Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сар тутӑрли, яланхи пекех, чӗнмесӗр, мӑйне тӑсса, хӑй хырӑмне тинкерсе пӑхса ларатчӗ, анчах тепӗр чухне сасартӑк, кӗтмен ҫӗртенех, ӳркевлӗ те хулӑн, хӑйӑлти арҫын сассипе хурлӑхлӑн сӑвӑласа юрлама тытӑнатчӗ:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Лилисем хыҫҫӑн сар чечексем ӳкме пуҫларӗҫ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шыври сар чечексемпе лили чечекӗсене чи тарӑн шыв кукӑрӗнче Санька пек меллӗн татма никам та пултараймасть-ҫке-ха.Никто, кроме Саньки, так ловко не умеет доставать кувшинки и лилии из самых глубоких заводей.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Федя, сасӑ илтӗннӗ енне чупас тенӗ кӑна, ҫав вӑхӑтра сар кайӑк хурлӑхлӑн та вӑрӑммӑн юрласа янӑ.Федя бросился было на шум, но тут до него донесся протяжный и грустный посвист иволги.
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑрман уҫланки те (унта ӗнтӗ шӗвӗр тӑрӑллӑ хӗрлӗрех тӗмсем ҫинче кӑткӑсем йӑшӑлтатаҫҫӗ), малтанхи сар чечексем шӑтса тухнӑ юшкӑнлӑ ҫыран хӗрри те ачасене хӑйсем патнелле илӗртнӗ.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Леш сар арҫын ачи Серый патне телефонпа Чебурашкӑпа иккӗшӗн сӑнне ярса панӑ хыҫҫӑн.как Серому позвонил неугомонный и наглый пацан и прислал фотографию Чебурашки.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ку сар ачине лайӑх нушалантарап-ха, хӑй ҫӗр ҫине ҫуралнӑшӑн та ӳкӗнӗ.А этого блондинчика я буду мучить очень долго. Он у меня пожалеет, что родился на свет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Лере, кӳлӗ ҫинче, пӗтӗм тавришӗпе капӑрлатнӑччӗ ӗнтӗ вӑл, халӗ, сар хӗр пек кулса, пирӗн ҫине пӑхма пуҫларӗ, каҫхи тӗтре юхса вӑрманти пӗчӗк чӑрӑшсен хушшине кӗрсе пытанчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑсу кайӗ, чӳрече уҫӑ, анчах ӑҫтан-ха вӑл, сар ҫӑварлӑ чана чӗппи, ҫакӑн пек ҫӳлтен вӗҫсе кайма пултарнӑ, ӑнланаймастӑп!Окно, понимаешь, открыто, и как он, галчонок, с такой верхотуры вылез, уму непостижимо!
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сар шывлӑ Мургаб тӑрӑх, хӑмӑшлӑ ушлӑхсем илемӗпе савӑнса ҫӳренӗ чух, час-часах эпир пуҫӗсене упӑшкисен халачӗсене сырнӑ туркмен хӗрарӑмӗсене кураттӑмӑр, вӗсем, именчӗк те сассӑрскерсем, пире аякран-аякран пӑхса юлатчӗҫ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Темле хушамат пек кӑна асӑмра тӑратчӗ-ха, халь акӑ вӑл тӳрре те килчӗ иккен, ҫак пӗкӗрӗлсе кӗнӗ сар мӑйӑхлӑ типшӗм старик ман умра акӑ тӑра парать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑтартӑмӑр-и сар хӗре! — терӗ Пугачев кулкаласа.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Мана хирӗҫ сак ҫинче ларса пыракансем: йӗс куҫлӑхлӑ сар арҫын, вӑл чугун ҫул картузӗпе, ыйӑхлӑ питлӗ ҫитӗннӗ хӗр тата тирпейлӗ артиллерист, вӑл аллинчи пӗчӗк букетне вунӑ хут ӗнтӗ салта-салта ҫыхрӗ, ҫӑварне шыв сыпса чечекӗсене пӗрӗхрӗ.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл ҫара пуҫӑн, ҫӳҫӗ вӗлкӗшсе ҫеҫ тӑрать, акӑ вӗсем халь-халь пӗр кас ҫилпеле ҫӗкленсе каяс пек, сар чечек мамӑкӗ пек вӗҫсе, пуҫне кукшалатса хӑварас пек.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Качча ан тух эсӗ ҫамрӑкла; Ыйт, хӗр, эсӗ аҫунтан та, Ыйт-ха эсӗ аннӳнтен, Аҫунтан та аннӳнтен, Тӑван-хурӑнташунтан; Пух-ха, сар хӗр, ӑс-тӑнна, Ӑс-тӑнна та приданна.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Юратӑва пусарсах-ҫке Сар хӗре эп манасшӑн; Ах, Машӑран пӑрӑнсах-ҫке, Канлӗх, ирӗк тупасшӑн.Мысль любовну истребляя, Тщусь прекрасную забыть, И ах, Машу избегая, Мышлю вольность получить!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл маншӑн никам ҫӗнтерейми сар пике пек туйӑнсан, эпӗ ӑна ҫавӑрма йывӑр пулать тенипе ҫеҫ интересленнӗ пулӑттӑм.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпир Грушницкипе сӑмах вакламасӑрах ту ҫинчен антӑмӑр та пирӗн сар пике кӗрсе пытаннӑ пӳртӗн чӳречи умӗн бульвар тӑрӑх утрӑмӑр.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗрарӑмсем пире курсанах кӗрсе пытанчӗҫ, эпир куркаланисенчен сар пике темеллисемех ҫукчӗ ҫав.Женщины, увидя нас, прятались; те, которых мы могли рассмотреть в лицо, были далеко не красавицы.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗр сӑмахпа — «пӗчӗк кӗтӳҫӗ», сар хӗвел, — тесе калаҫма тытӑнчӗҫ капитан хӑйӗн сӑмахне ӑҫталла пӑрса пынине халӗ те ӑнланса илеймен разведчиксем.
11 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948