Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак асамлӑ сӑмах ӑна ҫак самантрах пӗр-пӗринпе хыттӑн калаҫса тӑракан икӗ купца патне илсе ҫитерчӗ, вӗсем ҫине пӑхрӗ те вара вӑл, тек уйрӑлса каяймарӗ, каҫса кайсах итлеме тытӑнчӗ.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вучах ҫӗр ҫинчи пек мар тӗссемпе чечек саракан илемлӗ ҫеҫкесем ӳсекен асамлӑ сад пахчи евӗрлӗ туйӑнать, — лӑпкӑ ҫил вара вӗсене ачашшӑн силлентерсе чечекӗн йӑм-хӗрлӗ, сарӑ та ылтӑн тӗслӗ ҫеҫкисене тӑкать…
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лена тин ҫеҫ Андрей ҫынтан ютшӑнса пурӑнакан йытта хӑйне пӑхӑнтарнинчен тӗлӗннӗччӗ, ун ҫине вӑл, темле асамлӑ вӑй сӑмахне пӗлекен ҫын ҫине пӑхнӑ пек, тӗлӗнсе те интересленсе пӑхнӑччӗ.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак симӗс мӗлкесен ку тӗнчери евӗрлӗ мар сӑнарӗ, тен тата вӗсен ирхи тӗтре витӗр лайӑх палӑрман кӗлеткисем нимӗҫе темӗнле асамлӑ, пурнӑҫра пулма пултармалла мар япала пек туйӑннӑ пулас.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Крыльца ҫине хӑпарнӑ чух Ерофей Кузьмич алӑкран ҫӳлерехре хайхи тутӑрпа чӗркесе ҫакнӑ асамлӑ курӑк ҫыххине асӑрхарӗ.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ку асамлӑ курӑка вӑл ҫуллах хатӗрлесе хунӑ-мӗн.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫав мӗнпур сасӑ тӗлӗнмелле илемлӗ те асамлӑ кӗвве пӗрлешет.Самые разнообразные звуки сливаются в один общий чудесный хор.
Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.
Ача ҫак асамлӑ та ют япала ҫине пӑхса тӑрать; вӑл ӑна ҫав тери лайӑх, тӗлӗнмелле иртнӗ кунсене аса илтерет.Мальчик смотрел на это чужое и волшебное видение, напомнившее ему такие сладкие, чудесные дни.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сапер-комсомолецӑн асамлӑ пӳрнисенчен Володя та тӗлӗннӗ.И Володя не раз дивился волшебному чутью, которым были наделены пальцы сапера-комсомольца.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эрне те иртмерӗ, вӑл хӑйне пурне те курнӑ артековец пек тытма пуҫларӗ: лагерь юррисене вӗренчӗ, пионерсен асамлӑ ҫӗршывӗнчи тӗлӗнмелле япаласене пӗлсе ҫитрӗ, ҫак хӑйне евӗрлӗ ачасен республикинчи традицисен, йӑлисен шанчӑклӑ сыхлавҫи пулса тӑчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах купцан кӗҫӗн хӗрӗ хӑюллӑ та хитре хӗр — ашшӗне ҫӑлас тесе, хӑйне шеллемесӗр тискер кайӑкӑн илемлӗ керменне пырса кӗрсен, Володя сценӑна ҫап-ҫутӑ ҫутатрӗ, асамлӑ хунар ӑшне тӗрлӗ тӗслӗ хут улӑштара-улӑштара чикме тытӑнчӗ, ҫавӑнтах тата пушӑ аллипе кулиса хыҫӗнчен сцена ҫинелле, райри кайӑксене кӑтартма, сӑрланӑ хут кӑвакарчӑнсем вӗҫтерме пуҫларӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсем купцапа калаҫнӑ вӑхӑтра Володя аякра тӑракан Светлана ҫинчен куҫне илмерӗ, пӗрмай ун ҫине хӑйӗн асамлӑ хунар ҫутине ярса тӑчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя зала уйӑракан асамлӑ чӑрмав-чаршав шӑтӑкӗ витӗр куракансем ҫине пӑхать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Юлашки репетицинче Володя сцена ҫине тинкерсе пӑхнипе кирлӗ вӑхӑтра асамлӑ хунарти тӗрлӗ тӗслӗ хута улӑштарма маннӑ та, Юлия Львовна ҫилленсе кайрӗ:
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Декорацисем ҫӑмӑл пирки Володьӑн ӗҫ нумаях пулман: сцена ҫине тинӗсри хӑрушӑ чӗрчун тухсан, сцена хыҫӗнче аслати, ҫатӑртатнӑ саса тумалла, ун ҫине асамлӑ хунарпа тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑ паяркисем — малтан симӗс, унтан хӗрлӗ-кӑвак, хӗрлӗ-хура, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫав тери хӑрушла ҫутӑсем памалла пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ӑс-хакӑла, чун-чӗрене пуянлатакан мероприятисем ытларах пулсан пирӗн тӑрӑшарах ӗҫлес, асамлӑ тӗнчере килӗшӳпе юратура пурӑнас килӗ.
Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06
Ҫавах та «Театр — асамлӑ тӗнче» тенӗрен хальхинче ытларах вырӑнти драма коллективӗсен хӑйне евӗрлӗ воспитани паракан, ыррипе усаллине уйӑрма, кирек мӗнле лару-тӑрӑва та тивӗҫлипе хак пама вӗрентекен сценкӑсем е спектакль сыпӑкӗсем курас килчӗ.
Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06
Кӑҫал сысна ҫулталӑкӗ пулнӑран, виҫӗ йӑрӑ та асамлӑ «сысна ҫурисем» чупкаласа ҫӳрени те пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие хӑйне евӗрлӗ хаваслӑхпа илӗртӳлӗх кӳчӗ.
Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06
Ах, мӗнешкел асамлӑ пурте, мӗнле ачаш та телейлӗ пӗтӗмпех!
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тӗнче икӗ тан мар пая уйрӑлнӑ: пӗри — пӗчӗкреххи — офицерсем, вӗсемшӗн чыс та, вӑй та, влаҫ та пур, мундирӑн асамлӑ тивӗҫлӗхӗ те ҫителӗклӗ, мундирпа пӗрлех тата вӗсене темӗншӗн патентланӑ хастарлӑх та, ӳт-пӳ вӑй-хӑвачӗ те, сӑмса тӑрӑх ҫеҫ пӑхакан мӑнкӑмӑллӑх та панӑ; тепри — ҫав тери пысӑкскер те сӑн-сӑпатсӑрскер — штатскисем, урӑхла каласан, шпаксем, штафирсем те пӑчӑрсем; штатскирен пӗр сӑлтавсӑрах мӑшкӑлласа куласси е ӑна хӗнесе пӑрахасси, ҫунакан пируса ун сӑмси ҫинче сӳнтересси, цилиндрне хӑлха ҫине тӗксе-пусса лартасси чи ятлӑ, чи чаплӑ маттурлӑх шутланать-ҫке; кунашкал паттӑрлӑхсем ҫинчен училищӗре чухнех-ха йӗпе сӑмса юнкерсем пӗр-пӗрне хӑпартланса-ҫунатлансах каласала кӑтартатчӗҫ.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.