Поиск
Шырав ĕçĕ:
Туратсем хушшипе иртекен вӑйлӑ ӑшӑ ҫил те сулхӑн илсе килмест, сад пахчисем тӑрӑх сапаланса ларакан груша, персик тата тут йывӑҫҫисен тӑррисене анчах пӗр майлӑ авкалать.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Иккӗшӗ те ялт сиксе пӑшалӗсене ярса тытрӗҫ, анчах нимӗн те курӑнмарӗ; туратсем епле ҫатӑртатса хуҫӑлни анчах илтӗнчӗ.
XIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Унтан Лукашка каллех шӑхӑрса ячӗ те, туратсем ҫинчен ҫулҫӑсене таткаласа, кордон патнелле кайрӗ.И Лукашка опять засвистал и пошел к кордону, обрывая листья с сучьев.
VII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ун хыҫӗнче туратсем ҫӑмӑллӑн чӑлтлатса хуҫӑлни, унтан хӑвӑрттӑн тӑплатакан ура сассипе аялти пурҫӑн юбка чӑштӑртатни илтӗнчӗ.Сзади него послышался легкий треск веток, потом быстрые шаги и шелест шелковой нижней юбки.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Туратсем типӗ пулчӗҫ, вӗсене часах вут хыпса илчӗ; ҫил вӑйлӑ пулин те, ҫулӑм ҫӳле ҫӗкленчӗ; карап ҫинчен, ку чӑнахах та карап пулсан, манӑн сигнала курмасӑр тӑма пултарайман.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Манӑн ӳпле тавра лартса тухнӑ икӗ рет тӗкӗ вӑрӑм туратсем кӑларса ем-ешӗл ҫулҫӑпа витӗнсе ларнӑ, тӑррине каснӑ ҫӳҫе евӗр ҫитӗнме пуҫланӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Унтан эпӗ, пӗр вӑрӑмах мар турат касса,тӑшмансем тапӑнасран хӳтӗленме чукмар турӑм, туратсем ҫине меллӗрех вырнаҫса лартӑм та ытла ывӑннипе хытӑ ҫывӑрса кайрӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Уй-хир ылтӑн пек йӑлтӑртатса выртать; вӑл пӗтӗмпех чечекпе витӗннӗ, ун тавра ӳссе ларнӑ тӗмсем ҫинче те ҫӗршер, пиншер чечек, тӗмсем хыҫӗнче вӑрман ешерет, пӑшӑлтатать, чечекпе витӗннӗ пирки вӑл чӑпаррӑн курӑнать; хиртен, улӑхран, вӑрмана тулнӑ чечексенчен тутлӑ шӑршӑ юхса килет; туратсем ҫинче вӗҫен кайӑксем пӑрӑлтатса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, туратсем хушшинчен вара, тутлӑ шӑршӑпа пӗрле, пин-пин сасӑ килет; уй-хир урлӑ каҫсан та, улӑх леш енче те, тӗмсемпе вӑрман хыҫӗнче те, вӑрманпа кӗҫҫеленнӗ тусем патне ҫитичченех, каллех ҫапла ылтӑн пек ҫиҫсе выртакан хирсем, чечекпе пӗркеннӗ улӑхсем, вӗтлӗхсем курӑнаҫҫӗ, тусем ҫийӗнче унта-кунта ҫакӑнса тӑракан ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн ҫиҫекен шупка хӗрлӗрех те витӗр курӑнакан пӗлӗтсем горизонт хӗрринчи сеп-сенкер тӳпене пӑртак тӗксӗмлетсе тӑраҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ирхине ирех вӑл, табак туртнӑ май, кӗлет умӗнче вӑрахчен кӑвакарчӑнсем кантӑк хашакӗ хыҫне улӑм, ҫинҫе туратсем, ҫатан ҫумне ҫыпӑҫнӑ вӑкӑр ҫӑмне епле йӑтнине пӑхса ларать.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Йӗри-тавра ҫав тери шӑп, сивӗпе ҫӗр ҫурӑлни, шаннӑ туратсем чӑштӑртатни инҫетренех илтӗнет.Было так тихо, что издалека слышались трески лопающейся от мороза земли, шорох зябнущей ветки.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак ырӑ шӑршӑ вара садсенче каҫ тӗттӗмӗ кӑвакарса киличченех, симӗсрех тӗс ҫапнӑ уйӑх ҫап-ҫара туратсем витӗр хӗсӗнсе тухичченех, ҫу хушмашкӑн апат шырама тухнӑ мулкачсем юр ҫине ҫӑмӑллӑн пуса-пуса йӗр туса тухичченех тытӑнса тӑрать.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫырма леш енчи граб турачӗсем ҫаралса юлнӑ та сывлӑшра ҫӗтӗк тетел пек каркаланса тӑраҫҫӗ; тетеле ҫакланнӑ пекех, тусем ҫинче пурӑнакан улатакка ҫав туратсем хушшинче сиккелет, йывӑҫ тунине хура сӑмсипе таккаса, хурт-кӑпшанкӑсене хӑваласа кӑларать, — вӗсене ӳрӗк кӑсӑясемпе кӑвак кайӑксем — ҫурҫӗртен килнӗ хӑнасем — сӑха-сӑха ҫиеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Чӑтлӑх чӑрӑшлӑхра, ҫӑра туратсем айӗнче, нӳхрепри пекех тӗксӗм, сулхӑн, кунта пурне те — пӗлтӗрхи татӑлса аннӑ, кӑвакарнӑ чӑрӑш тӑррисене те, вӗт туратсене те, мӑка та, сывлӑша хӑйне те хӑмӑр сӑрпа сӑрланӑ пекех туйӑнать.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун айӗнчи ҫинҫе туратсем халь-халь хуҫӑлса анас пек авӑнса тӑчӗҫ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шурӑ туратсем ҫинче, хӑмаран тунӑ ҫӗнӗ шӑнкӑрч вӗллисен таврашӗнче, кӑмрӑк пек хуп-хура шӑнкӑрчсем сиккелеҫҫӗ.На белых сучьях около новеньких дощатых скворечен прыгали черные, как угли, скворцы.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Йывӑҫсем пӗрлешсе темле усал япаласем пулса тӑраҫҫӗ; вӑрман хӑрушланать: унта сасартӑк тем шатӑртатать, хӑрушӑ чӗрчунсенчен пӗри вырӑнтан вырӑна куҫнӑ пек, ун ури айӗнче типӗ туратсем ҫатӑртатнӑ пек туйӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан пайӑркасем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнме пуҫлаҫҫӗ; юлашки пӗр пайӑрки чылайлӑха юлать; вӑл, ҫинҫе йӗп пек, ҫара туратсем хушшине пырса тӑрӑннӑ; анчах акӑ вӑл та сӳнет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— «Выртасчӗ ӗнтӗ халӗ курӑк ҫинче, йывӑҫ айӗнче, туратсем витӗр хӗвел ҫине пӑхасчӗ, туратсем ҫине миҫе кайӑк пырса ларнине шутласчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑҫта-ши кунта хӑйсем тӗслӗ мар тӑлӑх арӑмсен мӗлкисем, пӗчӗк, шупка, саплӑклӑ тумтирсем тӑхӑннӑ тӑлӑх Туратсем?А вот где тени не похожих на себя вдов и маленькие бледные сиротки в заплатанных платьицах?
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Катара ахаль те нӳрлӗччӗ, ҫитменнине тата иртнӗ кунсенче ҫеҫ ҫумӑр ҫуса иртнӗ — пур ҫӗрте те туратсем ҫинче, йывӑрланнипе чӗтренсе тӑракан эрешмен картисем ҫинче шултра тумламсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ те патлата-патлата ӳкеҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951