Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Акӑ Вӑл Хӑйӗн чурисене те шанса пӗтермест, Хӑйӗн Ангелӗсенче те кӑлтӑк тупать, 19. эппин, тӑм ҫуртра пурӑнакансенче тата ытларах айӑп тупать, лешӗсен ҫурчӗ те хӑйӑр ҫинче ларать, хӑйсем те кӗверен хӑвӑртрах пӗтеҫҫӗ.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсфирь ӗнтӗ Гафаха Мардохей патне ҫапла калама янӑ: 11. патша таврашӗнче ӗҫлекенсем те, патша ҫӗрӗнчи халӑхсем те пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ: патша чӗнмесӗр унӑн шалти картишне кӗнӗ кирек мӗнле арҫынна та, кирек мӗнле хӗрарӑма та пӗр айӑп кӗтет — вилӗм; патша хӑйӗн ылтӑн туйине кам енне тӑсать — ҫавӑ ҫеҫ чӗрӗ юлать.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗн хӑвӑрӑн та Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче айӑп ҫук-им вара?
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паян — савӑнӑҫлӑ хыпар кунӗ; васкамасассӑн, тул ҫутӑласса кунтах кӗтсе илсессӗн, пирӗн ҫине айӑп ӳкет.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ вара хӑвӑн чуруна ырӑ тусам, — эсӗ хӑвӑн чурупа Ҫӳлхуҫа умӗнче килӗшӳ тусаччӗ, — манӑн мӗнле те пулин айӑп пулсассӑн, вӗлер мана; мӗншӗн-ха санӑн мана хӑвӑн аҫу патне илсе каймалла? тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иаков калаҫма тытӑннӑ та Лавана каланӑ: манӑн мӗн айӑп пур, мӗн ҫылӑх пур — мӗншӗн мана хыҫран хӑвалатӑн? 37. эсӗ [манӑн килте] манӑн пур япалана та тустарса тухрӑн, хӑвӑн килӳнти япаласенчен мӗн те пулин тупрӑн-и? ҫакӑнта манӑн хурӑнташӑмсемпе хӑвӑн хурӑнташусем умӗнче кӑтарт; иксӗмӗр хушшӑмӑра вӗсем татса паччӑр.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунта пирӗн айӑп ҫук.
Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
— Ҫавӑ, айӑп ан ту-ха мана, — терӗ те тухтӑр, алӑкран тухрӗ.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Халӗ акӑ суд умне пурте питӗ пысӑк айӑп тунӑ тесе шутлакан хӗрарӑм тӑмалла: унӑн, Афинӑна пӗтерекенӗн, вилмеллех, судьясенчен ӗнтӗ кашниех хӑйсен ӑшӗнче ҫапла шутласа хунӑ; ак вӗсен умне хайхи айӑплӑ хӗрарӑм, Аспазия тухса тӑрать, судьясем вара пурте ун умне ҫӗре ӳкеҫҫӗ те: «Сана суд тума май ҫук, эсӗ ытла та чипер!» теҫҫӗ.
2 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.