Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ ӑна ҫавах пӑхса тӑратӑн. 7. Эсӗ ӑна вӑхӑтлӑха ангелсенчен кӗҫӗнрех турӑн, ӑна мухтавпа хисеп кӳрсе чысларӑн; Хӑвӑн аллу мӗн пултарнине пӗтӗмпех ӑна патӑн, 8. пурне те пӑхӑнтарса, ун ури айне турӑн» тенӗ.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Турӑ ангелсенчен хӑшне те пулин, хӑҫан та пулин ҫапла каланӑ-и: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ-и?
Евр 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав вӑйне Вӑл Христос урлӑ кӑтартнӑ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тӳпере Ӑна Хӑйӗн сылтӑм енне лартнӑ, 21. тӳпери пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран, тӗрлӗ ятран — ҫак ӗмӗрте пӗлекен ятсенчен те, пулас ӗмӗрте пӗлес ятсенчен те — пуринчен те Ӑна асла кӑларнӑ; 22. пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пуринчен те асли, пӗтӗм ӗненекенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ тунӑ; 23. Чиркӳ — Христос тӑл-пӗвӗ, пур ҫӗрте те пурне те тултарса тӑракан Христосӑн туллӑхӗ вӑл.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Юлашки тӑшман — вилӗм — пӗтӗ, 27. мӗншӗн тесессӗн Турӑ пурне те Христос ури айне тунӑ; паллӑ ӗнтӗ, пурне те Ӑна Пӑхӑнтараканнисӗр пуҫне пурте Ӑна пӑхӑннӑ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӑйӗн тӑшманӗсене пурне те ури айне тӑвичченех Вӑл патшара тӑмалла.25. Ибо Ему надлежит царствовать, доколе низложит всех врагов под ноги Свои.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Канӑҫлӑх Турри шуйттана ҫӗнтерсе сирӗн урӑр айне тӑвасси ҫывӑх ӗнтӗ.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла шухӑшлакансем ӗлӗк тӳпене те, ҫӗре те Турӑ сӑмахӗ шывран тунине, шывпа пултарнине пӗлмеҫҫӗ, 6. ҫавӑнпа ун чухнехи тӗнче шыв айне пулса пӗтнӗ те.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫана пӗлнӗ урлӑ тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен хӑтӑлсассӑн, унтан татах ҫав ирсӗрлӗхпе ҫыхланса ун айне пулакан ҫынсемшӗн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34-35. Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах хӑй ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42-43. Псалом кӗнекинче Давид хӑй ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫутаткӑҫ ҫутсан, ӑна никам та курӑнмалла мар ҫӗре е савӑт айне лартмасть, кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе, ӑна шантал ҫине лартать, тенӗ.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫутаткӑҫ ҫутсан, ӑна никам та савӑтпа хупласа хумасть, кравать айне те лартмасть, кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе, ӑна шантал ҫине лартать.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Турӑ Сывлӑшӗпе хавхаланнӑ Давид хӑй ҫапла каланӑ-ҫке: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар, тенӗ».
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тата каланӑ вӗсене: ҫутаткӑҫа савӑт айне е вырӑн айне лартасшӑн илсе пыраҫҫӗ-и? ӑна шантал ҫине лартма илсе пымаҫҫӗ-и вара?
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Иисус калать вӗсене: мӗнле-ха апла Давид, Турӑ Сывлӑшӗпе хавхаланса, Ӑна Ҫӳлхуҫа тет, вӑл ҫапла калать-ҫке: 44. «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тет.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫутнӑ ҫуртана та савӑт айне лартмаҫҫӗ, шантал ҫине лартаҫҫӗ, вара вӑл пӳртрисене пурне те ҫутатса тӑрать.15. И, зажегши свечу, не ставят ее под сосудом, но на подсвечнике, и светит всем в доме.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
78. Хӑйсен ҫылӑхӗсемпе ҫыхӑнса ларнисене, хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсен айне пулнисене хуйхӑ ҫитӗ!78. Горе тем, которые связаны грехами своими и покрыты беззакониями своими!
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Эсӗ Манӑн суйласа илнӗ ҫыннӑмсене мӗн кӑтартнӑ, Турӑ сана ҫавнах кӑтартӗ — сана инкек айне тӑвӗ: 57. ачу-пӑчу выҫӑпа вилсе пӗтӗ, ху хӗҫпе касӑлса ӳкӗн, сан хулусене аркатса тӑкӗҫ, сан ҫыннусем пурте хирте хӗҫ айне пулса тӑкӑнӗҫ, 58. ту ҫинче пурӑнакансем выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ, ҫӑкӑр ҫитменнипе хӑйсен ӳтне ҫийӗҫ, шыв ҫуккипе юн ӗҫӗҫ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.