыҫҫӑн тӑваттӑмӗшне ӑсатрӗ.

Мӗн чухлӗ шӑпӑрлана вӗрентсе кӑларман-ши ҫак хушӑра Клара Борисовна?! Халӗ вӑл – тивӗҫлӗ канура, Тутаркассинчех пурӑнать, час-часах тӗл пулатпӑр унпа, иртнине аса илетпӗр, хӑш чухне шӳтлетпӗр те. Яланах ырӑ сӗнӳсем парать, ыррине ҫеҫ вӗрентет. Ӗҫчен ҫын ахаль лармасть, выльӑх-чӗрлӗх тытать, чечексене юратать, ачисемпе, мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать.

Тӑваттӑмӗшне ҫитсен класс ертӳҫине Мария Сергеевна Сергеевӑна ҫирӗплетрӗҫ. Математика урокне лайӑх ӑнлантаратчӗ. Уроксем хыҫҫӑн киле панӑ ӗҫсене тума шкула юлаттӑмӑр. Вӗсене Иван Васильевич Васильев тӗрӗслетчӗ. Пушӑ вӑхӑтра баян калатчӗ, «Пӗчӗк ҫеҫ путене…» юрра пурте пӗрле шӑрантараттӑмӑр. Аслӑ классенче пире вара Викторина Кирилловна Рыбакова чӑваш чӗлхипе литература урокне вӗрентетчӗ. Вӑл класс ертӳҫи пулса тӑчӗ. Тӑрӑшса вӗрентетчӗ, пирӗн ҫитӗнӳсемшӗн пӗрле савӑнатчӗ. Аслӑ классенче кӗркунне пире ҫӗр улми, кишӗр, выльӑх кӑшманӗ пуҫтарма уя илсе тухатчӗҫ. Тӑрӑшса ӗҫлеттӗмӗр, выляттӑмӑр, пӗр-пӗрне яланах пулӑшаттӑмӑр, ывӑннине те сисместӗмӗр.

Шкула ҫамрӑк учительница килнине ас тӑватӑп. Нина Валентиновна Андреева истори предметне вӗрентетчӗ. Вӑл пире похода илсе кайни паянхи кун та куҫ умӗнче. Волейболла выляттӑмӑр, вӑл та пирӗнтен юлмастчӗ. Пирӗн класс ачисем спортпа туслӑччӗ. Эпир Нинӑпа конькипе ярӑнма кӑмӑллаттӑмӑр. Кайран поселокра каток та туса пачӗҫ. Пӑр ҫинче эпир тӗрлӗ «фигура» туса ярӑнма вӗренеттӗмӗр. Ҫамрӑклӑхри ырӑ йӑласем паян та манӑҫа тухмаҫҫӗ. Халӗ те пушӑ вӑхӑт тупса Ҫӗнӗ Шупашкарти пӑр керменне конькипе ярӑнма ҫӳретпӗр.

Пирӗн класс хӗрӗсем – Людмила Николаевӑпа Любовь Мочалова йӗлтӗрпе ярӑнма юрататчӗҫ. Чупса малти вырӑнсене йышӑнатчӗҫ. Леонид Петров вара илемлӗ ӳкеретчӗ, класс редколлегине суйлатчӗҫ ӑна. Арҫын ачасем ытларах футболла вылятчӗҫ. Инна Васильева, Тамара Кочакова, Ирина Ильина, Татьяна Петрова юрлама-ташлама ӑстаччӗ. Алевтина Иванова, Татьяна Васильева сӑвӑсем калама пултаруллӑччӗ. Феоген Иванов, Геннадий Яковлев баскетболла лайӑх вылятчӗҫ.

Шкулта час-часах субботниксем ирттеретчӗҫ, партӑсем, чӳречесем, стенасем, урайсем ҫӑваттӑмӑр. Ӗҫе пуҫличчен малтан шыв сапмалла выляттӑмӑр, кайран йӑлтах ҫуса тасататтӑмӑр. Пӗр самант аса килчӗ, ҫуллахи каникулта кашни ачан шкулта пӗр-икӗ эрне практикӑра ӗҫлемеллеччӗ. Шкулта яланах мӗн те пулин тупӑнатчӗ: чечек шӑвармалла-и, пахчана ҫумламалла-и… Пан улми тураса типӗтнине те ас тӑватӑп. Нинӑпа мана пӗр класа тасатма хушнӑ. Чӳречесене, урайне ҫурӑмӑр, япаласене тирпейлерӗмӗр. Пӑхатпӑр – гитара выртать. Чӳрече янаххи ҫине ларса урасене урамалла усрӑмӑр та гитара каласа пуҫларӑмӑр «Мой адрес Советский Союз…» тесе юрлама… Ҫакна илтсен шкул пахчинче ӗҫлекен хӗрсем те пухӑнчӗҫ.

Шкул пӗтернӗренпе 35 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫулла пурте пӗрле пухӑнсан аса илмелли татах та пулӗ. Юратнӑ вӗрентекенсене Клара Борисовнӑна, Алевтина Яковлевнӑна, Вера Гавриловнӑна, Нина Валентиновнӑна тата пиртен уйрӑлса кайнӑ Мария Сергеевнӑна, Иван Васильевича, Викторина Кирилловнӑна, Люция Ивановнӑна, Елена Прохоровнӑна яланах ырӑпа асӑнатпӑр!

Сайт:

 

Статистика

...подробней