Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫтӑвком ларӑвӗнче ӑна лайӑх пӗҫерккӗ парса янӑ, районти милици япӑх ӗҫлет тесе, хӑртса пӗтернӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Халӗ эпӗ санӑн аннӳне ҫав сӑмахсемпе хӑртса тӑксан аван пулӗ-и?Каково тебе будет, если я сейчас такими же словами обзову твою матушку?
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
«Сиен мар-и вара?» терӗ Иван Иванович куҫне ҫӗклемесӗрех: «эсир, савнӑ ҫыннӑм, ман чинӑма, хушамата кунта калама юраман сӑмахпа хӑртса кӳрентертӗр те».
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Темиҫе кӗнеке вуланипех, вӗсене тӗплӗн ӑнланмасӑрах хӑйне интеллигент шутлакан ҫынран айванни урӑх ним те пулас ҫук, тесе кӑшт ҫеҫ хӑртса тӑкмарӗ вӑл ӑна.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӗрӗс, каласса урӑхла каланӑ: патша ҫумӗнчи ҫынсене хӑртса хур кӳнӗшӗн ҫунтарса вӗлернӗ пулать ӑна, чӑннипе вара — хӑй шухӑшӗнчен чакманшӑн…
7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Хӑртса мар.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккее те ун пекех хӑртса пӗтермен пуль-ха, хӑй килӗнчен тухмасть пулсан, юмӑҫ патне те пурӑнмаллипех куҫман пуль-ха тесе шухӑшларӗ Алиме.Потому Алиме не поверила ни одной сплетне и решила все-таки сходить к Шербиге.
XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хура Палля ӑна халӑх умӗнче хӑртса пӗтернӗ.Черный Палля при всем честном народе обозвал Манюра самыми последними словами.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӗркун, ав, ӑна йыснӑшӗ темле те хӑртса пӗтерчӗ, йӗкӗт чӗри ун чух калама ҫук ырататчӗ: халь тесен, вӑл ҫавна та йӑлтах манма хатӗрччӗ — Селимен вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кунҫулӗпе ҫеҫ нимӗнле те кунӑҫасшӑн мар, Тухтар чӑтма ҫук пысӑк хуйха ӳкрӗ.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Юмӑҫ ун ҫинченех ҫапла хӑртса каларӗ-ҫке?..
XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Вӑл пуринпе те тӳрккес, юнаса ҫӳрет, ҫынсемпе ҫителӗклӗ тимлӗ мар, вӗсене мӗн кирлине шута илмест, ӑна кирек кама та кӳрентерме, пынӑ ҫӗртех хӑртса тӑкма нимӗн те мар.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Серафимӑ хӑйне алӑкран кӑларса ярасса кӗтсе тӑмарӗ, тӑшманне ҫут тӗнчери мӗн пур усал сӑмахсемпе хӑртса, малти пӳлӗмрен сирпӗнсе тухрӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Штабра ӗҫлекене тӑварлӑрах сӑмахпа хӑртса илес тесе шутланӑччӗ ҫеҫ, ҫав самантра Штокман пырса кӗчӗ:Хотел уже пугануть штабного печеным словом, но в этот момент вошел Штокман.
XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Питех май килмесен: «кӑрчанкӑллӑ Ба!» тесе хӑртса тӑкма та пулать.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Пӑлхава ӑнӑҫтарайманнисене темле те хӑртса пӗтеретчӗҫ, ҫӗнтерекенсен вӑйӗ саккуна кӗрсе ҫитрӗ: пӑлхавҫӑсем чӑтса кӑна тӑччӑр!
VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вара вӗсене таптама тытӑнчӗ те сана тем те пӗр каласа хӑртса пӗтерчӗ…Принялась их топтать и наговорила о тебе столько гнусностей…
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пукан ҫинчен яшт! сиксе тӑчӗ те мана намӑс сӑмахсемпе хӑртса пӗтерчӗ!
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хамӑн пурнӑҫӑма сирӗншӗн хӑртса пурӑнма кунта эпӗ ылханлӑ ҫынах мар-ха…
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Карӑнтарса хунӑ чӗтресе тӑракан сӑмси шӑтӑкӗсемпе вӑл мӗнпурне витсе выртакан юрӑн тӑварсӑр шӑршине те, шартлама сивӗсем хӑртса янӑ армутин сирсе сирӗлми йӳҫҫине те, ҫывӑхри мӑн ҫул ҫинчи лаша тислӗкӗн уттӑнни пек техӗмлӗ те вӑйсӑр шӑршине те, хытхура пусса илнӗ инҫетри чикӗ йӑранӗ ҫине пырса вырнаҫнӑ хир чӑххи пуслӑхӗнчен варкӑшса килекен, аран-аран сисӗнекен, анчах та калама ҫук хытӑ хумхантаракан тутлӑ шӑршине те антӑхсах шӑршлать.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ах, епле эпир ӑна хӑртса мӑшкӑлларӑмӑр!
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.