Поиск
Шырав ĕçĕ:
38. Эпӗ хамӑн тӑшмансене хӑвалатӑп, хӑваласа ҫитетӗп, вӗсене пӗтермесӗр каялла таврӑнмастӑп; 39. вӗсене аркататӑп, вӗсем ӗнтӗ тӑраймаҫҫӗ, манӑн ура айне ӳкеҫҫӗ: 40. Эсӗ мана вӑрҫӑ вӑрҫма пилӗкӗме вӑй-хӑват ҫыхрӑн, мана хирӗҫ тӑнисене ман ура айне ӳкертӗн, 41. Эсӗ мана тӑшмансен ҫурӑмне кӑтартрӑн; эпӗ хама курайманнисене тӗппипе пӗтеретӗп: 42. вӗсем йӑлӑнаҫҫӗ, анчах ҫӑлаканӗ ҫук; Ҫӳлхуҫана тархаслаҫҫӗ — Вӑл вӗсене илтмест; 43. эпӗ вӗсене ҫил умӗнчи тусан пек салатса яратӑп, урамри пылчӑка таптанӑ пек таптатӑп.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Апла аслӑлӑхпа аслӑлан, чаплӑлӑхпа чаплӑлан, илемлӗхпе илемлӗлен, ҫутӑпа ҫутал; 6. ҫиллӳн хаярлӑхне кӑлар, мӗнпур мӑнаҫли ҫине пӑхса ил те — йӑвашлат ӑна; 7. мӑнкӑмӑллисем ҫине пӑхса ил те — пурне те кӗҫӗне хӑвар, усал ҫынсене хӑйсенӗн вырӑнӗнчен ӳкер; 8. пурне те вӗсене ҫӗр айне чавса чик, питне-куҫне сӗмлӗхпе хупла.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӗмсем хушшинче улаҫҫӗ, кӳкен айне тӗршӗнеҫҫӗ.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хаклӑ чул-тӑпра тупса кӑлармашкӑн нихӑҫан ура пусман ҫӗрте пусӑ алтаҫҫӗ, ҫӗр айне анаҫҫӗ, ҫынсенчен аякра ҫакӑнса-сулланса тертленеҫҫӗ.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ун хыҫҫӑн юлакансене вилӗм ҫӗр айне тӑвӗ, вӗсемшӗн тӑлӑх арӑмӗсем те хӳхлемӗҫ.15. Оставшихся по нем смерть низведет во гроб, и вдовы их не будут плакать.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унӑн ывӑлӗсем, ӗрчес пулсассӑн та, хӗҫ айне пулӗҫ; унӑн тӑхӑмӗсем тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе кураймӗҫ.14. Если умножаются сыновья его, то под меч; и потомки его не насытятся хлебом.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кам та кам хурлӑх айне пулсассӑн, эсӗ: «ҫӗклесем!» тейӗн те — Вӑл пуҫ уснӑ ҫынна ҫӗклесе тӑратӗ.29. Когда кто уничижен будет, ты скажешь: возвышение! и Он спасет поникшего лицем,
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унӑн шӑммисенче — ҫамрӑклӑх вӑйӗ, анчах вӗсем те унпа пӗрле ҫӗр айне кайӗҫ.11. Кости его наполнены грехами юности его, и с ним лягут они в прах.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Лешӗ ун уринчи сантали ҫине ытараймасӑр пӑхрӗ, арӑм илемӗ унӑн чунне парӑнтарчӗ; ҫав ҫын мӑйӗ хӗҫ айне лекрӗ.9. Ее сандалии восхитили взор его, и красота ее пленила душу его; меч прошел по шее его.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Анчах Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа вӗсене арӑм аллипе ура айне ӳкерчӗ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Юнарӗ мана: ҫӗрӗме ҫунтарса яма, яш ачамсене хӗҫпе пӗтерме, кӑкӑр ачисене ура айне ывӑтма, пӗчӗк ачамсене салатма, хӗрӗмсене тыткӑна илсе кайма хӑмсарчӗ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа та, Унран ҫӑлӑнӑҫ кӗтсе, Ӑна хамӑра пулӑшма йӑлӑнӑпӑр, кӑмӑлӗ пулсан, Вӑл пирӗн сасса илтӗ, 18. мӗншӗн тесессӗн этем алли тунӑ турӑсене пуҫҫапни пирӗн йӑхра пулман, хальхи вӑхӑтра та пӗр йӑх та, пӗр ӑру та, пирӗн пӗр халӑх та, пӗр хула та ун пек тумасть, вӑл унччен ҫавӑн пек пулнӑ, 19. ҫавӑнпа та пирӗн аттесене хӗҫ айне ӳкернӗ, ҫаратнӑ, хамӑрӑн тӑшмансем умӗнче вӗсем хӑрушла пӗтнӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Олоферн ҫыннисем вара ту айне ҫитнӗ те Ахиора ҫавӑнта, ту тӗпӗнче, ҫыхса пӑрахса хӑварнӑ, хӑйсем хуҫи патне каялла таврӑннӑ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Египет патши вӗсене хирӗҫ тӑнӑ, чее мелсем тупса вӗсене ӗҫ айне тунӑ, кирпӗч ҫаптарнӑ, вӗсене чура тунӑ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сан умӑнта тӑма намӑсланатӑп, хӑратӑп эпӗ: 72. пирӗн ҫылӑхӑмӑрсем пуҫ тӳпинчен те ҫӳлерех ҫӗкленнӗ, пирӗн ӑссӑрлӑхӑмӑр тӳпенех ҫитнӗ; 73. аттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа мӗн паянхи кунчченех эпир тӳсме ҫук пысӑк ҫылӑх ӑшӗнче пурӑнатпӑр, 74. хамӑр ҫылӑхсемшӗн, аттесен ҫылӑхӗсемшӗн пире хамӑр тӑвансемпе, хамӑр патшасемпе, хамӑр священниксемпе пӗрле ют ҫӗрсен патшисен аллине панӑ, хӗҫ айне тунӑ, тыткӑна ӑсатнӑ, ҫаратнӑ, эпир паянхи кунчченех намӑс курса пурӑнатпӑр.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа мӗн паянхи кунчченех эпир тӳсме ҫук пысӑк айӑпра; йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсемшӗн пире, пирӗн патшасене, пирӗн священниксене ют ҫӗр патшисен аллине панӑ, хӗҫ айне тунӑ, тыткӑна ӑсатнӑ, ҫаратнӑ, паянхи пекех, намӑс курса пурӑнмалла тунӑ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл Адонирама, хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхне, Израиль ывӑлӗсемпе калаҫма янӑ, анчах лешӗсем ӑна чулпа персе чул айне тунӑ, вӑл вилнӗ вара.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Священниксем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑйӗн вырӑнне, Турӑ Ҫурчӗн Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмне, херувимсен ҫуначӗсем айне, лартса хунӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара мӗнпур вӑйпитти ҫын кар хускалнӑ та Саулпа унӑн ывӑлӗсен ӳчӗсене Иависа илсе килнӗ, вӗсен шӑммисене Иависри юман айне пытарнӑ, ҫичӗ кун типӗ тытнӑ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Патша хӑйӗн шанчӑклӑ улпутне хула хапхине сыхлама тӑратнӑ; хапха анинче вӑл халӑх ури айне пулнӑ, вӑл ӗнтӗ вилнӗ; Турӑ ҫынни хӑй патне патша пынӑ кун мӗн каланӑ, пурте ҫавӑн пек пулса иртнӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.