Поиск
Шырав ĕçĕ:
25. Хӑрушлӑха кӑмӑллакан ҫав хӑрушлӑхрах пӗтнӗ; 26. чурӑс чӗре юлашкинчен хӗн курать: 27. чурӑс чӗрене тӗрлӗ хурлӑх пусса илӗ, ҫылӑхлӑ ҫыннӑн ҫылӑх ҫумне ҫылӑх хушӑнса пырӗ.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вилӗм тӳрӗ ҫынсене те сӑнанӑ, вӗсем пушхирте ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе пӗтнӗ пулсассӑн та, ку ҫилӗ вӑраха пыман: 21. ҫылӑхсӑр ар вӗсене хӳтӗлеме васканӑ, хӑй ӗҫӗн кӑралне илсе килнӗ: кӗлӗ туса, ҫырлахтармашкӑн тӗтӗркӗчпе тӗтӗрсе, вӑл ҫилле хирӗҫ тӑнӑ та инкеке чарса лартнӑ, ҫапла хӑй Санӑн тарҫу иккенне кӑтартса панӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем, вӑрттӑн ҫылӑхӗсенчен манӑҫ сӗмлӗхӗнче пытанма шутланӑскерсем, куҫӗсене темтепӗр курӑннипе сехӗрленсе саланса пӗтнӗ: 4. ӗнтӗ чи улах вырӑнта та сехре хӑппинчен тарса пытанайман, вӗсене йӗри-таврари хӑрушӑ сасӑсем сехӗрлентернӗ, хаяр сӑн-сӑпатлӑ тискер хӑратмӑшсем курӑннӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пилӗк хула ҫине вут-ҫулӑм ансассӑн, ҫылӑхлисем пӗтнӗ чухне, вӑл тӳрӗ ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ, 7. унта вара ҫылӑх ҫинчен пӗлтерсе тӑмашкӑн йӑсӑрланакан пушӑ хир, ҫимӗҫне вӑхӑтсӑр кӳрекен ӳсентӑрансем тата иккӗленчӗк чун палӑкӗ — тӑвар юпа — тӑрса юлнӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл вут-ҫулӑмпа вӗтеленнӗ, касӑлса пӗтнӗ; Санӑн вӑраха кайнӑ ҫиллӳпе пӗтсех ларӗҫ.17. Он пожжен огнем, обсечен; от прещения лица Твоего погибнут.
Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Аса илӗр-ха, Вӑл Авраама мӗн кӑтартнӑ, Исаака мӗнле сӑнанӑ, Месопотамири Сирире амӑш тӑванӗн Лаванӑн сурӑхӗсене кӗтнӗ чухне Иаков мӗн курса пӗтнӗ: 27. Вӑл вӗсен чӗрисене асаплантарас тесе сӑнаман, ҫавӑн пекех пире те тавӑрмасть Вӑл, Ҫӳлхуҫа Хӑй патне ҫывӑхаракансене ӑса кӗртес тесе ҫапла хӗн кӑтартать, тенӗ Иудифь.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа та, Унран ҫӑлӑнӑҫ кӗтсе, Ӑна хамӑра пулӑшма йӑлӑнӑпӑр, кӑмӑлӗ пулсан, Вӑл пирӗн сасса илтӗ, 18. мӗншӗн тесессӗн этем алли тунӑ турӑсене пуҫҫапни пирӗн йӑхра пулман, хальхи вӑхӑтра та пӗр йӑх та, пӗр ӑру та, пирӗн пӗр халӑх та, пӗр хула та ун пек тумасть, вӑл унччен ҫавӑн пек пулнӑ, 19. ҫавӑнпа та пирӗн аттесене хӗҫ айне ӳкернӗ, ҫаратнӑ, хамӑрӑн тӑшмансем умӗнче вӗсем хӑрушла пӗтнӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсен ачисен те, арӑмӗсен те, яшӗсен те хевти пӗтнӗ; шывсӑр халсӑрланса ҫитнӗскерсем хула урамӗнчех, хапха анисенчех кая-кая ӳкнӗ, вӗсен ӗнтӗ чӗптӗм тӗрек те юлман.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара эпӗ аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене, ытти халӑха каларӑм: ӗҫӗ ку пысӑк та анлӑ, эпир хӳме тӑрӑх саланса пӗтнӗ, пӗр-пӗринчен аякра ӗҫлетпӗр; 20. ҫавӑнпа та трупа сассине хӑш енчен илтетӗр, ҫав вырӑна пирӗн пата пуҫтарӑнӑр; Туррӑмӑр пирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫӗ, терӗм.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илнӗ чухне, аслӑланӑ чухне Ҫӳлхуҫа Иудейӑна тапӑнса килнӗ аммонсемпе моавсене тата Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе янӑ, лешӗсем пӗтнӗ вара: 23. аммонсемпе моавсем Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансене тапӑннӑ та вӗсене пурне те тӗп тунӑ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аса тата унпа пӗрле пулнӑ халӑх вӗсене Герар патне ҫитиччен хӑваласа кайнӑ; эфиопсем пӗтнӗ вара, пӗри те чӗрӗ юлман, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Ҫӳлхуҫапа Унӑн ҫӳлти ҫарӗ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Авияпа унӑн халӑхӗ вӗсене вӑйлӑн аркатса тӑкнӑ; Израилӗн пилӗкҫӗр пин ҫын пӗтнӗ, вӗсем чи хастаррисем пулнӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавсем, рефаим йӑхӗн ҫынннисем, Гефра ҫуралнӑскерсем пулнӑ, вӗсем Давидпа ун тарҫисен аллинчен пӗтнӗ.8. Это были родившиеся от Рефаимов в Гефе, и пали от руки Давида и от руки слуг его.
1 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Айлӑмра пурӑнакан израильсем вара пурте тарнине тата Саулпа унӑн ывӑлӗсем вилнине курсассӑн, хӑйсен хулисене пӑрахса хӑварса, тарса пӗтнӗ; филистимсем ӗнтӗ пынӑ та ҫав хуласене вырӑнаҫнӑ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Саулпа унӑн виҫӗ ывӑлӗ ҫапла вилнӗ, унӑн пӗтӗм кил-йышӗ те унпа пӗрле пӗтнӗ.6. И умер Саул, и три сына его, и весь дом его вместе с ним умер.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшан пӗтӗм ҫарӗ тарса пӗтнӗ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Сири патшине вара тарҫисем ҫапла каланӑ: вӗсен Турри — сӑрт-ту Турри, [айлӑм Турри мар,] ҫавӑнпа ҫӗнтерчӗҫ пире; вӗсемпе тӳрем ҫӗрте ҫапӑҫас пулсассӑн, эпир ҫӑмӑллӑнах ҫӗнмелле вӗсене, 24. эппин, ҫапла ту: ҫарсене ҫав патшасем ертсе ан кайччӑр, вӗсем вырӑнне ҫӗр пуҫлӑхӗсене ларт; 25. унтан — мӗн чухлӗ ҫын пӗтнӗ санӑн, ҫавӑн чухлӗ ҫӗнӗрен пуҫтар: лаши те, ҫар урапи те унччен мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавӑн чухлех пултӑр; вара вӗсемпе тӳрем ҫӗрте ҫапӑҫӑпӑр, ун чухне вӗсене ҫӗнтермеллипех ҫӗнтерӗпӗр, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Замврий, хулана туртса илнине курсассӑн, патша керменӗн шалти пӳлӗмне кӗнӗ те хӑй хыҫҫӑн ҫурта вут тивертнӗ, пушарта хӑй те пӗтнӗ, 19. хӑй ҫылӑхӗсемшӗн, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхлӑ Иеровоам ҫулӗпе кайнӑшӑн, ҫапла Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗшӗн вилнӗ те вӑл.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах Вааса ҫинчен, унӑн килӗ ҫинчен, Ҫӳлхуҫа умӗнче тунӑ унӑн мӗнпур усал ӗҫӗ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑмахне Ананий ывӑлӗ Иуй урлӑ каланӑ пулнӑ ӗнтӗ, — Иеровоам пек пулма тӑрӑшса, Вааса хӑй ӗҫӗсемпе Турра ҫиллентерсе тӑнӑ, ҫавӑншӑн пӗтнӗ те вӑл.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавсем тӑваттӑшӗ те Гефра пурӑнакан Рефаим йӑхӗн ҫыннисем пулнӑ, вӗсем Давидпа ун тарҫисен аллинчен пӗтнӗ.22. Эти четыре были из рода Рефаимов в Гефе, и они пали от руки Давида и слуг его.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.