Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗн калас сире? уншӑн сире мухтас-и-мӗн?
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла санӑн пӗлӗвӳ тӗрексӗр тӑванна пӗтерӗ; уншӑн Христос вилнӗ.11. И от знания твоего погибнет немощный брат, за которого умер Христос.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӳпере е ҫӗр ҫинче ӗнтӗ «турӑ» тенӗскерсем пулсан та (чӑнах, «турӑ» тенӗскерсем те, «хуҫа» тенӗскерсем те нумай), 6. пирӗн пӗр Атте Турӑ анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Унран пулнӑ, эпир Уншӑн пурӑнатпӑр; пирӗн тата пӗр Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Ун урлӑ пулнӑ, эпир Ӑна пула пурӑнатпӑр.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑн апату пирки ӑна ан ҫухат: уншӑн Христос вилнӗ.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Уншӑн анчах савӑнмастпӑр, хӗн-хур курнишӗн те савӑнатпӑр, пӗлетпӗр эпир: хӗн-хур курни тӳсӗмлӗ тӑвать, 4. тӳсӗмлӗхрен ҫирӗплӗх ҫуралать, ҫирӗплӗх шанӑҫ кӳрет, 5. шанӑҫ намӑса хӑвармасть, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пире панӑ Таса Сывлӑш урлӑ пирӗн чӗрене Хӑйӗн юратӑвне янӑ.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам хӑйӗн тӑванӗ вилӗм кӳмен ҫылӑх тунине курать, вӑл уншӑн Турра кӗлтутӑр, вилӗм кӳмен ҫылӑх тӑвакан ҫынна Турӑ вара чӗрӗлӗх парӗ.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ хам та кӗтӳҫӗ, Христос асапланнине курнӑ ҫын, килес мухтава пая кӗмелли ҫын, эпӗ халӗ сирӗн кӗтӳҫӗрсене тархаслатӑп: 2. Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр уншӑн; ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑхӑр ӑна; 3. Турра тивӗҫлӗ кӗтӗве пусмӑрласа ан пурӑнӑр, сирӗнтен курса вӑл ырра вӗренсе пытӑр; 4. кӗтӳҫӗсенӗн Пуҫлӑхӗ килсессӗн сире вара ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларӗ.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах ҫын вӗлерсе е вӑрласа, е усал ӗҫ туса, е ҫыннӑнне илесшӗн пулса сирӗнтен никам та асап курмалла ан пултӑрччӗ; 16. Христос ҫынни пулнӑ пирки асапланнӑшӑн ан вӑтан, уншӑн Турра мухта.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Усал ӗҫ тунӑшӑн хӗненине тӳсетӗр пулсассӑн, уншӑн мӗн мухтамалли пур?20. Ибо что за похвала, если вы терпите, когда вас бьют за проступки?
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сирӗнтен кам та пулин чирлӗ пулсан, Чиркӳ пресвитерӗсене чӗнсе килтертӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫу сӗрсе, уншӑн кӗлтуччӑр.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ҫӗр ӗҫлекен ҫын ҫӗртен хаклӑ ҫимӗҫ кӗтет, малтанхи ҫумӑрпа кайранхи ҫумӑр пуличченех уншӑн вӑрахчен тӳссе тӑрать.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла вара Петра тӗрмере хуралласа усранӑ; ҫав вӑхӑтра ӗненекен ушкӑн уншӑн питӗ тӑрӑшса Турра кӗлтунӑ.5. Итак Петра стерегли в темнице, между тем церковь прилежно молилась о нем Богу.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Стефана ӗнтӗ сӑвап сунан ҫынсем пытарнӑ, вӗсем уншӑн питӗ хытӑ хӳхленӗ.2. Стефана же погребли мужи благоговейные, и сделали великий плач по нем.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кӗвӗҫсе, патриархсем Иосифа Египета сутса янӑ; анчах Турӑ унпа пӗрле пулнӑ, 10. ӑна мӗнпур хӗн-хурлӑхӗнчен хӑтарнӑ, ӑна пысӑк ӑс панӑ, уншӑн Египет патшийӗн, фараонӑн, кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иисус хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, хӗрарӑмсем Уншӑн хурланса йӗрсе пынӑ.27. И шло за Ним великое множество народа и женщин, которые плакали и рыдали о Нем.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Турӑ Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри: Уншӑн пурте чӗрӗ, тенӗ.38. Бог же не есть Бог мертвых, но живых, ибо у Него все живы.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Хула патне ҫывӑхарсан Иисус ун ҫине пӑхса уншӑн йӗрсе янӑ та 42. каланӑ: эх, ҫакӑ кун эсӗ те хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине ӑнласа илсенччӗ! анчах халӗ вӑл сан куҫна курӑнмасӑр тӑрать: 43. акӑ эсӗ курас кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сан тавра ҫӗр алтса ҫаврӑнӗҫ, сана хупӑрласа илӗҫ, сана пур енчен те хӗсӗрлӗҫ; 44. сана тустарса-ҫаратса тухӗҫ, хӑвна та, ачусене те хула хушшинчех ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, сан вырӑнунта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлма килнӗ вӑхӑта пӗлмерӗн, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл ашшӗне ҫапла хуравласа каланӑ: «акӑ эпӗ миҫе ҫул саншӑн ӗҫлесе пурӑнатӑп, нихӑҫан та санӑн сӑмахунтан иртмен эпӗ; ҫапах та эсӗ мана тусӑмсемпе савӑнмашкӑн нихӑҫан та качака путекки те памарӑн; 30. ку ывӑлу, хӑй пурлӑхне аскӑн хӗрарӑмсемпе ҫӳресе салатса пӗтернӗскер, килнӗ те, уншӑн эсӗ ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарнӑ» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвас пулсассӑн ыйткалакансене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене чӗн: 14. вӗсенӗн сана ырӑпа тавӑрмашкӑн нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа эсӗ телейлӗ пулӑн: уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан тавӑрса парӗҫ, тенӗ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни иртсе пынӑ, суранланнӑ ҫын тӗлне ҫитсессӗн, ӑна курсассӑн, вӑл ӑна хӗрхеннӗ; 34. вара ун патне пырса суранӗсене эрехпе ҫу сӗрсе ҫыхнӑ та ӑна хӑй ашакӗ ҫине лартса хӑна килне илсе ҫитернӗ; унта та тӑрӑшнӑ уншӑн; 35. тепӗр кунне, унтан кайнӑ чухне, вӑл хӑна килӗ хуҫине икӗ динари кӑларса панӑ та: «тӑрӑш-ха уншӑн; ку укҫаран ытла пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне сана тата тӳлӗп» тенӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.