Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑнран пӑхма хӑй ытлашши шухӑскерех те мар, лутра кӑна ҫын, анчах ӗҫлессе сиртен пуринчен те лайӑхрах ӗҫлет…Он с виду такой не очень шустренький, конопатенький, небольшой, а работает лучше всех вас.
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Любишкин, сӑмахран, татӑклӑнах Нагульнов майлӑ пулчӗ, Яков Лукич вара, тути хӗррисене пӗрсе тытнӑ та, сӑнран пӑхсан ҫав тери кӳреннӗ ҫын пек, Нагульнов витӗмлӗ ӑс панине хӑй тутанса курнӑнах туйӑнать.
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сӑнран пӑхма вӑл вӑтӑр ҫулсене ҫитнӗскер, сарӑхнӑ питлӗ-куҫлӗ, хыткан этем.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Юлашки кунсенче сӑнран кайнӑ, кичемленнӗ Яков Лукич ӑна хирӗҫ ларнӑ та темскер ҫырать.Осунувшийся и хмурый за последнее время, Яков Лукич что-то писал, сидя напротив.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сӑнран пӑхма Лушка ҫирӗм пилӗк ҫултан иртмен темелле.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл тайкаланса утакан есаулпа юнашар пырать, хӑпма пӗлмесӗр ӑна сӑнран тинкерсе пӑхать.Он шел рядом с валко шагавшим есаулом, назойливо заглядывая ему в лицо.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эсӗ пур — ҫырана пырса сӗкӗннӗ вӑкӑр пек хӑтланатӑн!.. — Унӑн уҫҫӑнах илтӗнмен хулӑнрах сасси, палкаса тухакан пӑшӑлтатӑвӗ Яков Лукича сӑнран ӳкерчӗ тата ытларах хӑратса пӑрахрӗ, сехрине хӑпартрӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Беликов сӑнран ӳкнӗ, ура ҫине тӑнӑ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
— Манпа аппа велосипедпа ҫӳренипе никамӑн та ӗҫ ҫук! — тенӗ Коваленко, сӑнран ӳксе.— Что я и сестра катаемся на велосипеде, никому нет до этого дела! — сказал Коваленко и побагровел.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Авланма ӑс тытни ӑна темӗнле хавшатса ячӗ, ырханланса кайрӗ вӑл, сӑнран ӳкрӗ, хӑй хупӑлчи ӑшне тата шаларах кӗрсе тӑнӑн курӑнакан пулса кайрӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Сӑнран пӑхсассӑн, эпӗ начар пек, имшеркке ҫын, а вӑйлӑ эп, вӑкӑр пекех…На вид-то я худой, болезненный, а силы у меня, словно у быка…
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Тепӗр ҫӗрте тата ватӑ графиньӑна сӑнран килӗшмерӗм пулас: «пӑхма мӑнаҫлӑ», тет, вара мана швейцара илчӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ Штольц сӑнран улшӑнчӗ, тӗлӗннӗ, ним шухӑшсӑр юлнӑ пек куҫӗсемпе йӗри-тавралла пӑхкаларӗ.Теперь Штольц изменился в лице и ворочал изумленными, почти бессмысленными глазами вокруг себя.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл сӑнран та улшӑнчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга ҫакна сӑнран пӑхсах асӑрхарӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов сӑнран улшӑнчӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫук, вӑл, сӑнран шуралса, салхуланса кайнӑскер, ҫул ҫӳремелли ҫи-пуҫ тӑхӑнса, ман пата пӗр уйӑхлӑха сывпуллашма килӗ те эпӗ ӑна сасартӑк калӑп: «ҫуллаччен кайма кирлӗ мар, ҫулла пӗрле кайӑпӑр», тейӗп…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрне те сӑнран манса кайрӑм…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл сӑнран улшӑнсах шухӑша путрӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич пӑлханнипе пӗр сехетрех улшӑнчӗ, сӑнран ӳкнӗ пек пулчӗ, куҫӗсем канӑҫсӑр выляма пуҫларӗҫ.Илья Ильич в один час, от волнения, изменился, будто осунулся в лице; глаза бегали беспокойно.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956